Ак пысăк уяв çитрĕ – Мункун

02 мая 2021 05:00
Тĕрлĕ халăх чĕлхинче Мун (санскрит чĕлхинчен килнĕ сăмах) уйăх (Луна – латин чĕлхипе) тени пулать. Чăваш чĕлхинче те чăваш йăхĕ хăйне астăвассах çапла пулнă. Сĕм авалтан çĕнĕ уйăх курăнсан Мункун тесе уяв тунă.
Мĕншĕн-ха? Мĕн тивĕçпе? Чăваш кăна мар, нумай халăх хăйĕн пурнăç юхăмне уйăх каçăхса (мун тулса) пынă майăн килĕштерсе пынă. Чăваш та çав йĕркерех пулнă.
Тĕслĕхе. Шăван вăхăта пиллĕкпе çирĕплетнĕ. Кашни пиллĕкмĕш кун эрне вĕçĕ пулнă – эрнекун тетпрĕр.

Эрнене çапла палăртнă:
I – тунтикун. Тун – эрне иртнине кăтартать.
II – ытларикун. Кун хушăннине кăтартать.
III – юнкун. Аш-какай тĕлĕшпе юн юхтармăш йăлине кăтартать.
IIII – кĕçнерникун. Кĕçĕн эрне кунĕ. Эрне кĕçĕнленсе (вĕçленсе) пынине кăтартать.
IIIII – эрнекун. Чалăш шăйăр-чăкĕ виçен пиллĕкмĕш кунне кăтартать. Вĕçĕ пулать.

Тулли кăмăлпа калатăп – çак эрне ячĕсем халĕ те пурнăçра пыраççĕ.
Каярахпа хĕреслĕ чиркÿ чăваш эрнине тăсать те улттăмĕш кун вара – шăмат (еврейсен шабат кунĕ), çиччĕмĕш кун – вырсарникун (вырăс эрни кунĕ – воскресенье – Христос вилĕрен чĕрĕлсе пĕлĕте вĕçни, имĕш) пулса каять.
Чăвашăн çĕнĕ уйăх – Мун кунне еврейсен песах (миновение – еврейсем 400 çул хушши Египет тыткăнĕнче пулса унтан хăтарăннине кăтартакан) уявĕпе çыхăнтараççĕ те халь çав пĕрлештернĕ кун чăвашшăн Мункун ятпа пулать.
Çак куна чысласа ялсенче çамрăксем хăйсем валли киленсе савăнма тĕрлĕ ярăнчăксем тăваççĕ. Çитĕннисем, çемьел-лисем ĕрет (ряд – вырăсларан чăваш чĕлхине «чĕркуççи урлă» хуçăлса кĕнĕ сăмах пулать) тăваççĕ.
Мункун чăваш пĕтĕм йăх-тĕсĕпе пухăнса килĕрен киле хăнана çÿрет. Çак ĕçкĕ-çикене ĕрет тенĕ.
Кунта чăваш ĕçре кăна мар канма пĕлни те çуттăн курăнать. Ялкăшсах тăрать.
Кĕрекере, чи малтан пуçламăш килĕре, йăхри сумлă çынсем, ытларах ваттисем, сăмах тытаççĕ. Ĕлĕкхи йăла-йĕркене аса илсе кĕлĕ тăваççĕ. Ырлăха-пурлăха-сывлăха пил тăваççĕ. «Леш тĕнчери» тăвансене асăнса хурлăх куркине сăрхăнтараççĕ. Вара майĕпен ĕçкĕ-çикĕ тăсăлса пырать.
Ĕçкĕ-çикĕ юрă-ташăсăр пулма пултараймасть. Чăваш кĕрекин тĕп юрри – алран кайми аки-сухи пырать.

Александр ПЕШНЕ.

Фото

Location for : Listing Title