Çăлтăрсем патне çул уçнăранпа – 60 çул

09 апреля 2021 11:23

«Восток» çине – нускипе

Юрий Гагарин «Восток» космос карапĕпе 9 уйăх маларах паллашнă. Çав кун СССР тĕп конструкторĕ Сергей Королев (ăна Гагарин каярахпа хăйĕн космос ашшĕ тесе чĕннĕ), вĕçеве хутшăнма суйласа илнĕ ултă çынпа тĕл пулнă. Вăл космос карапĕсен тĕрлĕ типĕсене кăтартнă, вĕсене мĕнле туни çинчен каласа панă, юлашкинчен икĕ метрлă кĕмĕл шар умĕнче чарăнса тăнă. Вăл «Восток» пулнă. «Кам пилот кресли çине ларасшăн?» – ыйтнă академик. Юрий Гагарин чи малтан: «Ирĕк парсамăр?» – тенĕ. Вăл ботинкине хывнă та, нускипе пусма тăрăх космос карапĕн кабинине хăпарнă. Çамрăк летчикăн хăтланăвĕ Сергей Королева килĕшнĕ. Вăл заместительне шăппăн: «Ку, ахăртнех, пĕрремĕш пулать», – тенĕ.

Икĕ дублер

Космоса пĕрремĕш хут вĕçме кандидатсене реактивлă истребительсен авиацийĕнче шыранă. «Восток» карап тата реакторăн вăй-хăвачĕ пĕчĕк пулнине шута илсе 30 çула çитмен, пĕвĕпе 170 см çÿллех мар, 70 килоран йывăртарах мар сывă арçынсене шыранă. Суйласа илнĕ 3461 çынран тĕрĕслевсем хыççăн 20-ĕн юлнă. Хатĕрленнĕ
вăхăтра виçĕ лидер палăрнă – Юрий Гагарин, Григорий Нелюбов тата Герман Титов.
Герман Титов чи лайăх хатĕрленни пулнă пулин те, комисси Юрий Гагарина суйласа илнĕ. Сăлтавĕ – славян сăн-сăпатĕнче тата ят-хушамачĕн илемлĕ янравĕнче тесе шутлаççĕ. Титовпа Нелюбов дублерсем пулса юлаççĕ. Шăпах вĕсем пĕрремĕш космонавта старт площадкине ăсатнă та ун вырăнне вĕçсе кайма хатĕр тăнă.

Çăлтăрсем патне çул уçнăранпа – 60 çул

Кăçал ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕрремĕш çын космоса вĕçсе кайнăранпа 60 çул çитет. «Восток-1» карапăн старчĕ Байконур космодромĕнчен Мускав вăхăчĕпе 9 сехет те 7 минутра пулнă.
Юрий Гагарин пĕрремĕш хут çĕр чăмăрĕ тавра çаврăннă, этемлĕхе çăлтăрсем патне çул уçнă, пирĕн планетăна космосран пуçласа курнă çын ĕмĕрлĕхех историре çырăнса юлнă.

Юлашки çыру

Чĕрчунсем космоса ăнăçлă вĕçсе кайса таврăннă пулин те пĕрремĕш космонавта орбитăра мĕн кĕтнине никам та пĕлмен. Патшалăх комиссийĕн членĕсем вилме каякан çынна суйлатпăр тесе шутланă.
Юрий Гагарин та хăйĕн çулçÿревĕ хăрушă пулассине питĕ лайăх ăнланнă. Çавăнпа старт умĕн икĕ кун маларах вăл хăйĕн арăмĕпе икĕ хĕрĕ валли юлашки çыру çырнă.
Унта мăшăрне хĕрĕсемшĕн тăрăшма, хăйĕн пурнăçне лайăхлатма тата ашшĕ-амăшне тимлеме ыйтнă. Космосра катастрофа пулас пулсан, çырăва çемйине памалла пулнă. Телее, вĕçев ăнăçлă вĕçленнĕ. Ун чухне
çыру кирлĕ пулман. Пĕрремĕш космонавт арăмĕн Валентина Гагаринăн çак çырăва вулама тивнех, ăна 1968 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче Гагарин авиакатастрофăра вилнĕ хыççăн панă.

Чĕнсе каланисем

Гагарина космоса ăсатас умĕн «Пĕрремĕш космонавт совет халăхĕ патне» çырăвăн виçĕ вариантне çырса хатĕрленĕ. Çакăн валли 9 кун маларах ятарласа Радио çуртне кайнă. Ун чухне космоса кам вĕçесси паллă пулман-ха. Пĕрремĕшне Гагарин хăй çырнă, тепĕр иккĕшне – Титовпа Нелюбов. ТАСС агентстви виçĕ тĕслĕ пĕлтерÿ
те хатĕрленĕ. Пĕринче космоса пĕрремĕш çын ăнăçлă вĕçни çинчен каланă. Иккĕмĕшне космонавт ăнăçсăр вĕçевре каялла анса ларас-тăвас пулсан çырнă, виççĕмĕшĕнче катастрофăра космонавт вилни çинчен пĕлтернĕ.

