Çамрăк сăвă-калав ăстисен конкурсне пĕтĕмлетнĕ

08 ноября 2021 10:02

Ульяновск облаҫӗнчи ҫут ӗҫпе воспитани министерстви, Вӗренӳ аталанӑвӗн институчӗ, Ульяновск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ "Ҫеҫпӗл пирĕн чĕрере“ регионсен хушшинчи литература пултарулӑхĕн конкурсне ирттерчĕ.
Конкурсăн тӗллевĕсем: чӑваш чӗлхине, йӑли-йӗркине, литература еткерлӗхне сыхласа хӑварасси тата аталантарасси пултаруллӑ шкул ачисене тупса палӑртасси, вĕсене пулӑшасси, литература ӗҫне явӑҫтарасси, вĕренекенсене хамăр халăхăн пĕр пайĕ пулнине ăнлантарасси, Ҫеҫпӗл Мишшин литература пултарулӑхӗпе ачасене воспитани парасси, педагогика ӗҫченӗсемпе ашшӗ-амӑшĕнче илемлӗ сӑмах туйӑмне, тӑван чӗлхен пуянлӑхне аталантарасси.
Конкурса Атӑлҫи федераци округӗнчи шкулсенче 5 – 11 классенче вӗренекенсем хутшӑннă. Йĕркелÿ комитечĕ унăн положенине интернетри официаллă сайтра вырнаçтарнă.
Жюри вĕренекенсен ĕçĕсене икĕ ушкăна (5-8 тата 9-11 классем) пайласа тӑватӑ номинаципе хакланă: чи лайӑх сӑвӑ, чи лайӑх калав, чи лайӑх очерк, чи лайӑх пьеса.
Çак кунсенче жюри (председателĕ Вӗренӳ аталанӑвӗн институчӗн тĕп специалисчĕ Владимир Владимирович Грузин, Ульяновск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ, чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Олег Николаевич Мустаев , облаçри чăвашсен "Канаш" хаҫачӗн тӗп редакторӗ, "Шевле" литература пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Елена Николаевна Мустаева, "Канаш" хаҫатăн яваплӑ секретарӗ Ирина Николаевна Данилова, Халăхсен культурин центрĕн чăваш уйрăмĕн заведующийĕ - Ирина Васильевна Гаврилова - конкурса ярса панă ĕçсене пăхса тухнă, хак панă.

5 – 8 классенче вĕренекенсем хушшинче „Чи лайăх сăвă“ номинацире çĕнтерекенсем:

1-мĕш вырăн - Ксения Иванова (7-мĕш класс,ЧР, Канаш районĕ, Сухайкасси шкулĕ);
2-мĕш вырăн - Дарья Андреева (6-мĕш класс, Çĕнĕ Малăкла районĕ, Çĕнĕ Çарăмсан шкулĕн Куракхви ялĕнчи филиалĕ), Кристина Арбузова (8-мĕш класс,Чăнлă районĕ, Вăта Тимĕрçен шкулĕ), Виктория Ямщикова (8-мĕш класс, Çĕнĕ Малăкла районĕ, Упамсар шкулĕ);
3-мĕш вырăн - Ксения Петриванова (8-мĕш класс, Чăнлă районĕ, Вăта Тимĕрçен шкулĕ).

9 – 11 классенче вĕренекенсем хушшинче çĕнтерекенсем:

2-мĕш вырăн - Татьяна Утриванова (9-мĕш Г класс, Ульяновск, 57-мĕш шкул);
3-мĕш вырăн - Яна Егорова (10-мĕш Б класс, Ульяновск, 57-мĕш шкул).

„Чи лайăх калав“ номинаци, 5 – 8 класс:

1-мĕш вырăн - Софья Долгова (6-мĕш класс, Чăнлă районĕ, Ирçел шкулĕ);
2-мĕш вырăн - Виктор Катербузов (6-мĕш А класс, Ульяновск, 57-мĕш шкул), Анна Ржата (6-мĕш класс, Чăнлă районĕ, Ирçел шкулĕ);
3-мĕш вырăн - Мария Герасимова (5-мĕш Г класс, Ульяновск, 57-мĕш шкул), Юлия Запасова (8-мĕш класс, Ульяновск районĕ, Салмановка шкулĕ).

9 – 11 класс:

1-мĕш вырăн - Екатерина Краснова (9-мĕш класс, Чăнлă районĕ, Ирçел шкулĕ);
2-мĕш вырăн - Юлия Лапшина (9-мĕш класс, Вăта Тимĕрçен шкулĕ);
3-мĕш вырăн - Анастасия Сайгушева (9-мĕш класс, Чăнлă районĕ, Ирçел шкулĕ).

„Чи лайăх очерк“ номинаци, 5-8-мĕш класс:

1-мĕш вырăн - Артём Силин (8-мĕш класс, Ульяновск районĕ, Салмановка шкулĕ);
2-мĕш вырăн - Виктория Гончарова (8-мĕш Б класс, Ульяновск, 57-мĕш шкул), Мария Шкаликова (8-мĕш класс, Майна районĕ, Чÿрекел шкулĕ);
3-мĕш вырăн - Харин Максим (6-класс, Ульяновск районĕ, Салмановка шкулĕ).

9 – 11 класс:

1-мĕш вырăн - Егорова Вероника (9-мĕш класс, Чăнлă районĕ, Ирçел шкулĕ);
 2-мĕш вырăн - Сергей Фролов (9-мĕш класс, ЧР, Патăрьел районĕ, Аслă Чемен шкулĕ);
3-мĕш вырăн - Диана Майрина (9-мĕш класс, Майна районĕ, Чÿрекел шкулĕ).

„Чи лайăх пьеса“ номинаци, 5-8-мĕш класс:
 1-мĕш вырăн - Валерия Ирзина (6-мĕш класс, ТР, Пăва хули, Р.З. Сагдеев академик ячĕллĕ шкул);
2-мĕш вырăн - Никита Караполов (8-мĕш В класс, Ульяновск, 57-мĕш шкул), Людмила Майрина (5-мĕш класс, Майна районĕ, Чÿрекел шкулĕ);
3-мĕш вырăн - Любовь Малова (7-мĕш А класс, Ульяновск, 64-мĕш шкул).

Кашни ачара талант, пултарулăх пур. Вĕсене уçса паракансем, çамрăк ăрăва çул кăтартакансем вара эсир – учительсем. Ачăрсене пултарулăх ĕçне ытларах явăçтарма, „Канаш“ хаçатпа çыхăну тытма чĕнетпĕр сире. Ку конкурсра çĕнтерекенсенчен хăшĕсен ĕçĕсем шăпах чăваш хаçатĕнче кун çути курса якалнă.

-Пултаруллă та маттур ачасене тата вĕсене хатĕрлекен учительсене чĕререн тав тăватпăр.
Малашнехи конкурссене те хутшăнса, тата та тĕплĕнрех, тăрăшарах çырса хайлавăрсемпе Шупашкарта иртекен пултарулăх конкурсĕсенче çĕнтерме сунатăп, - терĕ Владимир Грузин.

Елена ТРОЯНСКАЯ.

Сăнÿкерчĕке интернетран илнĕ.

Location for : Listing Title