XIX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕччен чăваш алфавичĕ пулман. Чăваш алфавитне йĕркелес йывăр задачăна Хусан университечĕн студенчĕ пулнă вăхăтрах ĕçе пикеннĕ И.Я. Яковлев татса панă. Вăл чăваш чĕлхинче тĕп сасăсем пурĕ 25, вĕсенчен 17-шĕ вырăс сассисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăманнине палăртнă, расна илтĕнекен сасăсене (ă, ĕ, ÿ, ç) ылмаштарма урăх сас паллисем шутласа кăларнă.
"Канаш" хаçат хыпарĕсем
Çӗнӗ хыпарсем
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, пирĕн Патриархăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун, пĕтĕм тĕнчере пурăнакан ентешĕмĕрсем Чăваш чĕлхи кунне палăртаççĕ.
1870 çулта, Хусан университечĕн студенчĕ пулнă май, Иван Яковлевич Н.И. Ильминскийпе тата унăн çемйипе паллашать. Ильминский çемйинче вилнĕ юлташĕн тата ĕçтешĕн А.А. Бобровниковăн ачисем – Екатеринăпа Николай пурăннă. Иван Яковлевич унта хĕрпе паллашнă. Çичĕ çултан Хусанти хĕрарăмсен гимназийĕнчен вĕренсе тухнă 16 çулхи Екатеринăпа 29 çулхи чăваш шкулĕсен инспекторĕн Иван Яковлевăн туй пулнă.
На отчетно-выборную конференцию в районах и городах Ульяновской области на собраниях чувашской общественности избрано 39 делегатов и приглашенные гости.
«Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ» обществăлла организацийĕн 6-мĕш отчетпа суйлав конференцийĕн доклачĕ
Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕн хальхи çĕнĕ масарне 1960-мĕш çулта уçнă. 61 çул хушшинче унăн таврашĕнче те, шалта та йывăçсемпе тĕрлĕ тĕмĕсем чылай ÿссе ларнă, масар вăрмана çаврăннă тесен те юрать. Ватă хурăнсемпе тирексем пĕлĕте çити кармашса ларнине, тĕмĕсем вил тăпри патне çитме кансĕрленине, вĕсем ÿксе картапа палăксене хуçас хăрушлăх пуррине ял халăхĕ сăнаса тăнă. Вăйлă çиллĕ çанталăкра масар çине тухма та шикленнĕ.
Астăвăм кунне Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн (ООН) Генеральнăй Ассамблейин резолюцийĕпе çирĕплетнĕ.
Федераци Пухăвĕ
Иртнĕ шăматкун Ульяновскра Николай Кондрашкин скульпторăн тата академикăн пултарулăх мастерскойĕнче Уçă алăксен кунĕ иртнĕ. «Волжский болгарин» ятпа уçăлнă çемье куравĕпе паллашма Николай Григорьевич патне çывăх çыннисем, юлташĕсем тата ентешĕсем пуçтарăннă.
Мария Васильевна Егорова (хĕр чухнехи Васильева) мăнукĕсене пухса хăй аслă ăсчах Иван Яковлев патĕнче вĕреннине аса илме юрататчĕ.
Владимир Ильич Ульянов (Ленин) 1870 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче Чĕмпĕр хулинче çуралнă. Раççей революционерĕ, политика тата патшалăх деятелĕ, Раççей социал-демократиллĕ ĕç партине йĕркелекенĕ, Халăх Комиссариачĕн Канашĕн председателĕ, 1917 çулхи Октябрьти Аслă революцие йĕркелекенсенчен пĕри, тĕнче историйĕнче пĕрремĕш социализмлă патшалăх никĕслевçи çуралнăранпа 151 çул çитет.