Акан 30-мĕшĕ – Пушар хуралĕн кунĕ

30 апреля 2021 08:00

Пушар хуралĕн ĕçченĕсен профессиллĕ уявне çулсерен ака уйăхĕн вĕçĕнче паллă тăваççĕ. 

Чи малтанхи пушар хуралне йĕркеленĕренпе шăп 350 çул иртсен 1999 çулта Раççейĕн пĕрремĕш президенчĕ Борис Ельцин «Об установлении Дня пожарной охраны» текен çĕршыв пуçлăхĕн хушăвне алă пусать. Çавăнтан тытăнса профессиллĕ уяв официаллă статус шайне илет.

Пушар сÿнтерекенсем чăннипех те пысăк ĕç илсе пыраççĕ, çынсен пурнăçне инкекре хÿтĕлесе хăйсенне те шеллемеççĕ.
Çак кунсенче Ульяновскăн Заволжски районĕнче вĕренÿ енĕпе ĕçлекен пушар чаçĕн манежĕнче пушарпа ĕçлев спорчĕн чемпионачĕ иртрĕ. Ăна çулсерен пушарта пуçне хунă ĕçтешĕсене, пĕтĕм çĕршыв акан 30-мĕшĕнче паллă тăвакан Пушар хуралĕн кунне халалласа йĕркелеççĕ.
Ăмăртăва аслисемсĕр пуçне тĕрлĕ çул-ÿсĕмри ачасен командисем те хутшăнаççĕ. Пĕтĕмпе 100 яхăн çын хăйĕн вăйне-халне, çаврăнăçулăхне кăтартма килсе çитнĕ.
Çакă пĕлтерĕшлĕ – мала тухнисемпе призерсене медальсем, дипломсем, парнесем парса чыслама Ульяновск облаçĕнчи пушарпа ĕçлев спорчĕн ветеранĕсем, тава тивĕçлĕ офицерсем пыни. Вĕсен хушшинче – пушарпа ĕçлев спорчĕпе пуçласа СССР спорт маçтăрĕн ятне тивĕçнĕ легендарлă çын, аслă тренер Владимир Данилов подполковник.
Паллă чăвашпа паллашма питĕ кăмăллăччĕ. Унăн ĕç биографийĕ тĕлĕнмелле пуян.
– Ульяновск облаçĕнче пушарпа ĕçлев спорчĕ вут-çулăма хирĕç кĕрешекен службăра пысăк вырăн йышăнать. Вăл çак тытăм валли профессионалсем хатĕрлеме пулăшакан чи курăмлă пайсенчен пĕри. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче вăй илсе аталанма пуçларĕ вăл. Команда йĕркелерĕмĕр, спорт никĕсне тата тренерсен йышне çирĕплетме пуçларăмăр. Ăмăртусен тĕп лапамĕсем машинăсем тăвакан завода хураллакан пушар чаçĕн территорийĕ (1960 çулсем), «Арсенал» çар чаçĕн стадионĕ (1970-мĕш çулсем), «Волга», «Труд» стадионсем (1980 çулсем) пулса тăчĕç, – паллаштарать лару-тăрупа Владимир Акимович Данилов. – 1980-мĕш çулсем вĕçĕнче «Торпедо» стадионта ăмăртусем ирттерме çав вăхăтпа шайлашса тăракан чаплă комплекс çĕклерĕç. 1986 çулта пушар тата ĕçлев спорчĕпе çулталăк тăршшĕпех аппаланмалли пысăк манеж туса хучĕç. Унта хальхи саманара та куллен область, Раççей шайлă чемпионатсемпе турнирсем иртеççĕ.
СССР пĕрремĕш спорт маçтăрĕсем Владимир Данилов, Николай Чекалин, Сергей Карпеев, Вячеслав Злыдарев, Евгений Еремин.
Хисеплĕ чăваш спортсменĕ Владимир Акимович пирĕн регионта пуçласа пушарпа ĕçлев спорчĕпе спорт маçтăрĕн ятне çĕнсе илнĕ пулсан паян Ульяновск облаçĕнче унашкал чыслă ята 30 çын тивĕçнĕ. Çак спорт тĕсĕн аталану тапхăрĕнче чи çÿллĕ кăтартусем патне кармашса çитнĕ аслă тренерсен шутне çак ентешсем – Владимир Данилов, Михаил Волков, Николай Большебородов – кĕреççĕ. Çамрăксемпе ĕçлекен тренерсем – Рамиль Гайнуллин тата Денис Ястребов.
Регионăн пĕрлештернĕ команди – Ĕренпурта (1992 çул), Липецкра (1996) иртнĕ пĕтĕм Раççейри зона ăмăртăвĕсен чемпионĕ, Курганти (1998) çĕршыв шайлă зона тупăшăвĕсен призерĕ, Йошкар-Олара (2017) пулнă пĕтĕм Раççейри зона чемпионачĕн бронза призерĕ.
– Паян эпир пенсире ĕнтĕ. 14 çул РСФСРти чи сумлă та пысăк чемпионатсемпе ăмăртусене хутшăннă. Команда результачĕсемсĕр пуçне 5 малти тата нумай призлă вырăнсене йышăннă. Тренерта вăй хунă хушăра (пурĕ 14 çул ытла) эпĕ хам 1976 çулта нормативсене хÿтĕлерĕм, аслă тренер пулса 8 спорт маçтăрне хатĕрлерĕм. 1991 çулта отставкăна кайрăм. Хальхи спортсменсене пултаруллă та çамрăк тренерсем, пирĕн вĕренекенсем – РФ спорт маçтăрĕсем. çитĕнÿсем тума хăнăхтараççĕ. Паян та сума суса регионта Пушар хуралĕн кунĕсене халалланă пур ăмăртусене те чĕнеççĕ. Хальхинче жюрие. Паян Раççей МЧС управленийĕн регионти уйрăмĕн Тав хучĕпе чысларĕç, – Çĕпрел районĕнчи (ТР) Аслă Аксу ялĕнче çуралнă Владимир Данилов подполковник.

Алена СЕЛИВАНОВА.
Ульяновск хули.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title