Аваллăха упраса, пуласлăха ĕненсе

28 ноября 2022 09:00

«Губернаторский» Халăхсен туслăхĕн керменĕнче «Нарспи» наци костюмĕн фестивалĕ иртрĕ.
Чăваш халăх тумĕ ламран лама куçса пырать. 3-мĕш пинçуллăх пуçламăшĕнче те вăл аталанни, художниксене, дизайнер-модельерсене, халăх ăстисене, тĕпчевçĕсемпе культурологсене кăсăклантарни савăнтарать паянхи ăрăва.
Фойере ĕçлев ÿнерĕпе декораци ăсталăхĕн куравĕсем ĕçлерĕç. Вĕсенче чăваш тĕрриллĕ кĕпесемпе пуçа тăхăнмалли япаласене, капăрлăхсене курса савăнтăмăр, алăпа тыта-тыта пăхрăмăр.
Регионсем хушшинчи мероприятие çĕр пин тĕрĕллĕ, çĕр пин сăмахлă халăхăн кĕпи-тумне курма çынсем ырă кăмăлпа килсе çитнĕччĕ. Хăйсен пултарулăхĕпе Наталья Новоселец, Елена Уресметова (Ульяновск), Татьяна Серебрякова (Чăнлă районĕ) дизайнер–модельерсем, Тамара Севастьянова эреш ăсти паллаштарчĕç. Кунта Олег Мустаевăн харпăр музей коллекцийĕнчи кĕпесене курса киленмемай пулчĕ.
Регионти паллă ал ăстисен çи-пуçне кăтартма культурăпа çут ĕç тата музыка училищисен студенчĕсем, «Сарпике» конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсем, Мода театрне çÿрекенсем, вырăнти хастар чăвашсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ пулăшрĕç.
Фестивалĕн концерт программине Чăваш Республикин тата Ульяновск облаçĕн пултарулăх коллективĕсем хутшăнчĕç: ташă ушкăнĕ «Флеш», чăваш юрă ансамблĕ «Мерчен» тата ыттисем.
«Çавал» эстрадăпа фольклор ансамблĕн хавхалантаракан юрриташши куракансемшĕн чăн-чăн парне пулчĕ. Олег Мустаев музейĕнчи харпăр тумсен «Аваллăхра – пуласлăх» коллекцийĕпе пуçланчĕ кăтарту.
Олег Николаевичăн мăшăрĕ Елена Мустаева хатĕрленипе иртрĕ вăл. Илемлĕ чăваш тумне тăхăннă хĕрхĕрарăмсем сцена çине тухрĕç, çи-пуç çинчи тĕрĕсемпе, илемлĕ саппунсемпе, анатри, вăта, вирьял чăвашĕсен тĕрлĕ тĕслĕ кĕписемпе тĕлĕнтерчĕç.
– 19-мĕш ĕмĕртен тытăнса анатри чăваш хĕрарăмĕсем пирсене тĕрлĕ тĕссемпе пĕветме пуçланă, улача (клеткăллă) тунă. Çавăнпа та çав çулсенчен пуçласа кĕписен çÿлти пайĕ улача пулнă, арки вĕçĕсене пĕр тĕслĕ пиртен, каярах  çитсăран çĕленĕ. Анатри чăвашсен хĕрарăмĕсен çи-пуçĕнче Сурпанпа чăлхи (тăли) кăна шурă пулнă.
Ытти тумĕ – улача. Кĕпи тутарсенни пек те, вырăссенни пекрех те пулнă. Хĕрарăмсен саппун аркине кăна мар, кĕпи аркине те тĕрлесе илемлетнĕ. Тĕррисем пысăк тата нумай пулнă. Пуçне вĕсем тутăр çыхнă, вĕçĕсене тата хĕррисене тĕрлесе илемлетнĕ. Чăвашсен калаçăвне кура кăна мар, тумне, культурине кура тури (вирьял), вăтам тата анатрисем çине пайланă. Ку коллекцири пĕр экспоначĕ – вăтам чăвашсен шурă пиртен çĕленĕ кĕпи. Вăл та икĕ аркаллă. Анчах та пăр арки вăрăм, тепри – вĕçĕнче ансăртарах. Кĕпе арки вĕçĕсене вĕтĕ тĕрĕпе тата чĕнтĕрпе хитрелетнĕ. Тĕрĕсенче хĕрлĕпе тата хура тĕспе усă курнă. Шурă тĕс чăвашсемшĕн асамлă шутланнă. Ку тĕсе Турă юратать тенĕ. Ытарлăн каласан, чăвашсене Хĕвелĕн ачисем теме те пулать. Шурă – тасалăх, тĕрĕслĕх, ăс символĕ.
