Çăмăл та çепĕç чĕлхепе çырать

01 апреля 2021 16:42

Районсенчи ача-пăча библиотекисенче кăмăллă тĕлпулусем иртеççĕ. Мероприятисен тĕллевĕ – пĕчĕккисене кĕнекесемпе кăсăклантарса ярасси тата вулас туртăмне аталантарасси.
Кĕнеке уявĕсене çыравçăсене курма, вулама юратнин пĕлтерĕшĕ çинчен калаçма ачасене йыхăраççĕ. Чăнлă район ачисем уйрăмах телейлĕ. Аслă Нагаткин вăтам шкул вĕренекенĕсем районти тĕп ача-пăча библиотекинче РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕпе, РФ тата ЧР Профессиллĕ писательсен союзĕсен пайташĕпе, паллă çыравçă-сăвăçпа Валентина Тараватпа йĕркеленĕ тĕлпулăва хутшăннă.
Библиотека заведующийĕ ентешĕн, Валентина Николаевнăн, кĕçĕн çул-ÿсĕмрисем валли çырнă кăларăмсемпе (16 кĕнеке) паллаштарнă. Килнисене кĕнеке çинчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлеттернĕ. Писателĕн пурнăçĕпе пултарулăх çул-йĕрне кăтартакан викторина ыйтăвĕсене хурав пама ыйтнă. Ачасем чăвашла, вырăсла сăвăсем пăхмасăр каланă.
– Нумаях пулмасть çеç мана Шупашкара Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрне ача-пăча кĕнекин эрнине уçма чĕнчĕç. Анчах та эпĕ, çамрăк ентешĕмĕрсем, сирĕнпе тĕл пулма васкарăм, – тенĕ Валентина Игнатьева-Тарават ачасене ыр сунса. – Сирĕн хаклавăр мана малалла çырма, илемлĕ, тĕслĕ-тĕслĕ ÿкерчĕклĕ кĕнекесем кăларма хавхалантарать. 2021 çулта та Чăваш кĕнеке издательствинче манăн ачасем валли çырнă кĕске хайлавсен пуххисем тухмалла. Иккĕшне те вырăсла-чăвашла калавсем кĕрĕç. Ку кĕнекесем те маларах икĕ чĕлхепе кăларнисем пекех Ульяновск область губернаторĕн Сергей Морозовăн заказĕпе кун çути курмалла. «Манăн эс пур» (калавсем, повесть, сăвăсем) кĕнеке те типографире хăйĕн черетне кĕтет. 2021 çулта регион пуçлăхĕ хутлăхра Кĕнеке çулталăкĕ пулассине пĕлтернĕччĕ. Сергей Морозов вырăнти Писательсен пĕрлĕхне кĕнĕ сăвă-çыравçăсемпе пĕрре çеç мар тĕл пулса çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕ.
Автор чи илемлĕ сăввисене вуласа панисĕр пуçне ачасем валли çырнă юррисене юрланă, маттурсен ыйтăвĕсене хуравланă. Чи тавçăруллисене хăйĕн кĕнекисене парнеленĕ. Техĕмлĕ чей ĕçнĕ хыççăн пурте пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерĕннĕ. Хăйсен пултарулăхне поэзире тĕрĕслесе пăхнисемпе ирттернĕ маçтăр-класс ĕмĕрлĕхех ачасен 
асĕнче юлĕ. Валентина Николаевна тулли кăмăл-туйăмпа сывпуллашнă çамрăк вулавçăсемпе.
Кĕнекисем тĕнче шайлă куравсене хутшăннипе палăракан паллă писатель тăтăшах УОЧНКА тата Ульяновск облаçĕнчи Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр облаçри пултаруллă ачасем валли йĕркелесе ирттерекен фестиваль-конкурссен хăни. Сăвăç-çыравçă тата композитор вĕсене яланах парнепе пырать. Юрлама-ташлама юратакансем вулама та кăмăллаççĕ тесе Валентина Тарават çитĕнекен ăрăва хăйĕн илемлĕ кĕнекисене парнелет. 

Александра РОМАНОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title