Авăн уйăхĕн гороскопĕ

26 августа 2021 09:03

ТАКА (Овен) – 21.03 – 20.04.
Пултарулăхăра пула уйăх пуçламăшĕнче чи кăткăс ыйтусене çĕнтерме пултаратăр. Ĕçре роман пулма пултарать. Тен, вăл нумая тăсăлмĕ, анчах карьерăшăн усăллă пулĕ. Çемьеллисен пурте йĕркеллĕ, тăвансемпе – килĕшÿ, ачасем çитĕнÿсемпе савăнтарĕç.


ВĂКĂР (Телец) – 21.04 – 21.05.
Сентябрь пуçламăшĕнче тупăш илесси, парăма тавăрасси, еткерлĕхе кĕресси – сирĕншĕн. Укçа çителĕклĕ пулнипе тахçанхи ĕмĕте пурнăçа кĕртетĕр – юратнă çынпа çулçÿреве каятăр. Уйăх вĕçĕнче ĕçре улшăнусем пулаççĕ. Сире ку пырса тивмест.


ЙĔКĔРЕШСЕМ (Близнецы) – 22.05 – 21.06
Иккĕленме пăрахăр. Хăвăр палăртнă çулпала çирĕппĕн утăр. Шанăçран тухнă çынсемпе çыхăнăва татăр. Ку бизнеса пырса тивет, ĕçтешсене тăрă шыв çине кăларатăр. Ăнлантарнине итлемелли, каçармалли вăхăт. Харпăр пурнăçăрта лайăх.

 
РАК – 22.06 – 23.07.
Бюджета планласси – ку уйăхри тĕп тĕллев. Тăкаксем нумай пулаççĕ. Парăма ан кĕрĕр. Ĕçре веçех тĕрĕслесе, пăхса тăрăр. Отпуска ноябрьте кайăр. Çывăх çын юрату çинчен пĕлтерессе кĕтĕр: пĕчченнисемшĕн ку ырă хыпар, çемьеллисемшĕн – пăшăрхану.

 
АРĂСЛАН (Лев) – 24.07– 23.08.
Кил-çурта тирпей кĕртетĕр: интерьера çĕнететĕр, юсав ĕçĕсене ирттеретĕр. Йывăрлăхсем çемьене пĕрлештерĕç, мирлештерĕç. Пĕчченисене ĕçри роман кĕтет. Вăл мĕнпе вĕçленесси сиртен кăна килет. Ĕçри хирĕçÿсене ан хутшăнăр, кĕвĕçекенсене ан итлĕр.

 
ХĔР (Дева) – 24.08 – 23.09.
Депрессие кĕрсе ÿкес мар тесен нумайрах ĕçлĕр. Çапла эсир карьера тăватăр, хăвăра хĕсĕрлекен шухăшсенчен таратăр. Çемьере йĕрке. Тунсăхлама сăлтав çук пек, анчах чун вырăнта мар. Лавккасене тухса çÿрĕр, кафере ларăр, куравсене çÿрĕр.

 
ТАРАСА (Весы) – 24.09 – 23.10.
Суйлав умĕнче тăратăр: тус-и е юратнă çын-и?
Кама ытларах вăхăт уйăрмалла? Юратнă çын кĕ-вĕçни ывăнтарнă. Эсир пĕрне суйласа илме хатĕр. Ан васкăр, шухăшласа пăхăр. Сентябрьте ачасене ытларах тимлĕх кирлĕ пулать.


СКОРПИОН – 24.10 – 22.11.
Пуçĕпех ĕçе путатăр, кунта интереслĕ проект, çĕнĕ должноç кĕтеççĕ. Пултарулăхăра кăтартатăр. Ĕç укçи е должность ÿсессе, вĕренме каймалли грант илессе шанăр. Юратнă çынпа кăштах харкашатăр. Пĕр-пĕрне хакласан мирлешÿ çулне часах тупатăр.

 
УХĂÇĂ (Стрелец) – 23.11 – 21.12.
Ку уйăхра пĕрисене романтикăллă паллашу кĕтет, теприсене – ятлă-сумлă çынпа çыхăну, виççĕмĕшсем пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти спонсорĕ пулма хатĕр çынпа паллашĕç. Çак уйăхри çитĕнÿсем çитес çур çулшăн пĕлтерĕшлĕ пулĕç.

 
ТУ КАЧАКИ (Козерог) – 22.12 – 20.01.
Укçана пысăк та пĕлтерĕшлĕ проектсене хывмалли тапхăр. Эсир услам ĕçне уçма, хваттер е ытти куçман пурлăх туянма пултаратăр. Укçапа çыхăннă ĕçсем ăнăçлă пулĕç, çавăнпа тата нумайрах ĕçлесе илес килĕ. Çемьере ăнлану, пĕр-пĕрне пулăшатăр.

 
ШЫВТĂКАН (Водолей) – 21.01 – 19.02.
Малти вырăнта харпăр пурнăçĕ пулĕ. Шăп çакăнта лăпланупа ăшă туйăмсем тупатăр. Ĕçре йывăрлăх, коллектив та пуçлăхсенчен хăранипе пулăшаймĕ. Эсир кунпа мирлешместĕр, кулянатăр. Хăвăр тĕрĕссине ĕнентерме бюрократин темиçе сийĕ витĕр тухма тивĕ.

 
ПУЛĂСЕМ (Рыбы) – 20.02 – 20.03.
Пурнăçăн кашни тытăмĕнче парне кĕтет. Юратнă çын туйăмĕсем пирки пĕлтерĕ, карьера картлашкипе хăпаратăр. Пурăнмалли вырăна улăштарасси çинчен шухăшлатăр, вариантсем шыратăр. Пур пуçарусемшĕн те ăнăçлă вăхăт. Пĕтĕм тĕллеве кĕске вăхăтра тата вăй хумасăрах пурнăçлатăр.


Ку уйăхри ăнăçлă кунсем – 8, 12,13, 16.
Ăнăçсăррисем – 1, 3, 4, 6.

Фото

Location for : Listing Title