Хĕрлĕ тĕс нумай чăвашсен тумюмĕнче. Вăл вут-кăвар, хĕвел, пурнăç тĕсне, юратăва, хастарлăха палăртать. Хура тĕс – тухăç паракан Çĕр-Аннемĕр палли. Хĕрлĕпе хура тĕссене килтерсе тĕрлени пурнăç пуçламăшне, мăшăрланнине пĕлтерет, – вулать «Нарспи» ертÿçи Ирина Лампасова Олег Мустаев 1970 çулта пухма пуçланă кĕпесем çинчен.
Çĕнĕ Улхашра ĕçлесе пурăнакан Татьяна Серебрякова хăйĕн коллекцине «Чăваш тумĕн асамлă тĕнчи» тесе ят панă. Хальхи вăхăтри стильлĕ чăваш кĕписем тĕссен асамлăхĕпе, модельсен хăйнеевĕрлĕхĕпе, тĕрĕ-эреш илемĕпе килентерчĕç.
Вĕсемпе Чăнлă районĕнчи «Нарспи» юрă ансамблĕн юрăçисем, Çĕнĕ Улхашри шкул ачисем, сарпикесем паллаштарчĕç.
Наталья Новоселец модельердизайнер ача-пăчапа çамрăксем тата аслă ăрури ентешсем халь тăхăнакан тата сцена çине тухмалли кĕпесемпе паллаштарчĕ. Унăн коллекцийĕ «Çулталăк вăхăчĕсем» ятлă. Наталья Геннадьевнăн кĕпетум пуххи тата чаплăрах пултăр тесе Сергей Кольцов художниктĕрĕçĕ хутшăнни паха.
– Пире Наталья Новоселец кăтартăвĕ хăйнеевĕр спектакль пек туйăнчĕ. Унăн пуçламăшĕ, аталанăвĕ, кульминацийĕ, вĕçĕ пур. Модельерсем подиум çине тухмассерен халăх тăвăллăн алă çупрĕ. Кĕçех – Çĕнĕ çул. Наталья Геннадьевна Хĕл Мучийĕсемпе Юрпикисем те илемлĕ тĕрĕллĕ тумпа пулни тĕлĕнтермĕш мар-и-ха? Тавтапуç фантазишĕн, ылтăн алăсемшĕн, – терĕ Лариса Бульбова ятарласа ĕçрен ыйтса килнишĕн ÿкĕнменнине палăртса.
«Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» ят панă Елена Уресметова маçтăр хăй хатĕрленĕ чăваш тумĕн пуххине. Асаннесемпе кукамайсен пилĕпе упранса юлнă чăваш халăх кĕпи-тумĕн илемне çухатмасăр малалла аталантарас тĕллевпе ĕçлет Елена Леонтьевна.
Анатри чăвашсен кукамăш арчинче сыхланса юлнă тĕрĕллĕ мул та пур унăн коллекцийĕнче. Ăста тĕрлĕ пусма-таварпа ĕçлени куçкĕрет: кукамăшĕ алăпа тĕртнĕ шурă тата улача пир, амăшĕ çыхнă чĕнтĕр, хальхи вăхăтри пир-авăр. Алăпа тĕрленĕ, шăрçа тирсе укçа-тенкĕпе капăрсем хатĕрленĕ, сăрăпа сăрласа илемлетнĕ, çĕвĕ машинипе тĕрлессине те алла илме тăрăшнă. Модельер тумĕсемпе «Палнай» юрăçисем Нинăпа Анатолий Еграшкинсем тата хулари 79-мĕш гимнази ачисемпе ашшĕ-амăшĕ палаштарчĕç.
Ялавăр маçтăрĕ Тамара Севастьянова фриволите тата Вологда чĕнтĕрĕн техникипе çыхнă эрешĕсене кăтартрĕ. Тĕлĕнмелле илемлĕ япаласем (тутăрсем, çухасем, салфеткăсем, шарфсем...) илсе килнĕ Тамара Николаевна Çинкĕл районĕнчен. Халиччен нумай хутчен куравсене хутшăннăскер те хавхалансах килнĕ. «Хам савăнатăп ку ĕçсене курсан. Çынсем те савăнаççĕ», – тет вăл.
– «Нарспи» фестивале хутшăннă ĕçтешсене пурне те уявшăн чĕререн тав тăватпăр: модельерсене чаплăн хатĕрленсе килнишĕн, пултарулăх коллективĕсене – тĕлпулăва юрри-ташшипе илем кÿнишĕн, Ульяновск облаçĕнчи Наци культурисене çĕнетсе аталантаракан центрти чăваш пайĕн пуçлăхне Ираида Гаврилована – пуçарупа çÿллĕ шайри йĕркелÿ ĕçĕсемшĕн, уяв спонсорĕсене – ырă кăмăлшăн, – терĕç УОЧНКА председателĕ Владимир Бабайкин тата НКÇАЦ директорĕ Светлана Ковшенина дизайнер-модельерсене дипломсем тата парнесем парса.

Елена АЛЕКСЕЕВА,
Елена ФЕДОРОВА.
Автор тата интернетри сăнÿкерчĕксем.



Фото

Location for : Listing Title