Ульяновск облаçĕнчи чăваш çыравçисен кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕнче «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕ Александр Богатов «Человеком быть – нет выше чести» серипе брошюрăсен ярăмне кăларасси пирки каланăччĕ.
"Канаш" хаçат хыпарĕсем
Çӗнӗ хыпарсем
Президент Владимир Путин 21 апреля обратится с посланием Федеральному собранию в 12:00 по МСК.
"Бессмертный полк" пройдёт в онлайн-формате 9 мая. Традиционное шествие "Бессмертного полка" в нынешнем году может пройти 24 июня.
Çур ĕмĕр пĕрле пурăнаççĕ Пухтел ялĕнче Зоя Леонтьевнăпа Николай Васильевич Пидиксеевсем. Пĕрпĕрне ăнланни, йывăрлăхра пулăшни, хисеплени, чăтăмлăх çемьене çирĕп те вăрăм ĕмĕрлĕ пулма кирлех çав. Пурнăçра тем те пулать: йывăрлăхĕ те, савăнăçĕ те. Ялан пыл та çу мар. Паянхи кунччен вĕсем килĕштерсе пурăнса ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ
Çĕнĕ Улхаш шкул директорĕ Надежда Утриванова – Чăнлă районĕнчи чи опытлă ертÿçĕсенчен пĕри. Тутар хĕрарăмĕ хăй те чăвашла илемлĕ калаçать, çитĕнекен ăрăва та чăваш культурине хутшăнтарма тăрăшать.
Виктор Аванмарт – чăваш тĕнчинчи паллă скульптор, авангардист-художник, фотограф, публицист, Митта Ваçлейĕ тата Иван Яковлев ячĕллĕ премисен лауреачĕ, йывăç касакансен пĕтĕм тĕнчери «Юрлакан йывăç» фестиваль дипломанчĕ. 1993 çултанпа Чăваш ÿнерçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ. 1989 çултанпа хăйĕн ĕçĕсемпе тĕнчери, Раççейри, Чăваш Енри, облаçри куравсене хутшăнать. 8 хутчен ят (персональнăй) куравне йĕркелеме вăй-хăват çитернĕскер куракансемпе юлташĕсене нумай-мĕн çĕннине, тĕлĕнмеллине сĕннипе мухтанма пултарать. Маçтăр ĕçĕсем Ульяновскри художество музейĕнче, Раççейри, Германипе Швецири, Финляндири, Францири, АПШпа Китайри тата Японири харпăр коллекцисенче упранаççĕ. Вичкĕн куçлă, çивĕç ăслă Виктор Глебовичăн интернет тетелĕнчи шухăшлаттаракан статйисем, пысăк тĕпчевĕсем вулакан тĕнчекурăмне анлăлатаççĕ.
Ульяновск облаçĕнче Чăваш чĕлхипе культура уйăхлăхĕ пырать. Эпир те Кивĕ Улхаш шкул ачисем Тăван чĕлхе уявне ирттертĕмĕр.
1930 çулхи çуркунне, Совет патшалăхĕн никĕслевçи Владимир Ульянов çуралнăранпа 60 çул çитнĕ тĕле, СССР çĕршывĕн чи пысăк наградине йĕркеленĕ – Аслă çулпуçăн Владимир Ульяновăн ячĕллĕ Ленин орденне.
Пĕтĕм тĕнчери фашистсен концлагерĕсенче тыткăнра пулнисене ирĕке кăларнă кун
Юрий Гагаринăн биографийĕнчи кашни кунне, минут таранччен – çуралнăранпа трагедиллĕ вилĕмĕччен – çырса панă. Апла пулин те космоспа çыхăннă, анлă сарăлман интереслĕ фактсем сахал мар. Сире, вулаканăмăрсем, çакăн пек пулăмсемпе паллаштарасшăн.
Тимĕрçĕ лаççи – ялти хăйне евĕрлĕ пĕчĕкçĕ завод. Унта пултаруллă ăста тимĕртен темĕн те туптаса тума пултарнă: кусар, сенĕк, кĕрепле, хăлăп, турчăка, алăк тыткăчисем, тĕрлĕрен тăпсасем, хапха валли йĕкесем тата нумай-нумай тĕрлĕ япаласем хатĕрленĕ.