Çĕнтерĕве çывхартса тылра çапăçнă...

26 февраля 2021 09:55

Иртнĕ ĕмĕрĕн 1941-1945 çулĕсем тĕнчене чăн-чăн паттăрсем панă. Хăюлăхпа паттăрлăх фронтрисем-офицерсемпе салтаксем, партизансем... – çеç кăтартман. Тылра мĕнпур «вут-çулăма» хăй çине хĕрарăмсемпе ачасем илнĕ. Çапла май вĕсем ĕç хастарлăхĕпе мухтавĕн палли пулса тăнă: тылри тивĕçне вĕсем тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Тепри пултарайманнине пултарайнă. Ырми-канми вăй хунине вĕсем паттăрлăх тесе те шутламан, хăйсен Аслă вăрçăри кулленхи пулăшăвĕ тенĕ. Алăри хĕç-пăшалĕ кĕреçе, сенĕк, кĕрепле пулнă. Тимĕр утпа ĕçленĕ, вăкăрпа сухаланă... Чылайăшĕ халăх стройкине çаврăннă хÿтĕлев чиккисене тунă çĕрте тăрăшнă. Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте çуралнă Ольга Васильевна Куракова та хăйне шеллемен, ĕçре хурçă пек çирĕп пулнă.
– Аслă çĕнтерÿшĕн ăнтăлакан, тăшмана курайман арăмсем, пикесемпе ачасем, шурсухалсемпе кинемейсем чăтăмлăхпа, хурçă пек çирĕп кăмăлпа уйрăлса тăратчĕç. Паян ун чухнехи çынсен нуши-терчĕ, çуклăхпа выçлăх – историе кĕрсе юлнă пулсан та çак кунсене пуçĕпех астăвăмран кăларса пăрахма хĕн , – тет Аслă вăрçăра пуçне хунă салтакăн тăлăх арăмĕ, 90 çулхи чăваш хĕрарăмĕ Протопоповкăра пурăнакан Ольга Куракова. 
 Хĕрача çемьере асли пулнă. Совет çĕршывне фашистсем тапăнса кĕрсен Улькан çамрăклах колхоз уйĕнче хĕрарăмсемпе юнашар тăрса вăй хума тивнĕ. Ашшĕне – Василий Иванович Вишнёва – Аслă вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчех Хĕрлĕ Çара илсе кайнă. Çемье пуçĕ виçĕ уйăхранах фронтра паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. 
11-12 çулхи ачан ун чухне алли-ури те хытса ĕлкĕреймен пулнă-ха. Анчах та «ывăнтăм», «пултараймастăп урăх» сăмахсене каласа курман вăл халиччен те. 
Тепĕр чух никампа хăварайманнипе хĕрача хăйпе пĕрле уя çум çумлама е курăк çулма пилĕк çулхи шăллĕне Çемене илнĕ. Яваплăхĕ питĕ пысăкран куçĕ умĕнче çÿретĕр тенех. (Семен Васильевич Вишнев паян çук ĕнтĕ çĕр çинче, вăл чирлесе вилнĕ.) Вăрман касма, Чăнлă поселокне тырă леçме кайни, акара тата вырмара ывăниччен ĕçлени нихăçан та пуçран тухас çук. 
Фронтовиксем тăван ялне Аслă Çĕнтерÿпе таврăннине те питĕ лайăх астăвать тыл ĕçченĕ. «Куççульсĕр аса илме çук ăна, – тет. – Пирĕн çемье хăйĕн Çĕнтерÿ салтакне кĕтсе илеймерĕ. Темле шансан та, тĕлĕнтермĕш ыйтса Турра кĕлтусан та юратнă атте таврăнмарĕ. Фашист аркатрĕ вĕсен юратăвне, килĕшÿллĕ пурнăçне».
Ÿссе тĕрекленсен питĕ ĕçчен те хÿхĕм, ĕçре вăр-вар Ольга Вишнёва пĕр ял ачипе, çĕнтерÿçĕ-салтакпа Петр Иванович Кураковпа пĕрлешет. Анат Тимĕрçенте пурăннă чухне питĕ чаплă улма-çырла сачĕ ĕрчетет мăшăр. Пикенсех мирлĕ пурнăçа кÿлĕнет. Çĕнĕ çурт хăпарт-нине вара хастар чăваш хĕрарăмĕ паян та ăшă кăмăлпа аса илет. 
