Аслин шухăшне тĕпе хурать

29 октября 2021 09:42

Çумăрсăр шăрăх çанталăка пула йĕркеленнĕ лару-тăрăва пăхмасăр Артем Масловăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ Чăнлă районĕн ял хуçалăх тытăмĕнче малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать.

Маслов ИП хуçалăх ертÿçи фермер ĕçĕнче 13-мĕш çул вăй хурать. 2009 çулта вăл ашшĕ Николай Артемьевич пуçарнă ĕç çумне хутшăнса хресчен (фермер) хуçалăхне анлăлатса ярать. Малтанхи 30 гектар çумне тата Кунтикав ял çыннисен пайĕсене хушса çĕр лаптăкне 1 пин гектар таран ÿстерет. Пайщиксем хăй вăхăтĕнче йăнăшманнине, тĕрĕс суйлав тунине паян уйрăмах аван ăнланаççĕ – ĕçе кĕртекен çĕрсемшĕн вĕсене тивĕçлипе тÿлеççĕ. Кашни пайшăн хуçа тулă, сахăр, утă-улăм парать, техникипе анкартисене сухалать, çĕр улми лартма, кăларма пулăшать, çĕршĕн налук тÿлет.
Хуçалăх майĕпен аталанса, тĕрекленсе пырать. Лизингпа, хăй укçипе фермер комбайн-тракторсем, тыр-пул çапакан агрегат «Вектор», сахăр кăшманĕ кăларакан комбайн туянать. Паркра çĕнĕ тракторсем курăнма пуçлаççĕ: Т-150, МТЗ-83, К-700. Унсăр пуçне пĕрчĕллĕ культурăсем упрама 3 пин тонна кĕрекен складсем туса лартать.
Ÿсен-тăран çитĕнтерес тытăма пуçĕпех кÿлĕнет вăл – хуçалăхĕ вырмара çулран çул пысăк кăтартусем çĕнсе илме пуçлать.
Çанталăк хĕвеллĕ, типĕ, çумăрсăр чухне те Артем Николаевичăн кĕрхи тулă тухăçлăхĕ гектартан 25-30 центнертан пĕчĕк пулман.
Пĕлтĕр тухăçлăхĕ – 62 центнертан иртнĕ. Хушма хуçалăхра Кунтикав чăвашĕ выльăх-чĕрлĕх тытать. Ĕççи вăхăтĕнче комбайнер-механизаторсене çитерме, çемьене тăрантарма та какай кирлĕ.
Ăнăçăвне Артем Николаевич тăван коллектив тăрăшулăхĕпе çыхăнтарать. Унта вĕсен ăнланулăх, çынлăх хуçаланнăран ĕç те ÿсĕнет. Механизатор-комбайнерсем тÿлевпе кăмăллă, ĕç вырăнне хаклаççĕ.
Тивĕçлĕ укçа тÿленисĕр пуçне вĕсене чĕр тавар параççĕ. Кадрсен çитменлĕхĕ мĕнне кунта пĕлмеççĕ.
Хуçалăх ури çинче çирĕп тăрсан та пĕр йывăрлăхсăр мар паллах. Кăшăлвирус пандемийĕ ял хуçалăхне те тĕкĕнмесĕр хăвармасть.
– Ÿсен-тăран вăрлăхĕсем хакланчĕç. 2 гектар хĕвел çаврăнăш акма 11 пин тенкĕлĕхвăрлăх туянмалла. Тулă, урпа, чĕкĕнтĕр те йÿнĕ мар. Хими препарачĕсемпе удобрени вăтамран 200 процент таран ÿсрĕç. Халь тин кăна ак кĕркунне çĕре им-çамласа хăварма удобрени туянса килтĕмĕр. 1 килограмĕ 40 тенке ларчĕ. Тулă хакланчĕ, вăтамран 15-18 тенкĕ пулсан удобрени кăларакансем те çывăрмаççĕ – пĕлтĕрхипе танлаштарсан хăйĕн продукцине 2 хут ÿстерчĕç. Техника та 70 процентран пуçласа 2 хут хакланчĕ. Хресчен çулталăк тăршшĕпех вăй хурса тулă, урпа, хĕвел çаврăнăшĕпе пылак тымар сутса тăкаксене пĕтĕмпех саплаштарайĕ-ши? Çакă канăçсăрлантарать мана та.
Техника паркне çĕнетессипе те ĕçлет Артем Маслов. Чи пысăк шанăçпа фермер патшалăх çине пăхать. Паяна вĕсем кĕрхи çĕртмене ирттернĕ, удобрени хывĕç те техникăна çуракиччен тирпейлесе лартĕç.
– Ĕççи вăхăчĕ çитиччен самаях чупкалама тивет. Бензин 50-60 процент таран хакланчĕ. Пысăк тăкаксенчен асăрханса çураки валли эпир удобрение кĕркуннех туянса хума тăрăшатпăр. Çителĕклĕ таран вăрлăх хатĕрлетпĕр, – терĕ Артем Николаевич. – Облаçри ял хуçалăх тытăмĕ регионти правительствăпа ял хуçалăх министерствин хавхалантарăвне туясшăн. Гектаршăн тÿлекен субсидиех илер. Хальлĕхе вăл 250 тенкĕ. Ял ĕçченĕсене Алексей Русских губернатор тимлĕх уйăрма хатĕррине пĕлтерчĕ. Ку аван. Ял çыннисем мăйракаллă шултра выльăх тытма пăрахни те кулянтарать хуçана. Нумаях пулмасть кĕтĕве 220 ытла ĕне тухнă пулсан паян 40-е те çитмест.
Ыркăмăллăхăн чикки çук теççĕ. Фермер ялти ватăсене, ĕçпе вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, вăрçă ачисене, хÿтлĕхсĕр çынсене пулăшу пама ÿркенмест. Кăçал та çăвăн 9-мĕшĕ тата Ватăсен кунĕ тĕлне апат-çимĕç пуххипе савăнтарнă. 60 ытла пайщика та тивĕçлĕ тÿлевпе, парнепе хавхалантарнă. Ялта, шкулта иртекен пысăк мероприятисен спонсорĕсенчен пĕри те вăл.
Пултаруллă çамрăк ертÿçĕ, ял хуçалăхне чунĕпе парăннă çын. Нумай чухне ашшĕпе Николай Артемьевич Масловпа канашлать вăл. Аслин шухăшне тĕпе хурать. Тен, шăп çакă ăна хăйĕн ĕçне-хĕлне тĕрĕс те тухăçлă йĕркелесе тытса пыма, йывăрлăхсене хирĕç тăма пулăшать те. Хăйĕн пĕлĕвне, опытне, вăйне-халне Артем Маслов тăван Кунтикавĕпе ял хуçалăхĕн, районĕн пурнăç пахалăхне тата экономикине аталантарнă çĕре ярать. Юратнă çемйине шаннăшăн, хавхалантарнăшăн тав тăвать.

Алена АЛЕКСЕЕВА.
Чăнлă районĕ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title