Али вĕтĕ пулнă

30 декабря 2021 10:00

«Кăçалхи альманахăн çĕнĕлĕхĕ – номере çамрăксен, шкул ачисен хайлавĕсем кĕни. Ку номере профессионал çыравçăсем хăйсен сăвă-калавĕсене памарĕç. Шевлеçĕсен хайлавĕсем кăна кĕчĕç, – пуçларĕ хăйĕн сăмахне «Атăл юрри» альманахăн тĕп редакторĕ, вырăнти писательсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Елена Мустаева. – Çулталăкне пĕрре те пулин хамăр хайлавсен пуххине кăларни пысăк çитĕнÿ тесе шутлатăп. Ятсене историре хăвармаллах. Анчах та, шел, ярса панă пур калав-сăвва та кăларăма кĕртеймерĕмĕр. Али вĕтĕ пулчĕ. 2020 çулта тухнинчен хальхин ахаль те 10 страница ытларах. Çул пуçламăшĕнче пур материала та çу уйăхĕн вĕçĕччен пырса памаллине пĕлтернĕччĕ. Ку е вăл сăлтава пула калав-сăвăсем кĕркунне çеç пухăнса пĕтрĕç. 1-мĕш тапхăр тăсăлса кайни, ятне суйланă редколлеги пайташĕсем пухăнманни пирĕн, канашçăсен, ĕçне йывăрлатрĕ. Малашне çак кăлтăксенчен хăтăласчĕ. Çулталăк вĕçĕ тĕлнелле альманах тухса кайни регионта пурăнакан кашни чăвашшăн парне. Çак парнене «туянма» пулăшакана, укçапа тивĕçтернĕ çынна, УОЧНКА председательне Олег Мустаева пысăк тав.
Елена Николаевна калаçăва ме-ценатсемсĕр ĕç кăларма йывăрри патнелле илсе пырса автономи ертÿçине сăмах пачĕ.
Олег Мустаев писательсене сывлăх сунса кĕçнерникун правительствăра иртнĕ Наци канашне хутшăнни çинче чарăнса тăчĕ. «Алексей Русских губернатора «Канаш» хаçат ĕçченĕсен ыйтăвĕсене çитертĕм. Александр Богатовăн çĕнĕ ертÿçе халалласа кăларнă кĕнекине регион пуçлăхне тыттартăм. Алексей Юрьевич автора тав сăмахĕ калама хушрĕ. Сăвăсемпе калавсене, историпе таврапĕлÿ, публицистика ĕçĕсене пĕр çĕре пухса кăларни – питĕ пысăк ĕç. Çамрăксене тата явăçтармалла. Иван Яковлев çырнисене вулаччăр. Жанрсене, темăсене маларах суйласа илмелле, интереслĕрех çырмалла. Пухăнса канашлама вырăн пур сирĕн – автономи çуртне пырăр. Пĕрлешсе ĕçленин усси пысăк», – терĕ Олег Николаевич хăй енчен малашне те пулăшма хатĕррине пĕлтерсе.
Çанталăк сивĕ, тăманлă пулнине пăхмасăр хăтлава çыравçăсем килсе çитни пухăннисен кăмăлне çĕклерĕ. Чи малтан вĕсен шухăшне итлесе пăхас терĕмĕр.
Анатолий Нуждин чĕлхине вулакан аван пĕлсе çитрĕ. Унăн хайлавĕсене вуланăçемĕн телейшĕн çунакан, тĕрĕслĕхшĕн, ирĕклĕхшĕн кĕрешекен тĕп сăнарсене ытларах та ытларах юратма пуçларĕç «Канаша» илекенсем. Альманахăн 2021 çулхи номерне унăн çĕнĕ калавĕ пуянлатнă.
– Ман хайлавсене вуласан чăвашсем капла тума юрамасть, çапла тумалла тетчĕр. Паянхи пурнăç çинчен ытларах çырмалла тенине хирĕç сăмахăм çапла: хресчен хуçалăхĕсен ертÿçисем, хула çыннисем çинчен çырас пулсан, сăмахран, вĕсен чун-хавалне туйса курмалла, ăна пĕлмелле, ăнланмалла. Эпĕ ытларах хам яшлăхри вăхăт, ял çыннин пурнăçĕ, чăваш историйĕ çинчен çырма юрататăп. Хальлĕхе манăн урăхла сюжетсем çук-ха, – терĕ Анатолий Михайлович хăйĕн пултарулăхне хаклакан вулакана тав туса.
