Тĕнче шайĕнчи супермарафон чемпионки, Раççей спорт маçтăрĕ, Америкăри чăвашсен ассоциацийĕн ертÿçи Надежда Сандркина хăйĕн тантăшĕсемпе 2022 çулхи ноябрьте Аляскăра пулса килнĕ. Нумаях пулмасть вара вăл тăван ялне Чăвашкассине курма таврăнчĕ. Эпир чăваш хĕрĕпе курса калаçрăмăр, пире вăл хăй çул çинче курни-илтнипе паллаштарчĕ.
– Надежда Николаевна, мĕн тĕллевпе çитсе килме шутларăр Аляска çĕрне?
– Эпĕ çул çÿреме, çĕннипе паллашма юрататăп. Аляска 1867 çулччен Раççей империне кĕнĕ-çке, хамăр çĕр пулнă. Ăна питĕ курас килчĕ. Çавăнпа эпир хамăн тантăшпа, Канаш районĕн хĕрĕпе Людмила Петровăпа, тата пĕр тутар хĕрĕпе турист путевки туянтăмăр та çула тухрăмăр. Çулĕ çывăх мар. Малтан Нью-Йюркран Сиэтл хулине ултă сехет вĕçрĕмĕр, тата тăватă сехете яхăн вĕçсен Анкоридж хулине çитрĕмĕр.
Вăл Аляскăн тĕп хули шутланать, унта 20 хутлă çуртсем те пур, анчах ытларах пĕчĕк хутлисем. Самолетран тухсанах куç умне тĕлĕнсе каймалла картина тухса тăчĕ: тăван киле, Раççее, таврăннă пекех туйăнчĕ. Нью-Йюркра 20 градус ăшăччĕ, кунта вара 10 градуса яхăн сивĕ, шап-шурă юр, вăрман, тусем. Йĕри-тавра Раççейри пек çÿллĕ хурăн йывăççисем, ăвăссем, чăрăшсем, çĕмĕртсем, çаплах хĕрлĕ пилешсем, палансем... Çынсем пурте ăшă тум тăхăннă. Раççей сывлăшĕ, Раççей шăрши... Çут çанталăк калама çук хитре.Туйăмсене чараймарăм, пыра тем капланса килчĕ, куççуль пăчăртанса тухрĕ. Хам çакăнта ĕмĕр пурăннă пек туйăнчĕ.
– Тата мĕнпе интереслĕ Аляска? Мĕн çĕннине куртăр?
– Каларăм ĕнтĕ, климат пирĕнни пек, унта Çĕпĕр çут çанталăкĕ. Ман пуçа мĕншĕн çак çĕре ютсен аллине панă-ши текен кулянуллă шухăшсем пырса кĕчĕç. Çумрах чĕркуççи таран тăп-тăрă юханшывсенче лосось пулăсем ишеççĕ, вĕсене шыва утса кĕрсе тытма пулать. Анкориджа çитсенех пире асăрхаттарчĕç: кунта урамра упасем, пăшисем, çÿлевĕçсем (рысь) çÿреççĕ, çавăнпа хăвăр тĕллĕн уйрăлса кайса пĕрерĕн ан çÿрĕр терĕç. Чăнах та, çуран çÿрекенсем сахал хулара. Кунта пурăнакансен пурин те пăшал пур, вĕсем ытларах сунар ĕçĕпе тата пулă тытса пурăнаççĕ. Хĕсĕкрех куçлă çынсем нумай, эскимоссем тата ыттисем. Урамра палаткăра пурăнакансем те пур, вĕсем ыйткаласа çÿреççĕ.
Çитсенех вырăсла калаçакансене куртăмăр, Молдавирен терĕç. Сахалинтан çакăнта пурăнма куçнă çынпа та паллашрăмăр.
Вăл пире кунта ĕç нумай, анчах çынсем ĕçлесшĕн тăрăшсах каймаççĕ терĕ. Хăна çуртĕнче вырăсла калаçакан хĕрарăм Донбасран пулса кайрĕ, эпир Раççейрен пулнине пĕлсен ун сăнĕ-пичĕ улшăнчĕ, малалла калаçас темерĕ, пăрăнса утрĕ. Бразилирен, Австрирен курма килнисем те пурччĕ, Украинăран тарса килнисем те чылай терĕç. Пире тепĕр кун микроавтобус çине лартса урăх хулана илсе кайрĕç. Айсберг текен вырăнта 15 градус сивĕ, çиллĕ, пире ура шăвасран пăталлă ботинкăсем, çаплах каскăсем пачĕç. Тепĕр кун пуйăс çине ларса 10 сехет ытла кайрăмăр. Интереслĕ вырăнсенче вăл хуллен пырать, гид вара каласа ăнлантарать. Пĕр вырăнта тĕлĕнмелле япала куртăмăр.
