Автономи ĕçне чи пысăк хак пачĕç

29 апреля 2021 09:00

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Ульяновскри Наци ялĕнчи «Чăвашсен кил-çурчĕ» комплексра Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн 6-мĕш отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Пандемине пула пысăк, нумай çын пухса мероприятисене ирттерме юраманнипе, конференци иртмелли вырăн лаптăкĕ пысăк пулманнипе Роспотребнадзор 50 çынран ытла пухăнма хушман. Конференцие УОЧНКАн районсенчи уйрăмĕсенчен суйласа янă 36 делегат тата чĕннĕ хăнасем килсе çитрĕç: область правительствинче шалти политика управленийĕн пуçлăхĕ Александр Костомаров, наци ĕçĕсене тата тĕнсем хушшинчи çыхăнусене йĕркелесе пыракан упрпавлени пуçлăхĕ Сергей Паховский, искусствăпа культура политикин министрĕн çумĕ Алена Корчагина, Ульяновск Хула Думин председателĕ И.В. Ножечкин, Чăнлă, Мелекесс, Çинкĕл районĕсен администрацийĕсен глависем Г.М. Мулянов. С.А. Сандрюков, М.Н. Самаркин тата Тереньга район пуçлăхĕ П. Иванов, ЧНК вице-президенчĕ В.Г. Тяпкин.

Малтан чĕннĕ хăнасем салам сăмахĕсем каларĕç: Александр Костомаров Ульяновск область губернаторĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Алексей Русских ятĕнчен саламларĕ, чăвашсем регионта чи йышлă халăхсенчен пĕри пулнине, экономикăри тĕрлĕ тытăмра тивĕçлипе вăй хунине каларĕ, ырă ĕçсемшĕн пурне те тав турĕ. Наци ыйтăвне тытса пырасси питĕ кăткăс та черчен ыйту пулнине палăртрĕ. «УОЧНКА председателĕ О.Н. Мустаев çав политикăна питĕ ăста та тикĕс тытса пырать. Чăваш автономийĕ хăйĕн ырă ĕçĕсемпе регионпа Атăл тăрăхĕнче кăна мар, Раççейĕпех пысăк авторитет çĕнсе илчĕ», – терĕ. Илья Ножечкин хулара чăвашсен наципе культура автономийĕ чи хастарри те пултарулли, пур мероприятие те хутшăнса ыттисене ырă тĕслĕх параççĕ терĕ. ЧНК вице-президенчĕ Владимир Тяпкин Ульяновск облаçĕнчи наципе культура автономийĕ регионта кăна мар, Раççейре те чи лайăх ĕçлекенни, ытти субъектсенчи чăвашсен пĕрлĕхĕсемшĕн тĕслĕх пулнине çирĕплетрĕ. Чăваш наци конгресĕн Николай Угасловăн саламне вуласа пачĕ, «Канаш» хаçатăн яваплă секретарьне Ирина Даниловăна ЧНК Хисеп грамотипе наградăларĕ. Çаплах Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова янă çырăва вуласа пачĕç, УОЧНКАна пулăшса пынăшăн министерствăн Тав çырăвĕпе Артем Федорова, Виктор Мугина, Владимир Федорова, Владимир Чигакова чысларĕç.

6-мĕш отчетпа суйлав конференцине УОЧНКА председателĕн çумĕ В.П. Бабайкин ертсе пычĕ. Чи малтанах конференцин ĕç йĕркине йышăнчĕç, ĕç органне суйларĕç – редакци, секретариат тата шутлав комиссийĕсен пайташĕсене палăртрĕç. Ун хыççăн УОЧНКА председателĕ О.Н.Мустаев отчет турĕ. (Ăна «Канаш» хаçатăн 16-мĕш номерĕнче туллин пичетленĕ). Çырни çумне Олег Николаевич нумай хушса каларĕ. Тăрăшса ĕçленĕ пур автономи пайташĕсене те чунтан тав турĕ. Çав вăхăтрах çитменлĕхсем çинче те чарăнса тăчĕ. Пирĕн влаçпа тата хамăрăн пĕр-пĕринпе туслă ĕçлеме хăнăхмалла, пĕрне-пĕри пур ĕçре те пулăшмалла. «Пирĕн ытлашши пĕр чăваш та çук», – терĕ вăл. Область тата хула власть тытăмĕнчи тÿресене наци ыйтăвĕнче пулăшса пынăшăн тав турĕ, çав вăхăтрах чăваш автономин çуртне юсама кăçал тинех укçа уйăрасса шаннине, автономи çуртн тытса тăма тăкаксем пысăк пулнине, ăшăшăн кăна уйăхсерен 40 пин ытлав тÿлеме тивет.

