Алексей Русских çинчен кĕскен

19 августа 2021 08:50

Ака (апрель) уйăхĕнчен пуçласа Алексей Юрьевич Русских Ульяновск облаçĕн губернаторĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлать. 

Мускавран, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе пирĕн региона янă çынпа вулакансене кăштах паллаштарас терĕмĕр. 

Çемье çынни, спортсмен, саккунсем кăларас ĕçре тата управленире пысăк опыт пухнă. Çапла кĕскен хак пама пулатьпаян регион пуçлăхĕн лавне туртакан Алексей Юрьевича. Паллах ĕнтĕ, лайăх çын вăл професси мар. Çапах та характеристика кирлĕ, унăн шухăш-кăмăлне пĕлни çеç ĕç стилĕпе уйрăмлăхне палăртаççĕ.

– Алексей Юрьевич, мĕн вăл сирĕншĕн çемье?

– Маншăн çемье – манăн мăнаçлăх. Манăн пĕртен-пĕр мăшăр Ольга педагог, унпа эпир 30 çул ытла пĕрле. Пирĕн икĕ ача. Ывăл Артем шкулта вĕренет, тата аслă хĕр Татьяна пур. Унăн хăйĕн çемйи, икĕ ача. Пирĕн мăнуксем – Алешăпа Алиса. Халĕ вĕсем Мускавра, анчах çывăх вăхăтра арăмпа ывăлăма кунта илсе килетĕп. Артем çиччĕмĕш класа Ульяновскри шкула каять. Мăшăр хальхи вăхăтра хĕрĕмĕре иккĕмĕш ачине пăхма пулăшать. Вăл пĕчĕккĕ, икĕ уйăхра кăна-ха. Çемьепе кашни кунах телефонпа шăнкăравласа калаçатпăр. Манăн шухăшпа, çемьен пĕрле пулмалла. Ку енĕпе эпĕ авалхи йăласене çирĕп пăхăнатăп. Çемье – обществăн тĕп, пахаран та паха пайĕ. Маншăн çемье питĕ шанчăклă тыл. 

– Аçăр-аннĕр çинчен каласа парăр-ха.

– Манăн аттепе анне пит лайăх çынсем. Тав Турра, иккĕшĕ те чĕрĕ. Вĕсем хăйсен тĕслĕхĕпе мана çемьене хаклама вĕрентнĕ. Атте – нефтяник, эп унран ялан тĕслĕх илнĕ, илетĕп те. Анне – инженер. Тата кĕçĕн йăмăк пур, унăн та хăйĕн çемйи, виçĕ ывăл.

– Сирĕн сиенлĕ йăласем пур-и?

– Ачаранпах, каллех, атте воспитани панипе, ĕçкĕпе те, пирус туртассипе те кăсăкланман. Чи лайăх кану – активлă, ку спорт тесе шутлатăп. Футболла выляма, çуран чупма, йĕлтĕрпе çÿреме юрататăп. Çамрăк чухне бокспа интересленнĕ, республикăри ăмăртусене те хутшăннă. Спорта туслашни те атте-аннен тивĕçĕ. Вĕсемех тăрăшса вĕренме хистенĕ мана. 

– Институт суйланă чухне те аçун шухăшĕ малта пулнă-и?

– Çук, вăл ман суйлавпа килĕшрĕ тесен тĕрĕсрех пулать. Эп мĕн пĕчĕкрен вĕренме юрататтăм, мĕн те пулин çĕннине уçас килетчĕ. Çавăнпа 1985 çулта Мускаври техника университетĕнче тин кăна уçăлнă «Робото-техника» кафедрине кайрăм. Иккĕмĕш набора. Шкула та,«Бауманкăна» та «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕренсе тухнă.

– Июль уйăхĕнче эсир çуралнă куна паллă турăр. Калăрха, чуна пырса тивекен чихаклă парне мĕнлеччĕ?

– Чуна пырса тивекен чи лайăх парне мăнукран пулнăччĕ. Алешка çулталăк çурăра кăначчĕ-ха ун чухне.  Вăл ÿкерчĕк ÿкернĕ, унта эпир унпа иксĕмĕр алăпа тытăнса пыратпăр. Халĕ вăл виçĕ çулта ĕнтĕ. Тепĕр мăнук ÿссе çитессе кĕтетĕп, вăл та хăйĕн аллипе тунă парне парнелĕ.

– Çыннăн мĕнле лайăх енĕсене ытларах хаклатăр?

– Тÿрĕ кăмăллăх, уçăлăх, сăпайлăх тата кая юлса çÿремен, вăхăтра килекен (пунктуальный) çынсене.

– Мĕне нихăçан та каçармастăр?

– Сутнине, сутăнчăксене.

– Пурнăçра чи пысăк çитĕнÿ?

– Ман шутпа, вăл малашне пулать. Ульяновск облаçĕнче пурăнакансен пурнăçĕ лайăх енне улшăнĕ те – çакă маншăн чи пысăк çитĕнÿ пулĕ. Эпĕ пурнăçра хам вырăна тупнă, пуян çын, хама та, тăванăмсене те тахçанах мĕн кирлипе тивĕçтернĕ. Влаçа ĕçлес тесе килнĕ. Вăхăт иртсен Ульяновск область çыннисен пурнăçĕ палăрмаллах лайăхланасса чун-чĕререн шанатăп, регион çирĕппĕн аталанса пыракан территори пулса тăтăр тетĕп. Патшалăх пуçлăхĕ хăй суйлавĕшĕн ан шеллетĕр.

Фото

Location for : Listing Title