Çĕнтерÿ чупăвĕ

14 мая 2021 08:29
Çĕнтерÿ кунĕнче Чăнлă районĕнче темиçе çул харăс ĕнтĕ çăмăл атлетсен çурма марафонне ирттереççĕ.

«Аслă Нагаткин – Анат Тимĕрçен» чупăва йĕркелекенĕсем – Пĕтĕм Раççейри çар инваличĕсен «Воин» обществăлла организацин председателĕ Николай Кужаков, Аслă Нагаткинти ача-пăчапа çула çитменнисен спорт шкулĕн директорĕ Евгений Краснов, Тимĕрçен ял тăрăхĕн председателĕ Иван Мартынов.
Кăçалхи Çĕнтерÿ 76 çул çитнине халалланă чупăва 22 спортсмен хутшăннă.
10-шар çухрăм чупса аслисем хушшинче Александр Садовниковпа Снежана Жилкина çĕнтернĕ, çамрăксем хушшинче – Максим Симаковпа Ангелина
Рахманова. 21 çухрăм чупса çĕнтерÿçĕ ята Николай Малофеев тивĕçнĕ.
Чупăва йĕркелекенсем пурне те грамотăсем, вымпелсем, футболкăсем, медальсем парса хавхалантарнă.
Çĕ нтер ÿçĕсем хаклă парнесене тивĕçнĕ. Спортсменсем Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пурнăçне шеллемен ветерансене асăнса лартнă палăк умне
чĕрĕ чечексем хунă. Йĕркелекенсем юлашкинчен пурне те вĕри апат çитернĕ, техĕмлĕ чейпе сăйланă.

(Хамăр корр.)
Интернетри сăнÿкерчĕк.

Фото

Location for : Listing Title