"Канаш" хаçат хыпарĕсем

Çӗнӗ хыпарсем

Канаш
27 декабря 2021 09:00

Сцена çине тухмах çуралнă вăл. Сасси шăпчăкăнни пек уçă, хусканăвĕпе тепĕр артистран ирттерет. Раштавăн 21-мĕшĕнче 70 çул тултарнă Мария Уткина (Еремеева) шăпине Ульяновскпа çыхăнтарнăшăн тав тăвать.

Канаш
11 декабря 2021 08:07

Конституци – патшалăхăн право никĕсĕ, çав никĕс çинче саккун кăларакан тата пурнăçлакан власть тытăнса тăрать. Конституци патшалăх аталанăвĕн çул-йĕрне тата çĕршыври кашни гражданинăн прависемпе тивĕçĕсене палăртать. Раççей Конституцийĕ – демократи принципĕсем çинче никĕсленнĕ. Вăл РФ гражданинĕ шутланакан кашни çыннăн интересне хÿтĕлеме тивĕçлĕ саккун.

Канаш
08 декабря 2021 08:51

РФ тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ – Кашара пурăнакан Николай Щербаков – сумлă ята тăван «Волга» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче механизаторта ĕçлесе тивĕçнĕ.

Канаш
07 декабря 2021 08:00

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ кăна-ха, ачасем 2-мĕш триместрта вĕренме пуçларĕç. Ульяновскри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 5-мĕш шкулта та вĕренекенсен ĕçне хакласа оценкăсем кăларчĕç. Шкул ачисемшĕн те, учительсемшĕн те хумхануллă та яваплă тапхăр: район, регион олимпиадисене, Раççей шайлă викторинăсене, конкурссене хутшăнаççĕ, проектсем хатĕрлеççĕ.

Канаш
03 декабря 2021 10:00

Кăçал вашават, хисеплĕ çыннăмăр 60 çул тултарчĕ. Паян вăрçă ачисен, тыл ĕçченĕсен, ĕç ветеранĕсен кăмăлне çĕклес тесе тăрăшать вăл. Пурне те «Кĕмĕл тапхăр» тĕпеле йыхăрать, малалла пурăнма, ырри пирки ĕмĕтленме шанăç парнелет.

Location for : Listing Title