Букварь историйĕ

26 апреля 2021 08:28

Çапла майпа чăваш алфавичĕ йĕркеленнĕ. Вăл 1938 çулччен чăваш орфографийĕнчи çĕнетÿ тапхăрĕччен тытăнса тăнă. Çак алфавит никĕсĕнче 1871 çулта И.Я. Яковлев чăваш чĕлхипе çĕнĕ букварь тунă. XIX ĕмĕрти 70-90 çулсем хушшинче вăл чăваш чĕлхипе кăларнă тĕп пухă пулнă.
1872 çулхи çурла (август) уйăхĕнче Чĕмпĕр уес училищинче педагогика курсне пĕтернĕ хыççĕн А. Рекеева Вăта Тимĕрçен шкулĕн вĕрентÿçине лартаççĕ. Ял шкулне янин сăлтавĕ çĕнĕ чăваш букварĕн пахалăхне тĕрĕслесси. И.Я. Яковлев хăйне çывăх çын урлă букварĕн ырă енĕсемпе çитменлĕхĕсене тĕрĕслесе пăхас тенĕ.
Халăха çутталла туртакан çын çĕнĕ ăнлавсен пĕлтерĕшне уçса панă чух чăваш чĕлхипе усă курмаллах тесе шутланă. Çакă ачасене вĕренÿ программине çăмăллăнах ăнланма май панă.
Анат Тимĕрçен музейĕнче 1904 çулта чăвашсем валли кăларнă букварь – «Букварь для чуваш» (Чĕмпĕр. О.М. Сысоев типографийĕ, Панская урамĕ, харпăр çурт. 1904 çул) – упранать. Ку кĕнеке Ксения Григорьевна Григорьевăн (1887-1942 çç.) харпăрлăхĕ пулнă. Ксения Григорьевна пĕр чарăнмасăр 35 çул хушши Анат Тимĕрçенти пуçламăш шкулта ĕçленĕ. Вăл ялта çĕнĕ пурнăç тунă чи хастар çынсенчен пĕри. Хут пĕлмен çынсен хушшинче пысăк ĕç илсе пынă, вĕсене çырма-вулама вĕрентнĕ. Ачасене нумай çул ăс тата пĕлÿ панăшăн Ксения Григорьевăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе тата «Халăх çут ĕçĕн отличникĕ» паллăпа наградăланă.
1907 çулта И.Я. Яковлев хавхалантарнипе Анат Тимĕрçенте земство шкулне уçнă. Кунта пирвайхи вĕрентекенсем пулса Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă Николай Иванович Павловпа унăн арăмĕ – Ксения Григорьевна килсе çитнĕ. Боронихинсем патĕнче чул çуртăн иккĕмĕш хутĕнче пурăннă. Ачасене харпăр çуртсенче вĕрентнĕ.
Николай Иванович ертÿçĕ пулнă, шкул хăпартма ĕмĕтленнĕ. 1913 çулта Аслă урамра хĕрлĕ кирпĕчрен икĕ комплектлă шкул çĕкленсе ларнă. Анат Тимĕрçене кĕпĕрне земствинчен шкул тума ирĕк паракан хут илсен Николай Иванович хресченсем патне пулăшу ыйтса йыхравпа тухнă. Ял-йыш кĕттермен, сас панă, туслă пулса хăйсен лашисемпе Чĕмпĕртен кирпĕч тата строительствăра кирлĕ ытти материала турттарнă.
Ксения Григорьевна Григорьевăпа Николай Иванович Павловăн виçĕ ачи – Валериан Николаевич Павлов, Нина Николаевна Дубова тата Раиса Николаевна Кузнецова – амăшĕпе ашшĕн профессине суйласа илсе вĕрентÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Анат Тимĕрçенти вĕрентекенсен çемйи чăн-чăн династи пуçламăшĕ пулса тăнă. Чăваш ачисем хушшинче ырă вăрлăх акас вилĕмсĕр ĕçе вĕсен ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем тăсаççĕ – кукамăшĕн, асламăшĕн, кукашшĕн, аслашшĕн Иван Яковлев уçнă чăваш шкулĕнче ăса хывнă ырă йăли-йĕркине ламран лама куçарса, упраса пурăнаççĕ.

Валентина АНДРИХОВА.
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен ялĕ.

Фото

Location for : Listing Title