Василий Селендеев «Атăл юрри» альманаха мĕн 2000 çултан пуçласа хальччен тишкернĕ – миçе автор хайлавĕ кĕнине, миçе страницăллă пулнине, сăвă-калав пахалăхне. Пысăк таврапĕлÿçĕн тишкерĕвĕсем вăл çуралнă Чăвашкасси çыннисемшĕн кăна мар, мĕнпур область, кÿршĕллĕ регионта пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ылтăн-кĕмĕлтен те хаклă.
– Пултаруллă ушкăн «Канаш» хаçат, альманах кăларать çеç мар, спектакль те лартма вăхăт тупнă. Театра юратакансемшĕн сирĕн премьера иртсе пыракан çулта пулнăран пушех те чи чаплă пулăмсен шутне кĕрсе юлать. Çĕнĕ спектакльсем кĕтетпĕр. Тĕрĕссипе вара кашнинчех «Канаша» пырса кĕрсен – тĕлĕнетĕн! Ырă кăмăлпа кĕтсе илсе материалсене йышăнаççĕ, чей ĕçтереççĕ. Эсир пулман пулсан альманах тухаймастчĕ. «Атăл юрри» хуплашки
çинче те чăвашлăх пулăмĕ сăнарланнă, ăна çĕнĕ чăваш алфавитне 150 çул çитнине халалланă, пит илемлĕн кăтартса панă. Художниксем те, çыракансем те, дизайнерсем те, пирĕн материалсене йышăнакансем те вĕсем – хăйсемех, – терĕ Васлий Алексеевич пурне те тав туса тата мĕнпур çыравçăсен материала пичете ярас умĕн фактсене тепĕр хут тĕрĕслеме кирлине пĕлтерсе.
Кăçалхи чи кăмăла кайнă материалсен авторĕн шутне В.А. Селендеев Нуша Тулине (Анатолий Нуждин) кĕртрĕ.
– Альманах – ăмсантаракан чăн пулăм. Малашне унта публицистика материалĕсем нумайрах пуласса шанатăп. Çавă пысăк çăлăнăç пулĕччĕ, – терĕ Александр Михайлович. – Кунти хайлавсене чылайăшне пĕлетĕп – хăш-пĕр кĕнекесен хăтлавĕсенче пулнăччĕ. Унта паллашнă. Тата мĕн калас манăн? Иван Яковлева хамăр пурнăçа тавăрмалла. Нина Еграшкина калавĕпе мана тĕлĕнтерчĕ. Елена Алексеевăпа Елена Троянская çырнисем питĕ килĕшрĕç. Ирина Даниловăн кĕске калавĕ кăмăла çĕклерĕ. Пурин те питĕ интереслĕ хайлавсем. Питĕ кирлĕ, çивĕч темăсене уçса пама тĕллев лартнă вĕсем хăйсен умне – çынна, ачасене ăс парасси, çул шырасси, йывăрлăха çĕнтересси. Чăн прозаиксем тесе калас килет ку 4 хĕрарăм çыравçă çинчен. Тĕплĕн тишкерме питĕ нумай вăхăт кирлĕ. Ÿлĕм. Ăнăçусем сунатăп сире. Çавă çеç.
Мĕнле литература уявĕ вара музыка тăхтавĕсĕр. «Илем» юрă ансамблĕн (пултарулăх ертÿçи – Александр Чурбанов) юррисем ăшă тĕлпулăва Çĕнĕ çул сĕмне кĕртрĕç.
ЧР тава тивĕçлĕ артистки Зоя Рейтер альманаха 2 хут та вуласа тухма ĕлкĕрнĕ. Чунне уçса калаçма ĕмĕтленсе килнĕскер чи килĕшнĕ материалсем çинче чарăнса тăчĕ. Виталий Архипов сăвăç ăсталăхĕ, хайлавсен содержанийĕпе техникин шайĕ номертен номере ÿссе пыни Зоя Михайловнăна хавхалантарнă.
«Александр Богатовăн хăйĕн ашшĕне халалласа çырнă сăввисем чунăма пырса тиврĕç. Çак тĕлĕнмелле пултаруллă çын пире тĕртсе, çын çине кăларса пырать, – терĕ Çĕнĕ Ульяновскран килнĕ хăна. – Николай Еремеев, Ирина Щеголькова, Татьяна Ермилова, Нина Васильева, Александрпа Сергей Краснов поэтсем вăхăтпа тан пыни вĕсен сăввисенче сăнарланнă. Куççуль шăпăртатса юхрĕ Виктор Аванмартăн «Сав-кайăк» юмахне вуланă чухне. Тавтапуç сире пурне те.
