Çĕнтерÿре – кашни çемьен тÿпи

06 мая 2021 10:00

Йывăр, питĕ йывăр вăхăт пулнă. Пирĕн асанне-асаттесем, кукамай-кукаçисем пысăк тĕрĕслев, çынлăх тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Пирĕн анне-аттесен ачалăхĕ пулман. Анчах вĕчсем пурте çак тамăк пек çунтаракан вăхăта чăтса ирттернĕ.
Вăрçăран çурри ытла каялла таврăнайман. Таврăннисенчен ытларахăшĕ е чирлĕ, е урасăр, е алсăр, е куçсăр килнĕ. Вĕсен пурнас кун-çулĕ мирлĕ вхăтра вăрăма тăсăлайман.
Совет Союзĕнчи пĕр çемье те çĕнтерĕвĕ хăйĕн тÿпине хывмасăр юлман. Кам фронтра – вăрçă хирĕнче, кам тылра
– уй-хирпе завод-фабрикăсенче çапăçнă. Мнăн тăвансем, атте, асатте, тата ыттисем мĕнпур совет халăхĕпе пĕрле фашистсене хирĕç кар тăнă.
Пĕрремĕш сăнÿкерчĕкре икĕ пĕр-тăван: Поликарп Захарович тата Сергей Захарович Филипповсем. Поликарп Захарович вăрçăран хăрах урасăр таврăннă.
Иккĕмĕш сăнÿкерчĕкре Поликарп Захаровичăн икĕ ывăлĕ – Владимир тата Петр. Петр фашистсемпе çапăçса пĕр алăсăр юлнă.

Зинаида ТОКМАКОВА-ФИЛИППОВА.
Архиври сăнÿкерчĕксем.

Фото

Location for : Listing Title