Атте – Аслă вăрçă салтакĕ

18 марта 2021 11:00

Пирĕн атте Александр Иванович Лаптиков 1918 çулта Кивĕ Улхашра çуралнă. Васса Васильевна Узериновăпа çемье çавăрнă хыççăн ăна 1939 çулта салтака илсе кайнă. Вăл 1941 çулхи çурлан 1-мĕшчен Забайкальски çар округĕнче хĕсметре пулнă.
Юпан 20-22-мĕшĕсенче вĕсен дивизине Куйбышев хулине илсе каяççĕ. 1941 çулхи чÿкĕн 7-мĕшĕнче ульяновецсем В.В. Куйбышев лапамĕнче ирттернĕ парада хутшăнаççĕ. Парада йышăнакансем – Совет Союзĕн маршалĕ К.Е. Ворошилов тата СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн председателĕ М.И. Калинин, Куйбышев облаçĕн ертÿçисем .
Çак мероприяти хыççăн вĕсене Волховски фронтне илсе кайнă. Пирĕн аттепе пĕрле Кивĕ Улхаш чăвашĕ Илья Сваев тата Пухтел çынни Федкул Бокеев пулнă. Вăсем вăрçăран ырă-сывă таврăннă. Пĕр-пĕрин патне хăнана çÿретчĕç.
Аттерен Аслă вăрçăн тумхахлă сукмакĕсем, совет салтакĕн хăюлăхĕпе хастарлăхĕ çинчен ыйтса пĕлеттĕмĕр. Александр Лаптиков нимĕç фашисчĕсемпе танк десанчĕн разведчикĕ пулса çапăçнă. 1942 çулта Тихвин хули патĕнче аманать вăл. Иваново хулинче госпитальте выртнă хыççăн ăна киле яраççĕ. Çур çултан кăштах сипленсен татах строя тăма юрăхлă пулать. Вăл 1944 çулхи çĕртме уйăхĕччен Ульяновскри Атăл юхан шывĕ урлă каçаракан кĕпере (халĕ Император кĕперĕ) зенитчик пулса хураллать.
Унтан Кивĕ Улхаш чăвашĕн çарти çул-йĕрĕ Польша çĕрĕ çинех çитсе ÿкет. Познань хулинче 1945 çулхи нарă (февраль) уйăхĕнче разведкăна кайсан вĕсен машинине фауст снаряд лекет. Нумайăшĕ вилнĕ. Аттен пит-куçĕ çуннă, аллисем суранланнă. Ăна санитарсем шыраса тупса Люблин хулине госпитале ăсатнă. Кăшт çăмăллансан Арменири Степанакерт хулинех çитернĕ. Унта 1945 çулхи çăвăн (май) 22-мĕшченех пулнă. Вăл вăхăтра Аслă вăрçă чарăннă ĕнтĕ. Атте тăван яла таврăннă.
Ентешĕсем Александр Иванович Лаптикова Лапчăк Элександр тесе чĕнетчĕç. Улхаш ял тăрăхĕнче ăна патвар та яштака пÿ-силлĕ, вашават, ăшă кăмăллă çын пек пĕлнĕ.
Юратнă мăшăрĕпе, пирĕн аннепе, питĕ килĕштерсе пурăннă, 6 хĕрпе ‚ 2 ывăл çуратса ÿстернĕ.
Паян 12 мăнук, 15 кĕçĕн мăнук. Çакă çутă тĕнчере ытарайми хаклă çынсен ырă ĕçне малалла тăсакансем пурришĕн савăнатпăр. Паян ав эпир, Лаптиковсем, ав мĕн чухлĕн! Вĕсем çамрăк ăру тăнăçлă пурнăçпа киленсе пурăнччăр тесе фронтра та, уйра та кĕрешнĕ, çемье хунатăр, тĕреклĕ пултăр тенĕ.
Васса Васильевнăпа Александр Иванович пурăннă пулсан паян ăнăçуллă мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăннă пулĕччĕç. Кĕçĕн мăнукĕсенчен пĕри, Ульяновскра пурăнакан Алена Дергунова, нумаях пулмасть хăйĕн мăн кукашшĕн А.И. Лаптиковăн фронтри паттăрлăхĕ çинчен сочинени çырса пĕтĕм Раççей конкурсĕн регион тапхăрĕнче çĕнтерчĕ. «Çĕнтерÿçĕсен кĕçĕн мăнукĕсем (çемье историйĕнчен пуçласа – çĕршыв историйĕ таран)» темăпа янă хайлав 34-мĕш шкулта çеç мар, облаçĕпе чи мала тухрĕ. Хамăр йăх-несĕлтен тухнă геройпа маттурскер Раççей шайĕнче паллаштарма пултарчĕ.
Аттепе аннене пире пурнăç парнеленĕшĕн, ăс панăшăн тав тăватпăр. Пирĕн астăвăмран нихăçан та тухас çук вĕсем – хаклă хисеплĕ çынсем.

Нина РОМАНОВА.
Чăнлă районĕ.
Çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕк.

Фото

Location for : Listing Title