Çĕнĕ рубрика - Паллашу кĕтесĕ

18 августа 2021 10:12
Ăçта çÿретĕн эсĕ, чун савни?
Çут çанталăк саккунĕ тăрăх – çĕр çинчи пур чĕрĕ чун та мăшăрлă. Пурнăçа аталантарма, çĕнĕ хунав ĕрчетме те, ăнланса, пĕр çăвартан шăкăлтатса пурăнма юнашар шанчăклă юлташ пулни аван. Ламран лама, ăруран ăрăва куçса пырать çак çыхăну. Пĕччен пурнăç пурнăç-и вăл?
Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Эсир ыйтнипе хаçатăмăрта çĕнĕ рубрика – Паллашу кĕтесĕ – йĕркелеме шухăшларăмăр. Кунта пичетлекен пĕлтерÿсем юратăвне шыракан тăлăх чунсене мăшăр тупма, çемье çавăрма пулăшĕç.
Сиртен кĕске çырусем кĕтетпĕр. Эсир ятăра кăтартмасса та пултаратăр. Телефон номерне, хушма ятăра çырăр.
Вăхăт иртнĕ май «Канаш» урлă паллашнă мăшăрсем çинчен (паллах хуçисем хирĕç пулмасан) çырса кăтартăпăр.
Пурне те ăнăçу, телей сунатпăр.

Фото

Location for : Listing Title