Кăçалхи хĕлле сивĕ пулчĕ: Хĕл Мучи çил-тăман та, шартлама сивĕсем те илсе килчĕ. Пирĕн пĕчĕк туссене – вĕçен кайăксене – çынсенчен хÿтлĕх тата апат-çимĕç кирли ял хушшинче самаях туйăнчĕ. Сивве пула вĕсен пурнăçĕ йывăрланчĕ.
"Канаш" хаçат хыпарĕсем
Çӗнӗ хыпарсем
Пурăннă пулсан анхисеплĕ ентешĕмĕр , паллă чăваш прозаикĕ, очеркисчĕ, куçаруçи, «Летчиксем», «Туссем каллех пĕрле», «Çăлтăрсем тапăра анаççĕ», «Çĕр çирĕм утăм та виçĕ талăк», «Çĕр тата çын», «Аттесемпе пĕрлех кăвакартăмăр» тата ытти сулмаклă кĕнекесен авторĕ Владимир Садай ку çул пушăн (март) 31-мĕшĕнче 95 çул тултарнă пулĕччĕ. Мĕнпур чăваш общественноçĕ, вырăнти çыравçă-сăвăçсем пуçтарăнса паллă писателĕн кĕçĕн тăван çĕршывне тĕлĕнмелле пултаруллă çынна чыслама кайнă пулăттăмăр.
Çак кунсенче Павловкăри комплекс центрĕнче пĕтĕм Раççейри «Мастера гостеприимства» фестивалĕн область тапхăрĕ иртнĕ.
Мĕнлерех пулмалла унăн – 21-мĕш ĕмĕрти физкультура учителĕн. Ку ыйтупа спортпа физкультура ĕçĕн маçтăрĕпе – Çĕнĕ Улхашри вăтам шул вĕрентекенĕпе Владимир Серебряковпа – калаçатпăр.
Чăнлă районĕнчи Елена Лянкина ертсе пыракан «Укăлча» тата ачасен «Хĕвел» ушкăнĕсем иртнĕ çул та, кăçал та онлайн-форматпа иртекен нумай конкурс-фестивальсенче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. «Российский Берег. Зимний карнавал» искусство фестивальне хутшăнма сĕнсен те хирĕçлемен. Вĕсем виçĕ диплом çĕнсе илнĕ.
Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкарти наци вулавăшĕнче чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн çулталăкри пухăвĕ иртрĕ.
Роза Углева 1938 çулхи чÿкĕн 6-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă.
Çак кунсенче Ульяновск облаçĕнче ача-пăча кĕнекин эрни пырать.
Облаçра регионти вĕренÿ учрежде-нийĕсенчи социокультура объекчĕсен çĕнетĕвне пăхса тухнă.
Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерстви, Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕ пĕтĕм тĕнчери вокалпа хореографи, театрпа илемлĕ сăмах тата иструментпа калакансен «Калейдоскоп талантов» фестиваль-конкурсне ирттернĕ. Кăçал нарăс-пуш уйăхĕсенче вăл тăваттăмĕш хут пулнă. Кăшăлвирус ларутăрăвне шута илсе мероприятин форматне дистанциллĕ, куçăмсăр тесе палăртнă.
Апрелĕн 1-мĕшĕ – кулăш кунĕ
Чăваш халăх поэчĕ Валери ТУРКАЙ, кăçалхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче хăй çуралнăранпа 60 çул çитнине паллă тума хатĕрленекенскер, поэзие юратакансене çĕнĕ кĕнеке парнелерĕ. Ку вăл – сăвăçăн вырăсла куçарнă «Навсегда я выбрал этот путь» ятлă пуххи.