Çăкăртан асли çук

13 сентября 2021 08:23

Кашни çулах Çĕнĕ Малăкла районĕнче облаçри «Малăкла çăкăрĕ» Атăл тăрăхĕнчи халăхсен культурин фестивалĕ иртет. Кăçалхи – 27-мĕш. Иртнĕ çулсенче ăна пысăк ушкăнпа, облаçри пултарулăх коллективĕсене пухса район центрĕнче палăртнă пулсан, кăçал уяв ял тăрăхĕсенче уйрăмшарăн пырать. Вăл тутарпа мордва йышлă пурăнакан вырăнсенче кĕрленĕ ĕнтĕ. Виççĕмĕш фестиваль районти чăваш ялĕнче, Упамсар ял клубĕнче пулчĕ.

Упамсарсем уява тĕплĕн хатĕрленнĕ. Клуб умĕнче иртенпе ачасен «Çăкăртан асли çук» ÿкерчĕксен, конкурса тăратнă хуплусен куравĕсем ĕçлерĕç, суту-илÿ хĕрсе пычĕ. Чăваш сăрине тутанса пăхма та сĕнчĕç. Маçтăр классенче улăмран тĕрлĕ ăпăр-тапăр хатĕрлеме вĕрентрĕç. Уйрăм лапамра халăхсен ташшинчи хусканусене кăтартрĕç. Çавăнтах ташă ансамблĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
Çулсерен пыракан чаплă уяв ячĕпе район çыннисене саламлама пуçлăхсем те килсе çитрĕç. Вĕсене клуб умĕнче çăкăр тăварпа, кăпăклă чăваш сăрипе, илемлĕ чăваш юрри-ташшипе кĕтсе илчĕç.
Сцена çинчен ентешсене Çĕнĕ Малăкла район администрацийĕн пуçлăхĕ Анастасия Пуреськина, Вăта Сантимир, Çĕнĕ Çарăмсан, Высококолковски, Упамсар ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев, Çĕнĕ Малăкла районĕнчи чăваш автономийĕн председателĕ Альбина Долгова салам сăмахĕсем каларĕç.
УОЧНКАн Тав çырăвĕсене виçĕ çын тивĕçрĕ: Упамсар шкул учителĕ Ольга Анатольевна Янкова, Упамсар клубĕн заведующийĕ Оксана Николаевна Ямкина, ялти библиотекарь Елена Федоровна Ермолаева.
Куракансене сцена Атăлçи тăрăхĕнчи тĕп халăхсен – чăваш, тутар, вырăс, мордва – илемлĕ ташши-юррипе тыткăнларĕ. Хуçасем вырăнти пултарулăх ушкăнĕсене те, аякран килнисене те тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. «Гармония» ташă ушкăнĕ (пултарулăх ертÿçи В.В. Лепешкина), Мелекесс районĕнчи «Савăнăç» чăваш фольклор ансамблĕ (ертÿçи И.Н. Иванюкова), Чăваш Республикинчи Комсомольски районĕнчен килсе çитнĕ «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕ (ертÿçи А.В. Кокшина), Самар облаçĕнчи Жигулевск хулинчен çитнĕ чăваш халăх фольклор ансамблĕ «Телей» (ертÿçи С.В. Родионова), Упамсар ялĕн ансамблĕ «Илемпи» (ертÿçи О.Н. Ямкина), ытти халăхсен ансамблĕсем уяв илемĕ пулчĕç.
Фестиваль шайĕнче ял тăрăхĕнчи чăваш хуплăвĕн, чечексемпе илемлетнĕ, чи капăр тата тирпейлĕ çурт конкурсĕсене ирттерчĕç. Пилĕк конкурсант хушшинче комисси чи тутлă хуплу пĕçерсе килекенĕ Эрсел ялĕнчи Татьяна Крайнова тесе палăртрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Надежда Ванюкова (Эрсел) тата Вера Паршикова (Упамсар) йышăнчĕç.
«Чи илемлĕ, тирпейлĕ те таса кил-çурт таврашĕ» конкурсра Малаелĕнчи Вячеслав Малышкин çĕнтерчĕ.
«Чи илемлĕ клумба» конкурсăн çĕнтерÿçисем – Галина Кочнева (Эрсел), Антонина Одайкина (Кивĕ Малăкла) тата Анна Шикунова (Малаел).
Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе чысларĕç. Эрешлесе илемлетнĕ Малăкла çăкăрĕ умĕнче тăрса сăн ÿкерттермелли вырăн пĕртте пушă тăмарĕ. Аслисем те, кĕçĕннисем те пирĕн сĕтел çинче яланах пуç пулса тăракан çăкăра хисеплесе, çăкăртан хакли çук тесе пуç тайса тав турĕç, килĕсене саланиччен умне тăрса сăн ÿкерттерчĕç.
«Малăкла каравайĕ» халăхсен туслăхĕн фестивалĕ малалла та çирĕппĕн утать. Эстафетăна Высококолковски ял тăрăхĕ йышăнчĕ.

Елена ФЕДОРОВА.
Интернетри сăнÿкерчĕксем.

Фото

Location for : Listing Title