"Канаш" хаçат хыпарĕсем

Çӗнӗ хыпарсем

Канаш
01 марта 2021 14:04

Нарăсăн 15-мĕшĕнче, Тăван çĕршыв тулашĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă Раççей çыннисене асăнмалли кун, Н.Н. Благов ячĕллĕ 15-мĕш библиотекăра «Афган чĕрене ыраттарса пысăк суран хăварнă» реквием-каç ирттернĕ.

Канаш
01 марта 2021 13:07

«Канаш» хаçата çырăнакансем хушшинче çур çулта пĕрре йĕркелесе ирттерекен лотерея вылявĕ маларах палăртса пĕлтерсе хунă пекех нарăсăн 26-мĕшĕнче редакцире пулчĕ.

Канаш
26 февраля 2021 09:24

Çак кунсенче Ульяновск облаçĕнчи тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕсем тата пултаруллă шкул ачисем «Канаш» хаçат редакцийĕпе тĕл пулу ирттерчĕç. Вулакансемпе канашçăсем чăвашсен наципе культура автономийĕн çуртĕнче пухăнчĕç.

Канаш
26 февраля 2021 08:19

«Канаш» хаçат çумĕнчи Ульяновск облаçĕнчи чăваш çыравçисен «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕсем уйăхра пĕрле пухăнса тĕрлĕ темăсем сÿтсе яваççĕ. Ĕçлĕ ларусемпе çĕнĕ кĕнекесен хăтлавĕсемпе пĕрлех чăваш хаçатĕнче пичетленнĕ хăш-пĕр калавсене те çыравçăсем пăхса тухаççĕ.

Канаш
25 февраля 2021 09:32

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче Ульяновскри «Новое поколение» спорт керменĕнче Азербайджан наципе культура автономийĕн тата унăн председателĕн Ислам Гусейновăн пуçарăвĕпе йăлана кĕнĕ «Туслăх кубокĕ» мини-футбол турнирĕ иртрĕ. Кăçалхи ăмăрту вун виççĕмĕш пулчĕ.

Канаш
19 февраля 2021 09:30

Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ умĕн Ульяновск облаçĕнчи вĕренÿ аталанăвĕн институчĕ, унти чăваш шкулĕсемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Владимир Грузин «Тăван чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçри ФГОСпа çыхăнса тăракан çĕнĕ мелсем» ятпа семинар ирттерчĕ.

Location for : Listing Title