Анне, аннеçĕм, тав сана!

28 ноября 2021 10:00

Вĕсем пĕр-пĕринчен аякра пурăнаççĕ, анчах та амăшĕпе хĕрĕн, кукамăшĕпе мăнукĕсен çыхăнăвĕ питĕ вăйлă. «6 пин те 469 çухрăм пирĕншĕн чăрмав мар, çав-çавах эпир мĕнпур тĕп пулăмсене, ĕçсене пĕрле чун-чĕре витĕр кăларса пурнăçлатпăр, пĕрле савăнатпăр, пĕрле кулянатпăр, тăтăш калаçатпăр», – теççĕ Аюгинсем.

Пепкене çут тĕнче, пурнăç парнелекенсен кунĕ çывхарса пынă май сире 2 телейлĕ хĕрарăмпа паллаштарасшăн: вĕсенчен пĕри – анне тата кукамай, тепри – хĕрĕ тата 3 ывăл амăшĕ. Çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕксене вĕçĕмсĕр пăхас килет – вĕсем илĕртеççĕ, тĕлĕнтереççĕ, ăшă, ырă кăмăлтуйăм çуратаççĕ. Çак илемлĕ тĕслĕ-тĕслĕ глянец хутсенче 3 ăру сăнарланнине курма та аван. Наци тумне тăхăннă хитре çынсене пăхса ытарма çук. Кашнин куçĕнче телей шевли вылять.
– Çак пурнăçра хам юратнă тата юратакан хĕр, кин, анне, кукамай пулнине пĕлме ырă. «Аннеçĕм», «кукамайçăм», «кукамайкка-Галя» тенине илтнĕçемĕн чун-чĕрем савăнăçпа тулать. Ăшă сăмахсене мана çĕр çинчи чи хаклă çынсем калаççĕ-çке, – тет Çĕнĕ хулара пурăнакан Галина Аюгина. – Вăхăт урхамах евĕр ыткăнать. Паян хам та анне, кукамай, кин. Хĕрĕм 3 ывăлне еплерех юратса ÿстернине сăнатăп та – мĕнпур ÿт-пÿ тăрăх телей саланать. Аннешĕн тунсăхлатăп, час-часах аса илетĕп ăна. Вăл, кивулхашсем, Любовь Ивановна Ледюкова (Унисся), 92 çула çитсе вилчĕ. Çÿçне кĕмĕл тĕс çапсан 4 çул хам патăмра пурăнчĕ.
Тĕлĕнмелле чăтăмлă, ĕçчен, маттур, чечен сăн-питлĕ чăваш хĕрарăмĕ 3 хĕре кун çути парнелесе ура çине тăратнă. 45 çулта аттерен ял хуçалăхĕнчи чи пирвайхи трактористсенчен пĕри, ылтăн алăллă çын Александр Антонович) юлса ачисене çунат хушма пулăшнă. Паян ани – Вера Анисимовна Аюгина – пурăнать. Вăл та 92 çултан иртрĕ. Ун патне Кивĕ Улхаша кайса çÿренине, унăн çепĕç, çав вăхăтрах хурçă пек çирĕп кăмăлне аса илсен чунăма ăшă туйăм
çупăрласа илет. Ани 5 ывăлпа 2 хĕр çуратса ÿстернĕ. Паян кĕçĕн ывăлĕпе тата кинĕпе пурăнать, кĕсье телефонĕпе шăнкăравласа:
«Кин, халсем мĕнле, Катюшăна салам кала, ывăлĕсем, мăшăрĕ мĕнле тăраççĕ, телевизорпа унти çанталăка та тимлетĕп», – тесе пăшăрханать. Пирĕн хĕрача, юратакан мăнукĕ, çемйипе питĕ аякра Петропавловск Камчатскинче пурăнать. Эпир чăнах та пĕрпĕринчен питĕ аякра кун кунлатпăр, çав вăхăтрах питĕ çывăх та. Пире чăн-чăн пысăк юрату, ăнлану, килĕшÿ пĕрлештерсе тăраççĕ. Хăçан-тăр пĕчĕк пулнă Кĕтерне паян хăй те тĕлĕнмелле вашават, ăслă, пысăк тавракурăмлă анне.
