Автономин ĕç планне йышăнчĕç

25 ноября 2021 09:00

Чÿкĕн 23-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ 2022 çул валли ĕç планĕн проектне пăхса тухрĕç, ĕçтăвком комитечĕн пайташĕсем ăна пĕр саслăн пулса йышăнчĕç. Лару ĕçне Ульяновск область губернаторĕн шалти политика управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Паховский хутшăнчĕ.
УОЧНКА ĕçтăвкомăн комитечĕсене ертсе пыракансем маларах хăйсен ĕç планĕсене пачĕç.
Вĕсене пурне те пĕрле пуçтарса çитес çула 100 ытла мероприяти палăртрĕç. Тĕп ĕçсемпе УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев паллаштарчĕ. Нумайăшĕ вĕсенчен тăван культурăна сыхласа хăварассипе, аталантарассипе пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2022 çулта область Акатуйне çĕртмен (июнĕн) 4-мĕшĕнче ирттерме планланă. Çаплах ĕç планĕнче – виçĕ кунлăха Шупашкара экскурсие каясси, Чĕмпĕр облаçĕнчи Çĕнĕ Улхашра тухнă паллă художник Василий Дмитриев çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă, Виктор Аванмартăн, Елена Уресметова ĕçĕсен пысăк куравĕсене, И.Я. Яковлев ячĕллĕ тата Аслă вăрçăн чăваш паттăрĕсене халалланă ирĕклĕ кĕрешĕвĕн турнирĕсене ирттересси, «Шевле» литература пĕрлешĕвĕ йĕркеленнĕренпе 25 çул, Ульяновск облаçĕнчи чăваш таврапĕлÿçисем чăмăртаннăранпа 30 çул çитнине халалланă, чăваш çыравçисен регионсем хушшинчи конференцийĕсене, Яковлев кунĕсене йĕркелесси, И.Я. Яковлев çуралнă çĕршывне çитсе килесси тата ытти те.
Сергей Паховский УОЧНКА ĕç планне ырларĕ, вĕсенчен нумайăшĕ область шайĕнче пулнине палăртрĕ. Çавăнпа та вĕсене регионти вĕрентÿ, культура, спорт министерствисен тата муниципалитетсен ĕç планĕсене кĕртме сĕнчĕ. Çаплах ларура Чăнлă районĕнчи автономи председательне Анатолий Узикова Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕпе тата парне парса чысларĕç.

Дана СВЕТЛОВА.
И. Данилова сăнÿкерчĕкĕсем.

Фото

Location for : Listing Title