Пуйăс иртсе пыракан çул хĕрринчи ту çинче çÿлте вăрмана пĕр лаптăк каснă, çав ĕшне пеккинче пысăк Z саспалли курăнса тăрать. Ăна шурă хурăнсене майлаштарса хурса тунă пуль терĕмĕр. Шел, ÿкерсе ĕлкĕреймерĕмĕр, пуйăс пăрăнчĕ те курăнми пулчĕ. Мĕне пĕлтернине, кам тата мĕншĕн тунине вара ăнланаймарăмăр. Камчаткăри пек çĕр айĕнчен вĕри шыв тапса тăракан вырăна та çитрĕмĕр. Эскимоссен юртине кĕтĕмĕр, унта ăшă, вут çунать, пăтă çитереççĕ, вĕри чей, кофе ĕçтереççĕ. Унтан хаски йытăсем патне илсе кайрĕç.
Унта вĕсем 80 пуç, кашнин хăйĕн пурăнмалли ÿпли пур. Пире сакăр йытă кÿлсе ярăнтарчĕç. Хурăн пĕренесенчен пураласа тунă пăрлă çурта илсе кĕчĕç, унта сĕтел-пуканне хуппине шуратман хурăнсенчен ăсталанă. Шалта веçех пăрлă, хĕрлĕ эрехне те пăртан тунă фужерсемпе ĕçтереççĕ. Тутанса пăхрăмăр, ĕçме май çукчĕ, сивĕ. Çакăнтах апатланма пулать, анчах нумай тăрсан шăнса каятăн. Ресторансенче пулă нумай çитереççĕ. Симĕс апат та нумай хурса параççĕ, вĕсене çакăнтах теплицăсенче ÿстереççĕ. Пĕр тĕлте вара вырăсла «Пельмени» тесе çырса хунине те асăрхарăмăр. Каçпа тягачпа ту çине пĕр çухрăм çÿлерех çурçĕр шевли (северное сияние) курма илсе хăпарчĕç. Шел, пулмарĕ курса, таврана пĕлĕтсем карса илчĕç. Тепĕр каçхине вара аялтан куртăмăр йăлтăр-ялтăр туса вылякан симĕс шевлене. Çапах та çÿлтен курни илемлĕрех терĕç.
Вырăс культурин, сывлăшĕн кĕтесне те курма май килчĕ, матрешка, хохлома, чĕнтĕр, сăмаварсем сутакан лавкка тĕлне лекрĕмĕр, шалта çын нумай хĕвĕшет.
– Вырăс староверĕсемпе калаçма та тÿрĕ килмерĕ-и?
– Çапла, калаçрăмăр, анчах телефонпа кăна. Пирĕн экскурсисем вĕçленнĕччĕ ĕнтĕ. Эпир староверсен телефонне интернетпа шыраса тупрăмăр, шăнкăравларăмăр, хамăрпа паллаштартăмăр. Вĕсем Николаев ятлă хулара пурăнаççĕ. Пире халех килĕр, калаçатпăр, сире борщ çитеретпĕр, вырăс апачĕпе хăна тăватпăр терĕç. Анчах унта сакăр сехет каймаллаччĕ, инçерех. Пĕччен пулсан каяттăмччĕ, шутласа тăмастăмччĕ, анчах тантăшсемпеччĕ эп. Кивĕ тĕнпе пурăнакансем унта 400 çын терĕç, вĕсем вырăсла калаçаççĕ, ĕлĕкхи вăрăм тумсемпе çÿреççĕ, кивĕ тĕне упраса пурăнаççĕ. Хăйсен чиркĕвĕ те пур. Тепрехинче эп вĕсем патне ятарласа, хатĕрленсе каятăп, вĕсен пурнăçĕпе паллашатăп, ыйтса пĕлетĕп.
– Сирĕн çулçÿревĕн тĕллевĕ, кульминацийĕ тейĕпĕр, Аляскăра чăваш ялавĕ çĕклесси пулнă-и вара?
– Çапла теме те пулать, мĕншĕн тесен эпир хатĕрленсе кайнă-çке. Киле таврăнма çур кун юлсан эпир Аляскăн варринче, Фэрбанкс хулинче, пĕр палăк шыраса тупрăмăр, ăна çар летчикĕсене асăнса лартнă. Ун çине акăлчанла «Çĕпĕр-Аляска» тесе çырса хунă. Эп Аляскăна ятарласа хамăн икĕ чăваш кĕпине илсе кайнăччĕ (вĕсене Татьяна Серебрякова ăста çĕлесе панăччĕ мана), пĕрне Людмила Петровăна патăм. Эпир унпа чăваш кĕпи тăхăнса урампа палăк енне утрăмăр, кĕпер юсакан арçынсем ĕçлеме чарăнсах пирĕн çине пăхса тăчĕç. Çапла вара, Людмилăпа иксĕмĕр палăк умне тăтăмăр, видео ÿкерекенни тутар хĕрĕ пулчĕ. Малтан чăваш ялавне сарса кăтартса сăмах каларăмăр, Çĕр чăмăрĕ çинче пултаруллă чăваш халăхĕ пуррине тĕнчен кашни кĕтесĕнче пĕлччĕр терĕмĕр. Тĕнчере илемлĕ вырăнсем нумай, анчах Чăваш çĕршывĕ, хамăр çуралнă кĕтес чи хитри, чи хакли тесе каларăмăр. Унтан тăванлăх юррине юрларăмăр, çаплах «Линкка-линкка» юрласа пĕр çаврăм ташласа та илтĕмĕр.
