Çĕртмен 1-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун

27 мая 2021 07:44

Ача-пăча телейлĕ, маттур çитĕнесси тĕпрен илсен вăл ÿсекен çемьерен – унти лару-тăруран, аслисен юратăвĕнчен, çаврăнă-çулăхĕнчен, тĕслĕхлĕ хутшăнăвĕсенчен, тĕпренчĕкĕсен пултарулăхне аталантарас туртăмĕнчен – килет. Чăваш çемйисем кил-çуртри йăла-йĕркене мала хуни пысăк пĕлтерĕшлĕ: ачасене пĕчĕкрен кĕмĕл çÿçлĕ ватăсене хисеплеме, сума сума вĕрентеççĕ, пĕрле ĕçлеççĕ, уявсене пĕрле ирттереççĕ, сăваплă вырăнсене çитсе кураççĕ.
Ачасене тĕрĕс çул çине тăратассишĕн, пĕчĕкрен тăван халăх культурине, чĕлхине хаклама вĕрентессишĕн, паллах, çуначĕсене тĕрекленме-сарма пулăшакансем яваплă.
Ульяновск облаçĕнчи пултаруллă чăваш ачисен конкурс-фестивалĕсенче пулнă май пĕчĕк çăлтăрсемпе çеç мар, тĕлĕнмелле çемьесемпе, ашшĕ-амăшĕпе тăтăш паллашма тивет. Кашни тĕл пулурах тĕлĕнетĕп вĕсен ÿркенменлĕхĕпе ĕçченлĕхĕнчен, çÿле вĕçме ăнтăлнинчен, ĕмĕчĕ-тĕллевĕсем пысăк пулнинчен. Пуринчен ытларах ачисен телейне, çутă пуласлăхне мала хураççĕ вĕсем.
Çакăн евĕр ăста та хастар çынсенчен пĕри Наталия Чугунова. Наталия Николаевна 2 хĕрачипе ывăлне ачаран çĕнтерÿçĕ, юрăçă, хастар чăваш – ятсене тивĕçлĕ пулччăр тесе ÿстерет. Кивĕ Улхаш вăтам шкулĕнче 5, 8, 10-мĕш классенче вĕренекен чĕкеçĕсемпе ăмăрт кайăкĕ унăн чăннипех те маттур.
– Шел, упăшка, Хулаçырми (ТР) чăвашĕ Евгений Александрович, усал шыççа пула ир вилчĕ, ачисем аталаннине, ÿснине кураймарĕ. Пирĕн тĕрев – мана ура çине тăратнă çемье. Аннепе атте, Нина Владимировнăпа Николай Андреевич Сваевсем, иккĕшĕ те ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Атте çук ĕнтĕ паян. Эпир халь аннепе
пурăнатпăр. Тайма пуç ăна мана хавхалан-тарнăшăн. Мăнукĕсене те ытараймасть вăл. Паян шкулта хуралçăра вăй хуратăп. Ĕç пурри аван, – тет çамрăк хĕрарăм.
Хĕрачисем, Кристинăпа Ирина, ялти «Янра, юрă» ансамбле çÿреççĕ. Ушкăнăн пултарулăх ертÿçипе хореографĕ Люция Шиваевăпа Татьяна Эльмукова йышри чи çамрăк артистсемпе чунне парса, тăрăшса ĕçлеççĕ. Амăшĕ каланă тăрăх, кашни репетицие çĕкленÿллĕ кăмăлпа каяççĕ вĕсем, утса мар, вĕçсе килеççĕ. Юрлама-ташлама вĕрентнисĕр пуçне хăйсене сцена çинче тытма, калаçма, хусканма хăнăхтараççĕ-çке. Конкурссене те вĕсем хистенипех каяççĕ.
– Тавтапуç автономие. УОЧНКА (председателĕ Олег Мустаев) тата облаçри Нацисен культурисене аталантаракан центр çумĕнчи чăваш пайĕ (заведующийĕ Ираида Гаврилова) регионти пултаруллă ачасем валли йĕркелесе ирттерекен ăмăртусенчен яланах тулли кăмăлпа тата парнепе таврăнатпăр эпир. Халăх еткерлĕхне упраса хăварнă çĕрте çакăн евĕр конкурс-фестивальсем чăннипех те кирлĕ, – терĕ Наталия Николаевна.
Ачасем пуçаруллă пулни хуть те мĕнле шкулшăн та, хальхинче Кивĕ Улхашри вĕренÿ учрежденийĕшĕн, паллах, чăн-чăн сăвап, çитĕнÿ. Шкул чысне хÿтĕлесе вĕрене-кенсем, чи малтан хăйсем аталанаççĕ, тĕрлĕ проектсем хатĕрлеме, ăс-хакăл тата юрăпа ташă ăмăртăвĕсене хутшăнма вĕренеççĕ. Чугуновсем тупăшусенче пĕр хутчен çеç
мар пулнă. Çĕнĕ юлташсем тупни хăй мĕне тăрать. Шкулта тата районта яш-кĕрĕм ăсталăхĕпе паллаштаракан мероприятисене хутшăнса область шайне тухаççĕ.
Ывăлĕ Дмитрий Чугунов – çамрăк армеец. Вăл пысăк çемьере пĕртен-пĕр арçын, чăн-чăн хÿтĕлевçĕ.
Хĕллехи вăрăм каçсенче туслă кил-йыш ал ĕçĕпе ларма юратать: алмазпа тĕрлесе илемлĕ картинăсем тăвать, бисерпа тĕрлет. 2 хĕрача, 2 хĕрарăм çывăрма вăхăт çитсен те ĕç хатĕрĕсенчен уйрăлма васкамаççĕ, маçтăрлаççĕ, ăсталăхне туптаççĕ. Аслисем çамрăк ăрăва йăх-несĕлтен, ламран лама куçса пыракан вăрттăнлăхсене вĕрентеççĕ.
Чугуновсен çемйинчи тата тепĕр киленÿ вăл – наци апат-çимĕçне пĕçерсе тулăх сĕтел хушшине ларса калаçасси. Чун пуянлăхне мала хурса еплерех пысăк ăсталăхпа хатĕрлеççĕ вĕсем çимене. Сĕтел патшисем – шăрттан, хуплу, чăкăт, техĕмлĕ купăста кукăлĕпе хуран кукли. Ачасене наци апачĕн историйĕпе паллаштарса тата сăваплă ĕçе хăнăхтарса тăван халăхăмăр культурине явăçтараççĕ.
Çамрăк ăру пур ĕçе те хастар хутшăнни савăнтарать аслисене – амăшне, кукамăшне, класс ертÿçисене. Вĕсем – пултаруллă наставниксен, тăрăшуллă вĕрентекенсен савăнăçĕ, мухтавĕ. «Пĕлÿ пулмасан вăй-хăват вĕресе тăнипе çеç мала каяймăн», –тенĕ ĕлĕкрен. Телее, Чугунов кĕçĕннисен вара ку пуянлăх çителĕклех.

Алена АЛЕКСЕЕВА.
Чăнлă районĕ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title