16 февраля 2022 10:35

Ял историйӗнче кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗ алӑ тупанӗ ҫинчи пек курӑнать. Ялти лайӑх ҫынна нумай ҫул асра тытаҫҫӗ. Упи ен те паллӑ ентешĕсемпе мухтанать, мӑнаҫланать, ырӑ ячĕсене асра тытать.

​Нарӑсӑн 10-мĕшĕнче П.В. Дементьев музейĕнче, Çĕнĕ Упири тĕп шкулта вĕренекенсем хутшӑннипе ​ Социализмла Ӗҫ Геройне ​ Л.В. Дергунова 115 ҫул ҫитнине халалласа, «Ӗҫ ҫынни» паттӑрлӑх урокĕ иртрĕ. Урокра Паттӑран кун-ҫулĕпе, ĕҫри ҫитĕнĕвесем ҫинчен паллашрĕҫ, электронлӑ хӑтлавпа ылмашӑнса пычĕ.

​​Çĕнĕ Упи ялĕнчи Василий Ивановичпа Мария Яковлевна ҫемйинче нарӑсӑн​ 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ, пуҫламӑш шкула 8 ҫулта вĕренме кайнӑ, анчах та вӗренсе пӗтереймен, ҫемьене ĕҫлекенсем кирлӗ пулнӑ. Лазарь Васильевич пӗчӗк чухнех ашшӗне ​ лашасемпе ҫĕр сухалама, акма пулӑшнӑ.

​1938 ҫулта колхозри ӗҫ коллективĕ Чапаев ячӗллӗ колхоз председательне суйланӑ. Ҫӗнӗ ҫĕрте ӗҫленӗ май вӑл ĕҫри пултарулӑхӗсене кӑтартнӑ.

Вӑрҫӑ пуҫлансан ​тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме фронта тухса кайнӑ. 1942 ҫулхи июль уйӑхӗнче кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ фронтне куҫарнӑ, унта тинӗс бригадин 66/5 йышӗнче Сталинградшӑн паттӑрла ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ. Бекетовка районӗнчи ҫапӑҫусенче йывӑр аманнӑ. 1943 ҫулхи июль уйӑхӗнче "Çапӑҫури тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" медальпе наградӑланнӑ.

​Суранланнӑ пулин те, Лазарь Васильевич юратнӑ ӗҫ патне таврӑннӑ. Ҫӗршывшӑн йывӑр ҫулсенче унӑн колхоз ӗҫченӗсем хатӗрлев пункчӗсене 718 пин пӑт ҫӑкӑр, 3300 пӑт пахча-ҫимӗҫ, 1080 пӑт аш тата вуншар пин литр сӗт ярса панӑ. Ҫӗршыв хÿтĕлев фондне танксемпе самолетсем тума колхозниксен пӗр миллион ытла тенкӗ кӗртнӗ.

​Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи малтанхи ҫулсенче выльӑх-чӗрлӗх йышӗ вӑрҫӑ кӑтартӑвӗсенчен те пысӑкрах, акмалли лаптӑксем 220 гектар чухлӗ ӳснӗ. 1947 ҫул пуҫламӑшӗнче колхоз коллективӗ те Пӗтӗм союзри пысӑк тухӑҫшӑн ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Август вӗҫӗнче вӗсем 12156 пӑт тырӑ хатӗрлев пункчӗсене турттарса тухнӑ.

Колхоз ертсе пынӑ ҫулсенче ял хуҫалӑх культурисен тухӑҫӗпе палӑрнӑ. Хуҫалӑхра ӗҫ организацийӗн прогрессивлӑ формисене ӗҫе кӗртнӗ, выльӑх-чӗрлӗх тата пулӑшу производствисен пурлӑхпа техника никӗсӗ ҫирӗпленнӗ. Колхоз Пӗтӗм Союзри ял хуҫалӑх куравне хутшӑнса ӗҫлет.

1948 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи Верховнӑй Совет Президиумӗ указĕпе Л. Дергунова Социализмла Ӗҫ Геройӗн ятне панӑ, Ленин орденне тата "Ҫурлапа мӑлатук" ылтӑн медальне парса чысланӑ. Ҫавӑн пекех хуҫалӑхри чи лайӑх 7 ӗҫчен​ Ленин орденӗпе, 8 - шĕ Ӗҫлĕх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе тата 21 ҫынна медальпе наградӑланӑ.

​Унсӑр пуҫне, Лазарь Васильевич СССР Ӗҫлĕх Хӗрлӗ Ялав, "Хисеп Палли" орденсемпе тата медальсемпе наградӑланнӑ. 1955 ҫулта ТАССР Аслӑ Канашӗн депутатне суйланнӑ.

1960 ҫулта Л. Дергуновӑн "Эпир - ҫӗр хуҫисем: В.Чапаев колхоз председателĕн ҫырса пынисем" кĕнеке кун ҫути курнӑ.

​Халӗ Лазарь Васильеви пирӗнпе ҫук ӗнтӗ, анчах ун ҫинчен ырӑ аса илÿсем ял-йыш чӗринче упранаҫҫĕ, унӑн ятне «Тутарстанри агропромышленноҫ комплексӗн ӗҫ Геройӗсен» кӗнекине кӗртнӗ, Ҫӗпрел районӗнчи Геройсен Аллейинче унӑн бюсчӗ пур. 2010 ҫулта А.Чебанов ентеше халалласа «Ылтӑн Çӑлтӑр кавалерĕ» повеҫ пичетлесе кӑларнӑ. Кĕнекере Лазарь Васильевичӑн кун-ҫулĕпе , колхозниксен вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи хастарлӑхĕ ҫинчен. Вӑл мал ĕмĕтлĕ, ҫирĕп тĕллевлĕ,ҫине тӑрса ĕҫлекен, теветкеллĕ ертÿҫĕ пулнӑ. 2015 ҫулта пичетленнĕ "Упи Паттӑрӑн тӑхӑмĕсем вӑрҫӑ ҫулĕсенче" кӗнеке страницисенче ун ҫинчен те вулама пулать. Çаплах , ҫулсеренех Çĕне Упири тĕп шкул ҫумĕнчи йĕлтĕр йĕрри ҫинче, ентешĕн ятне ĕмĕрлĕхе асра тытса ​ йĕлтĕр ӑмӑртӑвне иртереҫҫĕ, ҫаплах шкул зданийӗ ҫине асӑну хӑми те вырнаҫтарнӑ.

Пирӗнпе юнашар Социализмла Ӗҫ Геройӗсем пурӑннипе мухтанатпӑр, вӗсен ӗҫӗ пирӗн Тӑван Ҫӗршывӑн, республикӑн, ялсен пуянлӑхне ӳстернӗ. Ентешсен ырӑ ячĕ ĕмĕр упранĕ пирĕн чĕресенче.

Ю. Адъютантов,
Çĕне Упи ялĕ

Фото

Location for : Listing Title