Çĕнĕ çулхи асам

26 января 2022 08:00

Çĕнĕ çулта ватти те, вĕтти те тĕлĕнтермĕш кĕтет. Юлашки вăхăтра пирĕн облаçра та, Раççейре те Хĕл Мучине парне ыйтса çыру ярасси анлă сарăлчĕ. «Ĕмĕт чăрăшĕ» тăвăм кашни субъект правительствинче, муници-паллă пĕрлĕхре пырать. Ачасем унта Çĕнĕ çул уявĕнче хăйсем мĕн пирки ĕмĕтленнине çырса яраççĕ.
Ульяновскра пурăнакан чăваш ачин Гриша Петровăн та ĕмĕчĕсем пысăк. Вăл Хĕл Мучине хăй ашшĕпе час-часах УАЗ машинăна юсанине, çавăнпа та юсама çăмăлтарах пултăр тесе вĕсене мĕнле туса кăларнине курас килни пирки çырса янă. 
Ульяновск хула администрацийĕн «Ĕмĕт чăрăшĕ» çинчи çырăва хула глави Дмитрий Вавилин илсе вуланă. Вăл Гришăн ĕмĕтне хаваспах пурнăçланă. Мĕншĕн тесен главан пĕрремĕш ĕç вырăнĕ – автозавод. Сăмах май каласан, Гришăн аслашшĕн Петр Петровăн пĕрремĕш ĕç вырăнĕ те – УАЗ. 
Предприяти ĕçченĕсем главапа Гришăна тĕп конвейер ĕçне кăтартнă. Кунта пĕр вăхăтрах 500 çын вăй хурать – пĕр йĕр çинче «Патриотсем», «Хантерсем», «Профи», иккĕмĕшĕнче – «Буханкăсем», «Фермерсем» тата ытти модельсем пухаççĕ. Ачана пурте интереслĕ пулнă: машина рамисене, ун çине мостсем, передачăсен курупкипе двигателе вырнаçтарни, рабочисем детальсене мĕнле майлаштарни тата ытти те. 
Çаплах вĕсем автозаводăн музейĕпе паллашнă (унта уазиксен пур моделĕ те пур). Д. Вавилин Гришăпа пĕрле УАЗăн темиçе моделĕн рулĕ умне ларнă, халĕ çеç пуçтарнă «Хантертан» тытăнса фронт грузовикĕ ЗиС-5В таран. 
Ульяновск хула пуçлăхĕ ачана тата темиçе парне тунă. Гриша лайăх вĕрентĕр тесе (çитес çул шкула каймалла) планшет парнеленĕ, аллине «Буханкăн» пĕчĕк модельне тыттарнă. Парнесемшĕн, Çĕнĕ çулхи ĕмĕчĕ пурнăçланнипе Гриша Петров питĕ савăннă. Ÿссе çитсен УАЗ рулĕ умĕнче ларса преступниксене тытма ĕмĕтленни пирки каланă. 


Фото

Location for : Listing Title