Афган чĕрене ыраттарса пысăк суран хăварнă

01 марта 2021 14:04
1979 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче совет салтакĕсене Афганистан çĕрĕ çине кĕртме пуçланă. Тепĕр вунă çултан çеç, 1989 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче, салтаксене каялла илсе тухнă. Афган вăрçи паян та халăх асĕнчех. Ăна нимĕнле те манаймăн, хаяр çапăçусенчен 15 052 салтак таврăнайман, 53 753-шĕ сусăрланнă, тепĕр 417-шĕ хыпарсăр çухалнă. Вĕсем пурте пурăнма кăна пуçланă каччăсем пулнă.
Н.Н. Благов ячĕллĕ 15-мĕш библиотекăра кашни çулах Афганистанра пуçне хунă тата сусăрланса таврăннă совет салтакĕсене асăн-са реквием-каç ирттереççĕ. Унта хутшăнакансем афганецсене ха-лалланă сăвăсем вулаççĕ, юрăсем юрлаççĕ. Кăçал Светлана Матлина поэтăн «Караван» кĕнекинчи Афганра службăра тăнă салтаксемпе вĕсен амăшĕсене халалланă сăвăсене вуларĕç. 
62-мĕш шкулта 5-мĕш класра вĕренекен Ангелина Ефремова «Пришел приказ...» юрра шăрантарчĕ.
Патшалăх приказне хăйсен пурнăçĕпе сывлăхне шеллемесĕр пурнăçлакан паттăрсене пирĕн халăх чун-чĕререн хисеплет, яла-нах асра тытать.

Алла Ефремова.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title