Ирина Щеголькова – Чăнлăри ача-пăча ÿнер шкулĕн вĕрентекенĕ. Савнă мăшăрĕпе, куç тухтăрĕпе, çав вăхăтрах ачасене халăх инструментне алла илме вĕрентекен музыка учителĕпе, иккĕшĕ те литературăпа юрă-кĕвĕ тĕнчинче пурăнаççĕ. Муза вĕсен килне пырсах тăрать. Ирина Александровна альманаха Леонид Щегольков çырнă юрра (нотипе) кĕртнĕшĕн мăнаçланнине пытармарĕ. Упăшкипе, унăн тапса тăракан пултарулăхĕпе, паллаштарчĕ, хăй çырнă сăвăсене вуларĕ.
Елена Алексеева «Шевлен» 2021 çулхи çитĕнĕвĕсене пĕтĕмлетекен ларăвне, хăтлава тĕрлĕ сăлтава пула килеймен пайташĕсене (Николай Кадебин (Кивĕ Улхаш), Нина Васильева (Каша), Леонид Щегольков (Чăнлă), Виталий Архипов, Александр Пешне, Красновсем, Алексия Нагорновăпа Дмитрий Михайлов, Роза Макарова (Ульяновск), Ирина Иванюкова (Димитровград), Лаврентий Данилов (Чăваш Ен) редакципе туслă çыхăну тытнăшăн, альманаха ярса панă паха ĕçĕсемшĕн тав туса хăварчĕ.
– Литература пĕрлешĕвĕн пайташĕсенче хĕлхем çăлкуçĕ ан сÿнтĕр. Пысăк тав сире. Альманаха ялсенче, вĕренÿ учрежденийĕсенче вулакансем кĕтеççĕ. Ăна чăваш литературине мала хуракан кашни çын килне çитересчĕ, – çапла каласа хăварчĕç хăйсен салам сăмахĕсенче Николай Еремеевпа Петр Кашеев çыравçăсем. Александра Ледюковăпа Татьяна Ермилова Аслă Нагаткинăран вулакан шухăшне-сĕнĕвне, тавне илсе килнĕ.
Нина Еграшкина альманаха художник куçĕпе тишкерсе хак пачĕ. Виктор Аванмарт Элис Маклеррен евĕрлĕ çырнă «Савкайăк» юмах историйĕпе паллаштарчĕ.
Хăй çулсерен (32-мĕш çул) паракан Аван премие кăçал Олег Прокопьев сăвăç (Шупашкар) тивĕçнине те пĕлтерчĕ Виктор Глебович.
– Чĕмпĕр çыравçисен литературăри çитĕнĕвне алла илетĕн те – облаçри пур чăваш писателĕсен ĕçĕсене куратăн, кунта юратнă хайлавсене «Канаш» подшивкинче шыраса хăшкăлмалла мар, пурте пĕр çĕрте, – терĕ çамрăк автор Клавдия Лухманова Чăваш таврапĕлÿçисен обществин хастарĕсем Николай Казаковпа Елена Авакян альманаха хамăр облаçра кăна мар, тĕнчипе кăтартмалла тесе çирĕплетрĕç.
Çĕнĕ çул парнишĕн тав турĕç.
Тĕп редактор Елена Мустаева ĕçтешĕсене пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕ, сывлăх сунчĕ. «Пур пуçарура та пĕрле пулни журналистсене вăй-хăват кÿрет. Малашне те çырăр, материалсем ярса парăр. Вулакан сирĕн хайлавăрсене кĕтет. Эпир, канашçăсем, çыраканпа вулакан хушшинчи çыхăнăва йĕркелесе тăракансем. Сывлăх сунар эппин пĕр-пĕрне, телей тата ăнăçу», – терĕ вăл. 17-мĕш наци вулавăшĕн заведующине Ольга Юрловăна альманахăн номерĕсене парнелерĕ. Олег Мустаев – чăваш авторĕсен кĕнекисене.
Мероприяти вĕçĕнче сиплĕ курăксемпе чей ĕçнĕ май ирĕклĕ форматпа ăшă калаçу тĕвĕленчĕ. Çав хушăра писательсем Ульяновск облаçĕнче çитес çул ирттермелли ĕçсене сÿтсе яврĕç, 2022 çулта тем тесен те тума тивĕçлисене палăртрĕç, Мария Уткина шевлеçе 70 çулхи юбилейĕпе саламларĕç. Ырă çепĕç сăмахсен вĕçĕ-хĕрри те пулмарĕ.

Алена СЕЛИВАНОВА.
Анастасия Никитинăпа
автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Фото

Location for : Listing Title