Ульяновск чăвашĕсем кăçал Çăварние Атăлăн сулахай çыранĕнче ирттерчĕç, ĕлĕкхи чăваш йăлипе хĕл уйăхĕсене чыслăн ăсатса ярса çуркуннене кĕтсе илчĕç.
"Канаш" хаçат хыпарĕсем
Çӗнӗ хыпарсем
Даниил Борисов Ульяновскри 4-мĕш номерлĕ ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулне грекпа рим кĕрешĕвне вĕренме 7 çултанпа çÿрет. Унăн тренерĕ – Альберт Салимзянов. Альберт Ринатович ачан спортри çитĕнĕвĕсемпе питĕ кăмăллă.
И.Я. Яковлев çĕнĕ чăваш алфавитне тунăранпа 150 çул тата «Чăваш халăхне» халалне çырнăранпа 100 çул çитнине палăртса Ульяновск районĕнче 5-16 çулхи хĕрачасен илемлĕх конкурсĕ иртрĕ.
Ульяновскри 13-мĕш ача сачĕ виçĕ çул хăйĕн ĕçне наци компонентне кĕртет. Унччен облаçри тĕп халăхсен – вырăс, тутар, чăваш тата мордва-культурине сарассипе, мĕн пĕчĕкрен ăна ачасене вĕрентессипе Ульяновскри «Искринка» садикра кăна тăрăшатчĕç пулсан, паян наци теми нумайăшне кăсăклантарать.
Гостья литературного клуба «Варкăш» – писатель-журналист Елена Мустаева
1941-1945 çулсем совет халăхне нихăçан манăçми инкек-синкекпе хуйхă илсе килнĕ. Мĕнпур халăх кар тăрса тăшмана хирĕç çĕкленнĕ. Ял-хуларан вăйпитти çынсем пурте фронта кайнă. Хăшĕ салтакранах киле таврăнмасăрах нимĕç фашисчĕсемпе çапăçма пуçланă.
Умрине курма пĕлет, чĕкеç пек калаçать. Таврапĕлÿ ĕçне чунĕпе парăнса вăй хурать.
Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн ларăвĕнче «Кĕмĕл сасă» фестивале йĕркелесси тата ытти ыйтусене пăхса тухрĕç.
Çăварни кĕрлерĕ Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткинăри «Сельхозтехника» пĕчĕк кварталта та, Кивĕ Улхашра та.
Ĕлĕкхи вăхăтра çил арманĕ – ялти чи паллă вырăнсенчен пĕри пулнă. Çил арманĕсĕр ял çыннисен йывăр пурнăçĕ татах та йывăр пулма пултарнă. Çăкăрне çиме, пурнăçа малалла тăсма тырри пулсан та армансăр çăнăх авăртайман. Ялта арман пулмасан çынсен ют çĕре кайма тивнĕ. Армана ялти çăнăх, фураж авăртмалли пĕчĕк комбинат темелле.
Йăхташăмăр – РФ тава тивĕçлĕ спорт маçтăрĕ
Çак кунсенче Шупашкарта чăваш чĕлхипе тата литературипе ачасен регионсем хушшинчи олимпиади иртнĕ. Унта пирĕн Ульяновск облаçĕнчен 5 вĕренекен хутшăннă.