Кăлтăксем

Пĕрремĕш космос вĕçевне куçарма та пултарнă. Юрий Гагарин «Восток» кабининче выртнă ĕнтĕ, специалистсем сывлăш кăларман люкăн хуппи вĕçне çитичченех хупăнса ларманнине асăрханă – пĕр контакчĕ ĕçлемен. Вăл çĕр çине таврăннă чухне катапультăпа вĕçмелли таймера хута яраканĕ пулнă. Старт пуличчен шутлă минутсем çеç юлнă, анчах вĕçеве чарас килмен. Сергей Королев патне американецсем хăйсен космонавтне эрнерен орбитăна
ярĕç текен хыпар çитнĕ. Вара вăл контакта тĕплĕн тĕрĕслеме шутланă. Механиксем космос хăвăртлăхĕпе 30 ытла гайкăна пăрса илнĕ, хупăлчине çĕкленĕ, кирлĕ контакта тÿрлетнĕ, вара люка каллех питĕрсе лартнă.
Юрий Гагарин тем пулнине сиснĕ. Анчах нимĕн те ыйтман. Çав вăхăтра вăл: «Родина слышит, Родина знает» юрра шăхăрнă.

«Эпĕ çунатăп! Сывă пулăр, юлташсем»

Гагарин атмосферăн çирĕп сийне кĕнĕ чухне караппа мĕн пуласси çинчен пĕлмен. Аннă чухне космонавт иллюминатортан «Восток» капсулăн корпусĕ хĕмленсе çуннине курсан пĕтрĕм тесе шутланă. Вĕçев центрĕнчи динамиксенчен: «Эпĕ çунатăп!Сывă пулăр, юлташсем», – илтĕннĕ унăн хыттăн кăшкăрнă сасси.
Тĕрĕссипе каласан, ун пурнăçĕшĕн çав самантра нимĕнле хăрушлăх та пулман. Космос карапĕн çиелти сийĕ атмосферăпа хытă сĕртĕннипе çулăм тухнă. Çĕр çине аннă чухне кашнинче çапла пулнине
халь космонавтсем пĕлеççĕ. Анчах Юрий Гагарин пĕрремĕш пулнă. Гагаринăн çак сăмахĕсем çинчен нумай вăхăт хушши ниçта та асăнман.

Парашютпа катапульта

Çĕр çине çемçен анса лармалли системăна «Востока» никам та вырнаçтарман. СССРта кун пек технологисем пулман-ха.
Шалта ларакан çын çĕр çумне хыттăн çапăннăран вилме те пултарнă. Çавăнпа та çакăн пек схема шухăшласа кăларнă: космонавтăн анса лариччен вунă минут малтан катапультациленмелле те парашютпа вĕçмелле. Гагарин çапла тунă та. Анчах совет çĕршывĕн ытти патшалăхсене улталама тивнĕ. Мĕншĕн тесен Пĕтĕм тĕнчери
авиаци федерацийĕн правилисем тăрăх космонавтсен пурин те çĕр çине капсула ăшĕнче анса лармалла пулнă. Ку пĕрремĕш космос вĕçевĕпе çыхăннă пур информацие те вăрттăнлăхра тытнин пĕр сăлтавĕ.
«Восток-1» карапăн чарăну системинчи кăлтăксене пула Гагарин малтан палăртнă пек Байконур космодром районĕнче мар, 1000 çухрăм аякрах, Саратов облаçĕнчи Энгельсран инçех мар, Смеловка ялĕ çывăхĕнче анса ларнă. Пĕрремĕш космонавт анса ларни те инкеклĕ вĕçленме пултарнă.
Катапультăланă тата антаракан аппаратран уйрăлнă хыççăн Гагарин скафандрне кислород тăруках пыман. Сывлăш паракан клапанĕ ĕçлемен. Çак вĕçеври юлашки йывăрлăх анса лармалли вырăнпа çыхăннă.
Гагарин Атăл шывне ÿкесрен те хăранă. Космонавта вĕçме лайăх хатĕрленни пулăшнă.Парашют стропĕсемпе усă курса вăл çыранран 2 çухрăм аяккарах анса ларнă.

Кайран ÿкерĕннĕ

«Восток-1» карап кабининче выртакан Юрий Гагаринпа Сергей Королев калаçнинесăнлакан паллă видеона космоса пĕрремĕш хут вĕçнĕ хыççăн нумай каярах хатĕрленĕ. Вĕçеве космоса чăн-чăн янă вăхăтра ÿкерме май çук. Каярахпа тин çитмен хроникăна – Гагаринпа Королева 1961 çулхи акан 12-мĕшĕнче пĕр-пĕрне каланă сăмахсене –
тепĕр хут калама ыйтса видео çырнă.

Хыçсăмах

Календарьте çак куна хĕрлĕ тĕспе палăртман. Апла пулин те ака уйăхĕн 12-мĕшĕ – пысăк уяв. Тĕнче уçлăхне парăнтарассишĕн ĕçлекен пин-пин çыншăн кăна мар, хăйĕн ывăл-хĕрне çăлтăрсем патне çул уçнă халăхсемшĕн те, çĕршывшăн та. Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн те. Чăваш çĕрĕ тĕнче уçлăхне хăйĕн 3 паттăр ывăлне (Андриян Николаев,
Николай Бударин, Муса Манаров) ăсатнă. Саламлатпăр!

Дана СВЕТЛОВА хатĕрленĕ.


Фото

Location for : Listing Title