Ашшĕ кунĕ тĕлне

17 октября 2021 07:00

Раççей Президенчĕн хушăвĕпе ку çултан пуçласа çĕршывра Ашшĕ кунĕ пулĕ. Уява юпан 3-мĕш вырсарникунĕнче (2021 çулта уйăхăн 17-мĕшне лекет) паллă тума палăртнă. Патшалăх пуçлăхĕн йышăнăвĕнче Ашшĕ кунне çемье институтне çирĕплетес тата ашшĕсен ачасене ăс панă çĕрти пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе кĕртнĕ тенĕ.

Кăшт маларах çакăн евĕр шухăшпах РФ ĕçпе социаллă хÿтĕлев министерствинче ачасен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Анна Кузнецова тухса калаçнă. Профильлĕ ведомствăра сĕнĕве ырланă. РФ Патшалăх Думинчи ĕçпе социаллă политика тата ветерансен ĕçĕсен комитечĕн ертÿçи Ярослав Нилов президентпа пĕр сасăллă пулса: «1998 çултанпах Амăш кунĕ (чÿкĕн юлашки вырсарникунĕ) пур пулсан Ашшĕ кунне паллă тума йышăнни пит кăмăллă. 10 ытла регионта (çав шутрах Ульяновск облаçĕнче те) ăна темиçе çултанпа палăртаççĕ ĕнтĕ», – тенĕ. Патшалăх уявĕсен календарьне Ашшĕ кунне кĕртнĕ пирки Ульяновск облаçĕнчи хисеплĕ çынсемпе, тивĕçлĕ ывăлсемпе хĕрсем çитĕнтернĕ тата çамрăк ашшĕсемпе калаçрăмăр. Мĕн шухăшлаççĕ вĕсем çĕнĕ уяв пирки? 

Николай Иванов, УОЧНКА ĕçтăвкомĕн пайташĕ, Димитровград хули: 

– Ку уяв ашшĕн ачасене ăс панă тата çемье пахалăхĕсемпе йăли-йĕркине упрас çĕрти вырăнне патшалăх шайĕнче палăртма май парать. Çемье уявĕсем мĕн чухлĕ ытларах вĕсем, ашшĕ-амăшĕпе ачисем çавăн пек пĕр-пĕрин патне тимлĕрех пулĕç. Мăшăрпа эпир 2 хĕр çитĕнтертĕмĕр, качча патăмăр. Вĕсем çемйисемпе юнашарах пурăнаççĕ, кану кунĕсенче мăнуксемпе хăнана килеççĕ. Ытла хытă юратнăран хамăртан аякка ярас килмерĕ ман хĕрачасене. Тăтăшах курас килнĕрен.


Николай Сайгушев, Раççей ШĔМĕн Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ, 2 хĕр ашшĕ: 

– Вăхăтăн ытларах пайне ĕç йышăнать пулсан та хĕрачасемшĕн тем тума та хатĕр эпĕ. Пĕрле музейсене, хулари илемлĕ вырăнсене, парксене çÿретпĕр, плансене пĕрле сÿтсе яватпăр. Аслă хĕрача пурнăç çулĕнче ашшĕн профессине суйласа илни çунатлантарать мана. 9-мĕш класс хыççăн вĕренме кĕчĕ. Самантпа усă курса юратнă аттене, 5 ачана кун çути парнеленĕ хаклă çыннăмăра, РФ тава тивĕçлĕ зоотехникне – Валерий Николаевич Сайгушева – Ашшĕ кунĕпе чун чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх сунатпăр. Пирĕн аттерен вĕренмелли нумай. Тавтапуç ăна, аннене.


Илья Арланов, Чăваш Кăлаткă ялĕнчи (Кăлаткă-пуç районĕ) Димитрий Солунский великомученик ячĕллĕ храм настоятелĕ, 4 ача ашшĕ: 

– Турă кĕнекинче мĕн тесе çырнă? «Ĕрчĕр, хунăр, ача-пăчаллă пулăр», – тенĕ. 4 ачапа, паллах, çырлахмалла мар. Ĕмĕтленмелле, тăрăшмалла. Паян çамрăксен «тренд» сăмах пур. Вăт вĕсем нумай ача çуратасси «трендра» мар теççĕ. Йăнăшаççĕ. Эпĕ – кил-йышра миçе ача çуратассине маларах палăртмалла тенине те хирĕç. Хам 6 ачаллă çемьере ÿснĕ. Кил хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх тытнă. Кашни ачан хăйĕн харпăр тивĕçĕ пулнă: кам ĕнене утă парать, кам тислĕк тасатать, кам килте тĕпелте ĕçлет... Атте-анне (тракторист тата разнорабочăй) ĕç парса хăварнă. Эпир хаваспах ăмăртмалла ĕçленине халĕ те астăватăп. 90-мĕш çулсенче выльăх-чĕрлĕх (9 пуç) тытса сывă юлнă та. Ман кил-йышра та ачасем ĕçе вĕренсе ÿсеççĕ. Тулли çемье вăл хăй – телей. Тĕпренчĕкÿсем сан йăнăшусенех тунине, сассуна евĕрлесе калаçнине, хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарнине сăнани те – телеех. Турă сывлăх çеç патăрччĕ! 