РФ хисеплĕ донорĕпе Галина Александровнăпа унăн хăтлă хваттерĕнче пуплесе ларнă май (25 çул хулари федераллă шайлă ача-пăча учрежденийĕнче поварта ĕçлет) Катьăпа та телефонпа çыхăнса калаçрăмăр.
Мăшăрĕпе, çар çыннипе тĕнче хĕрне тухса кайнăскер хÿтĕлевçĕ-ывăлсем çитĕнтереççĕ. Чи кĕçĕнни Камчаткăра çуралнă. Çулла амăшĕ патне хăнана килсен мĕнпур çемйипе Татьяна Серебрякова модельер çĕленĕ тумпа ятне сăн ÿкерĕннĕ вĕсем.
– Пыратпăр 30-па, çитетпĕр 40-е. Çулсем иртни кÿмест-çке тунсăх. Чи çирĕп тыл юнашарах. Тата манран телейлĕ çын пурши çĕр çинче! 3 хутчен пурнăçри нимĕнпе танлаштарма çук, чи пĕлтерĕшлĕ туйăма туйса куртăм – эпĕ анне! Мăшăр та манăн ăнланакан, шанчăклă çын, ачасем те кăмăл çирĕплĕхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Мана пур
енчен пулăшаççĕ. Ульяновскра пурăнакан анне патне шăнкăравласах тăратпăр. Эпир унпа икĕ хĕр-тантăш пек. Чун-кăмăлпа та, шухăшпа та çывăх. Шăллăмпа иксĕмĕрĕн ачалăхăмăр телейлĕ иртрĕ. Канмалли кунсенче Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаша вĕçтерсе çитеттĕмĕр. Кукамайпа кукаçей те, асаннепе асатте те пире юрататчĕç, мĕнпур пушă (пушах та мар) вăхăтне пире халаллатчĕç. Каникулта яла илсе юлатчĕç.
Паян асаннеçĕм пурăнать-ха, пире кĕтет. Тимлĕ вăл, уçă кăмăллă. Кашнинчех чăлхануски, алса çыхса парса ярать. Шел, атте ир çĕре кĕчĕ, – еплерех евĕклĕн ачалăхпа яшлăха таврăнчĕ Катя Троянская.
Аюгинсем çирĕпленнĕ çемье йăлисемпе мухтанма пултараççĕ. Ачисем пĕчĕккĕ чухне тарават хуçисем патне хăнасем (юлташĕсем, тăванĕсем) тăтăш килнĕ, шăматкунсерен сиплĕ курăксене пăшăхлантарса, наци апатне пĕçерсе чей ĕçнĕ, тĕпренчĕкĕсене юмах ярса панă пулсан паян Галина вăхăт тупса ывăлĕпе кинĕ патне кĕркелесе тухма юратать. Кинĕ унăн Ирçелĕнчен. Питĕ çепĕç, хитре çамрăк хĕрарăм.
– Анне вăл – чи çывăх юлташ, хаклă çын кăна мар, мĕн-тĕр урăххи! Чи хĕрÿ, чи чаплă, чи тăван, чи юратнă туйăм. Эпĕ ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухса бухгалтерта ĕçлекенскер качча кайсан 8 çул атте-анне çуртĕнче пурăнтăмăр. Пĕрле, çума çумăн.
Халĕ тунсăхлатпăр. Кашнинчех çĕнĕрен çĕнĕ тĕлпулу кĕтетĕп. Ывăлсем çуралнă хыççăн çак туйăм пин-пин хут пысăкланчĕ.
Ачасем те тăванлăх туйăмне хаклама вĕренччĕр тетĕп. Халĕ те вĕсем кукамăшĕпе тата мăн асламăшĕпе иртмелли тĕлпулусене чунтан кĕтеççĕ, скайппа çепĕççĕн ăшшăн калаçаççĕ, Уяв ячĕпе сана, аннеçĕм, – терĕ Екатерина Юрьевна амăшне çутă телей сунса, сывлăхне упрама ыйтса.

Алена АЛЕКСЕЕВА.
Е. Уресметова сăнÿкерчĕкĕ

Фото

Location for : Listing Title