– Нимене мĕнпур ял пуçтарăнчĕ – ман хĕр-тантăшăмсем, тăвансем, ял çыннисем, кÿршĕ-аршă, – кăмăллăн кулать хисеплĕ ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ. – Юрă-такмак темиçе кун илтĕнсе тăчĕ. Кермен евĕр çурт çĕкленсе тăчĕ. Пĕлетĕр-и, пурте тÿлевсĕр вăй хунă вăл вăхăтра. Эпир, хĕрарăмсем, хуçисем, тутлă çитерме тăрăшнă. Çавă çеç. Чăваш халăхĕнче ăруран ăрăва куçса пыракан ырă йăла ĕнтĕ вăл – нимелле пухăнса ĕçлесси. 
Кама йывăр, кама хавхалантару кирлĕ – вĕсене май килнĕ таран пулăшу аллине тăснă. Кама пулăшнă – вĕсем те ырăпа хуравланă.
Кураковсем çичĕ ача çуратса ÿстернĕ. Мăшăрĕ Петр Иванович, таврара пĕрре ылтăн алăллă маçтăр, еплерех пысăк ăсталăхпа чÿрече хашакĕсене тунă вăл, тутлă çăкăр пĕçернĕ. Хăйсен ялĕсем ун патне купăс юсаттарма çÿренĕ. Таврара ниçта та ачасене тĕне кĕртсен çакмалли хĕрессем тупма пулман. Петр Кураков вĕсене кĕмĕл укçаран хатĕрленĕ. Пурне те пулăшма васканă. Улька аппа хăй те ÿркенекен йышши пулман – ачисене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă.
Кураковсен çемйи Анат Тимĕрçен ялĕнчен 1971 çултах куçса кайнă пулсан та тăван тăрăх пирки хал пĕлсех тăрать. 
Аслă вăрçă вăхăтĕнче тантăшĕсемпе еплерех пысăк йывăрлăхсене парăнтарма тивнĕ, апла пулин те туслăх, пĕрлĕх туйăмне сыхласа хăварма пултарнă. Шел, паяна тăван ялĕнче юлташĕсем юлман, пурте автан авăтман яла кайнă.  
Ольга Куракова паян кĕçĕн ывăлĕн Сергейĕн çемйипе пурăнать. Анжела кинĕпе виçĕ мăнукĕн тимлĕхне туять вăл. Ун патне ытти ачисем те – паяна вунсакăр мăнук, вунвиçĕ кĕçĕн мăнук – хал пĕлме час-часах кĕрсе 
тухаççĕ, ваттин хастарлăхĕнчен, пурнăçа юратнинчен тĕлĕн-ме пăрахаймаççĕ. Юратакан асламăшĕ тата кукамăшĕ сумлă çул-ÿсĕмне пăхмасăр кашнин валли хаклă парне – хăй аллипе çыхнă чăлха-нуски – хатĕрлет.
 «Канаш» хаçатăн шанчăклă тусĕ, хисеплĕ тыл ĕçченĕ ку çул кăшăлвируспа чирлесе ирттернĕ. Ишевке пульницинче вăй хуракан пултаруллă тухтăрсене хăйне вилĕмрен çăлса хăварнăшăн чĕререн тав тăвать вăл. «Мана, ватăскере, питĕ аван пăхрĕç, пĕлсе сиплерĕç, ура çине тăратрĕç. Маттур тухтăрсемпе медицина сестрисен ăсталăхне пула паян эпĕ тинех хама аван туятăп», – шăнкăравларĕ Ольга Васильевна редакцие паянхи лăпкă мар саманара çын пурнăçĕшĕн кĕрешекен медицина ĕçченĕсене тав тума тата нарăсăн 23-мĕшĕпе пушăн 8-мĕш кунĕсемпе

саламлама ыйтса. 

Алена АЛЕКСЕЕВА.
Ульяновск районĕ.
Çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕк.

Фото

Location for : Listing Title