Игорь Меркулов, Уличери (Çинкĕл районĕ) тĕп шкул директорĕ, 2 ывăл ашшĕ: 

– Хăшĕсем çилленсе ашшĕсемпе хутшăнма пăрахаççĕ. Ватăсене пулăшма хатĕрри пирки калаçу та çук. Тен, çĕнĕ çемье уявĕ татăлнă çыхăнăва йĕркене кĕртме пулăшакан чун мехелĕ пулса тăрĕ. Ачасем Ашшĕ кунĕнче çĕр çинчи чи çывăх çыннине шăнкăравласа саламлама, хал пĕлме пуçлĕç. Арçынсем те, алимент тÿлессинчен тарса çÿрекенсем, ывăлне-хĕрне укçан пулăшас тейĕç. Ачасене атте-анне кирлĕ, ашшĕ-амăшне – ватлăхра пăхакан!Шăпама эпĕ ăнланакан арăмшăн, икĕ кĕрнеклĕ ывăлпа пăрчăкан пек вăр-вар кинсемшĕн тав тăватăп. Мăнуксене тимлĕ аслашшĕн юратăвне пиллеме тăрăшатăп. 



Андрей Ширтанов, Чăнлă районĕнчи çамрăк фермер, 4 ача ашшĕ: 

– Çын мĕншĕн килет вăл çĕр çине? Мĕншĕн пурăнатпăр эпир, арçынсем, авланатпăр? Çемье никĕслессишĕн. Ирпе ĕçе каятпăр, çитĕнÿсем тăватпăр. 
Каллех çемье ырлăхĕ-пурлăхĕшĕн. Çемье вăл – йăх-ăрăвăн тăсăмĕ. Çемье вăл – виçесĕр вăй, юрату. Манăн 3 хĕрпе 1 ывăл. Нумай шырарăмăр арăмпа тĕпкĕче. Тупрăмăр. Паян ачасен ăнăçăвĕсемпе, ĕмĕчĕсемпе пурăнатпăр. Вĕсем пире ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе савăнтараççĕ. Уяв тетĕр-и? Пултăр эппин Ашшĕ кунĕ те, пĕр-пĕрне еплерех хытă юратнине пĕлтермелли, ырă сăмахсем калама
лли тепĕр çĕнĕ кун. Хамăн аттене, нумай çул ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн председателĕнче, хресчен (фермер) хуçалăх ертÿçинче вăй хунă, кĕçех 70 çул тултаракан Александр Михайлович Ширтанова чĕререн тав тăватăп, канлĕ ватăлăх сунатăп. 




Иван Давыдов, инçе çула çÿрекен водитель, 1 хĕр ашшĕ: 

– Ачасем мĕнле пысăк пулсан та пирĕншĕн ялан пĕчĕк. Вĕсене чун-чĕрепе юратма, ăнланма пĕлмелле. Хăйсенчен нимĕн те ыйтмасăр. Пысăклансан ачăр сире хакланине туйса илни тĕрĕс ăспарăвăн çимĕçĕ пулать те. Эп туйăмсен капланăвĕ, сисĕмĕ пирки калатăп. Пур ача та хăй ашшĕ-амăшне юратнине уççăн кăтартаймасть. Ăна пĕрех туятăн. 
Эпĕ тата хреснай ывăл ашшĕ те. Çĕнĕ уяв ачипе ашшĕ хушшинчи çыхăнăва, пĕр-пĕриншĕн кирлине палăртмалли кун пуласса шанатăп. 




Александр Верхеев, йĕрке хуралĕн ĕçченĕ, 6 ача ашшĕ: 


– Çемьере миçе ача пулсан та вĕсене çуратса ÿстернĕ çĕрти тивĕçĕ пĕрех – чи малтан ашшĕ пулмалла. Тепĕр чух ашшĕне те вăйран яма пулать, анчах çемьене – çук. Йышлă çемьен вăй-хăвачĕ иксĕлми. Пирĕн ачасен хушши çулталăкран кăшт çеç ытларах темелле – кунта çилленнипе, тарăхнипе ĕç кăлараймастăн, ăçта шÿтлетĕн, ăçта мухтатăн, ăçта кăшт сасса та хăпартма пулать. Эпĕ атте кăна мар, çемье пуçĕ, упăшка. Çавăнпа та пур ĕçе те эпир мăшăрпа пурнăçлатпăр. Пĕрлĕхре – вăй. Иксĕмĕр те ĕçе çÿретпĕр. Аван пурăнас тесен çанă тавăрса вăй хума тивет. Çемье ăшшине, хавхалантарăвне туйни çунат хушать. Ашшĕ кунĕ тĕлне манăннисем парне хатĕрлеççĕ пулас – вăрттăн тем сăрлаççĕ, пăшăлтатса калаçаççĕ, пĕчĕк аллисемпе тем ăсталаççĕ. Тепĕр кун мана 6 парне кĕтет. Çакă мар-и телей?



Анатолий Еграшкин, Çĕнĕ хулара пурăнать, учитель, художник, скульптор, 3 ывăл ашшĕ: 

– Ватлăхра шанчăклă тĕрев, пулăшакансем пурри питĕ аван пулăм. Аслисене хисеплеме, çĕлĕк хывса сывлăх сунма, кĕçĕннисене хаклама вĕрентекен халăх йăлисем çинче ăс илнĕскерсем паян çутă тĕллевĕсене пурнăçлама тăрăшаççĕ, хăйсен пурнăç çулĕ çинче тĕл пулакан йывăр-лăхсенчен хăрамаççĕ. Ывăлăмсем Еграшкинсен кĕрнеклĕ йăх-ăрăвне малалла тăсакансем пулнишĕн, пире, Нина Никитичнăпа иксĕмĕре, 
5 мăнук парнеленĕшĕн савăнатăп.






Фото

Location for : Listing Title