Икĕ хут ÿкерме тиврĕ. Сивĕччĕ, паллах, шăнтăмăр. Анчах ку япалашăн шăнни те нимех мар, кашни кун Аляскăна каяймастпăр вĕт. Эпир ÿкернĕ ролика Чăваш наци телевиденийĕ те, «Чăваш Ен» патшалăх телевиденийĕ те кăтартрĕç. Эпир Аляскăна чăваш ялавне илсе кайса урамра сарса уççăн кăтартакан, урам тăрăх чăваш тумĕпе çÿрекен, чăвашла юрласа ташлакан пĕрремĕш çынсем пултăмăр пулмалла. Ун пек япала çинчен халиччен илтменччĕ. Çакăнпа мăнаçланатпăр. Малашне вăрăм çула яланах чăваш кĕпине илсе тухма шут тытрăм çакăн хыççăн. Аляскăран таврăннă чухне: «Ку çĕр хăçан та пулин хамăра таврăнĕ-ха», – тесе шÿтлесе илтĕмĕр.
– Аляска малтан Раççей империне кĕнине пĕлеççĕ-и унти çынсем?
– Аляскăра кун пирки калаçман, анчах эпĕ пурăнакан хулара, Нью-Йорк çывăхĕнче, пĕлмеççĕ. Крым пирĕн пулнине те, ăçтине те пĕлмеççĕ. Хам паллакан çынсене кăштах истори каласа паратăп та – тĕлĕнсех каяççĕ. Эпĕ кун пирки нумай çĕрте калатăп, вĕсем тĕрĕссине пĕлччĕр тесе тăрăшатăп. Кунти радио-телевидени пĕр енлĕ çеç пропаганда тăвать вĕт, тĕрĕссине каламасть.
– Хăвăрăн ассоциаци пирки кăштах каласа хăварăх-ха.
– Пирĕн ассоциаци йĕркеленни тăваттăмĕш çула кайрĕ ĕнтĕ. Маларах тĕл пулса, чăваш кĕписем тăхăнса уявсем тăваттăмăрччĕ, анчах ковид вăхăтĕнче телефонпа кăна калаçрăмăр. Шупашкарта ирттерекен мероприятисене те Интернет урлă хутшăннă эпир. Пирĕн хамăрăн юрă та пур – инçетре пурăнакан чăвашсен юрри. Ăна Алина Федорова хăйĕн кашни концертĕнче юрлать.
Декабрь уйăхĕнче эпĕ Чăвашкасси çыннисене уяв туса патăм, хам шутран Шупашкартан Алина Федорова, Валентина Кузнецова, Леонид Захаров юрăçсене чĕнсе илтĕм, вĕсем пысăк концерт лартса пачĕç. Унта Ульяновскран, Чăнлă районĕнчен килнĕ юрă ушкăнĕсем те хутшăнчĕç. Халăх кăмăллă юлчĕ, тăвăллăн алă çупрĕ. Çапла тăван яла, ентешсене парне тăвас терĕм.
Çуркунне эпир Америкăри чăвашсемпе тепĕр хут пухăнасшăнха, малашнехи плансене сÿтсе явасшăн. Ку çĕршывра 700 чăваш пурăнать, паллах, вĕсене пĕр çĕре пухма май çук. Анчах эпир, пухăнакансем, сахаллăн пулсан та чăваш культурине сарассишĕн тăрăшатпăр. Эсир унта сахаллăн текенсем те пур пире. Эпĕ вара кунта пурăнакан кашни чăваш 100 чăваша тăрать тетĕп. Ку унта кăна мар, кашни çĕрте çапла пулмалла тесе шутлатăп. Çав шутра Раççейре те. Чăваш чĕлхине, тăван халăха питĕ юрататăп. Чăваш чĕлхине пĕрлехи вăйпа
сыхлар, ачасене тăван чĕлхепе калаçтарар.
Николай
ЛАРИОНОВ-ЙĔЛМЕЛ.

Your Wishlist : Locations
Welcome to TownHub.