Делегатсен автономи председателĕн отчечĕ тăрăх ыйтусем пулмарĕç.
Ревизи комиссийĕн отчечĕпе унăн пайташĕ Валентина Киргизова паллаштарчĕ. Тупăшпа тăкаксем пĕр-пĕринпе саплашса пынине, налук тата ытти органсем умĕнче «УОЧНКА» общество организацийĕн парăмсем çук. Грантсемпе уйăрса панă укçа-тенкĕ ытларах облаçри культурăна, тĕрлĕ культура мероприятийĕсем ирттерме, çамрăксен «Мерчен» ансамблĕ, ача сачĕсем валли çĕнĕ чăваш тумĕ çĕлеттернĕ çĕре кайнă. Вĕсемшĕнтивĕçлĕ органсенче огтчет тунĂ, парăмсем те, саккуна пăснă тĕслĕхсем те пулман.
Виççĕмĕш ыйтупа – Устав кивелнине, çĕнĕ вăхăт Устава Федераци саккунĕн 74 тата 82-мĕш статйисемпе килĕшÿллĕн улшăнусем кĕртмеллипе çыхăннă. Ку ыйтупа Олег Мустаев туса калаçрĕ. Устава икĕ улшăну кĕртнĕ: «Пĕрремĕшĕ, хальхи саккунпа общество организацийĕнче тăракансен пурин те пайташ билечĕ пулмалла, унта взнос тÿлесе тăмалла. Иккĕмĕш тÿрлетÿ – облаçра УОЧНКАн виçĕ районти автономи уйрăмĕсене регистрацилемелле». КУ улшăнусене Юстици управленийĕпе килĕштерсе Устава кĕртнĕ– терĕ.
Уставри тÿрлетÿсене пĕр саслăн пулса йышăнчĕç.

Тваттăмĕш ыйту – УОЧНКА председательне суйласси. Икĕ кандидатура тăратрĕç делегатсем – Олег Мустаев тата Владимир Грузин.
Пухăннисем пĕр саслăн Олег Мустаев кандидатуришĕн алă çĕклерĕç. Çапла вара малашнехи пилĕк çул та чăваш обществин ĕç-хĕлне УОЧНКА председателĕ О.Н.Мустаев ертсе пырĕ.

Çĕнĕ ĕçтăвком йышне 2 çынна кĕртме, кашнишĕн уйрăмшар мар, списокпа сасăлама йышăнчĕç. Кандидатурăсене сасăласа çирĕплетрĕç. Çак çынсем кĕчĕç УОЧНКА ĕçтăвкомне: Павел Тимофеевич Азанов (Ульяновск), Владимир Петрович Бабайкин, Вячеслав Николаевич Буяндуков (Чукун çул районĕ), Екатерина Васильевна Воробьева (çамрăксен комитечĕ), Юрий Николаевич Волынщиков (Майна), Ираида Васильевна Гаврилова (культурăпа таврапĕлÿ комитечĕ), Владимир Владимирович Грузин (вĕренÿ комитечĕ), Виктор Глебович Егоров, Николай Николаевич Иванов, Николай Алексеевич Лазарев, Герман Дмитриевич Мадюков (Заволжски), Олег Николаевич Мустаев, Елена Николаевна Мустаева (литература комитечĕ), Анастасия Александровна Никитина (массăллă информаци хатĕрĕсен тата цифрăллă технологисен комитечĕ), Наталья Геннадьевна Новоселец (халăх алăсталăхне аталантаракан комитет), Петр Иванович Петров (Ленински), Анатолий Васильевич Сайдяшев (Засвияжски), Виталий Владимирович Софронов, Петр Капитонович Столяров, Анатолий Александрович Узиков (Чăнлă), Елена Леонтьевна Уресметова (чăваш хĕрарăмĕсен комитечĕ), Артем Владимирович Федоров (усламçăсемпе ĕçлекен комитет), Владимир Ильич Чигаков, Алексей Валерьевич Чугунов (спортпа физкультура комитечĕ).

УОЧНКА председателĕн пĕрре-мĕш çумĕ – Владимир Петрович Бабайкин.
Ревизи комиссийĕн пайташĕсене Ирина Ильинична Мишинăна, Виктор Кузьмич Мугина, Ирина Николаевна Даниловăна суларĕç.
УОЧНКАн ĕç органне суйланă кашни пайташа тăрăшса, пĕтĕм чунне ĕçлеме сунса Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ 6-мĕш отчетпа суйлав конференцийĕн ĕçне вĕçлерĕ. Юлашкинчен делегатсемпе хăнасем пĕрле сăн ÿкерттерчĕç.

Елена ТРОЯНСКАЯ.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Фото

Location for : Listing Title