2021 çулхи конкурссем

04 февраля 2021 13:19

2021 çулта та сире, хисеплĕ вулаканăмăрсем, эпир пĕлтерекен конкурссене хутшăнма йыхравлатпăр!???? 

Ульяновск облаçĕн губернаторĕ ку çула Ача-пăча спорчĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ, РФ Президенчĕ Владимир Путин – Ăслăлăхпа технологисен çулталăкĕ. Унсăр пуçне – чăвашсен çĕнĕ алфавитне тунăранпа 150 çул, И.Я. Яковлев чăвашсене панă халала – 100 çул çитет. Чăваш чĕлхине сыхласа хăварас, унăн сумне регионта çĕклес тесе «Канаш» редак-цийĕ çакăн пек конкурссем пуçланнине пĕлтерет. 

1 «Чăвашлăха аталантаракансем» (пуçаруллă, çивĕç ăслă, хастар чăвашсем çинчен хайланă материалсем). 

2 «Эп «Канаш» çырăнатăп» сăнÿкерчĕксен конкурсĕ (хăйĕн тăван килне эрнесерен пыракан чăваш хаçатне тытса ÿкерĕнмелле). 

3 «Манăн спортри çитĕнÿ» сăнÿкер-чĕксен конкурсĕ (спортсмен-ачасене ÿкернĕ ĕçсем). 

4 «Чăваш уявĕнче» сăнÿкерчĕксен конкурсĕ (УОЧНКА хатĕрлесе ирттернĕ пĕр-пĕр мероприятирен). 

5 Ачасене «Аннепе атте чĕлхи – чи çепĕççи» конкурса хутшăнма чĕнетпĕр. Хăвăр пултарулăхăр, шкулти, хушма вĕренÿри çитĕнÿсем çинчен çырса ярăр. 

6 «Çамрăк художник» конкурса ÿкерÿçĕ ачасен ĕçĕсене кĕтетпĕр. Чăваш алфавитĕнчи саспаллисене мĕнлерех куратăр эсир?  

Ырă çул сунатпăр. «Конкурса» тесе паллă тунă ĕçсене те, ыттисене те паянах кĕтме пуçлатпăр. Сыв-лăхлă пулăр. «Канаш» хаçат редакцийĕ.





Фото

Location for : Listing Title