Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Яков Гаврилович Ухсай çуралнăранпа 110 çул çитрĕ (1911).

26 ноября 2021 08:15

Яков Гаврилович Ухсай Пушкăртстан Республикин Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче çуралнă. 1925 çулта Пишпÿлекри хресчен çамрăкĕсен шкулĕнче, унтан Ĕпхÿри педагогика институчĕн хатĕрлев уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕ. Пушкăрт АССР Халăх Комиссарĕн Совечĕ çумĕнчи наукăпа тĕпчев институтĕнче ĕçленĕ. 1930-1933 çулсенче Мускаври М.В. Ломоносов ячĕллĕ университетра вĕреннĕ, студент чухнех «Коммунар» хаçат ĕçне хутшăннă. 1934 çулта Я. Ухсай Чăваш писателĕсен союзĕн правленийĕн секретарĕ пулнă, Ульяновскри тата Патăрьелĕнчи педагогика училищисенче вĕрентнĕ (1936-1939).
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче поэт фронтра пулать. Совет Çарĕн паттăр воинĕсемпе пĕрле Атăл хĕрринчен Шпрее патне çити утса тухнă.
Çар хаçатĕнче ĕçленĕ, совет салтакĕсен паттăрлăхĕ çинчен нумай сăвă-поэма çырнă. 1946 çулта киле таврăннă, 1949 çулччен кĕнеке издательствин редакторĕ пулнă.
Я. Ухсай çырнисем шухăшпа сăнар хăйне евĕрлĕхĕпе палăрса тăраççĕ. Вăл сăвăлла трагедипе сăвăлла роман жанрĕсене аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнă. Унăн «Кĕлпук мучи», «Çĕр», «Шурă хурăнпа калаçни», «Чапаевпа тĕл пулни», «Ача чухнехи çăлтăрăм» поэмисем, «Ту урлă çул», «Акăшкÿл» сăвăлла романĕсем, «Хура элчел», «Тутимĕр», «Шуйттан чури» трагедийĕсем Ухсай чăн-чăн сăмах ăсти пулни-не туллин çирĕплетсе параççĕ.
Поэта Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ (1945), Чăваш халăх поэчĕ (1950) ятне панă, Ленин, Октябрьти Революци, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп Палли», икĕ хутчен Аслă вăрçă орденĕсемпе наградăланă, унăн ятне Чăваш АССР Ĕçпе Паттăрлăх мухтавĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. Ăна Чăваш АССР Патшалăх премине (1971), РСФСР А.М. Горький ячĕллĕ Патшалăх премине (1972) панă.
Я. Ухсай 1938 çултанпа СССР Писателĕсен союзĕнче тăнă.
Поэт 1986 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Пушкăрт Республикинчи Слакпуç ялĕнче пытарнă, ун ячĕпе музей комп-лексĕ йĕркеленĕ.



Чăваш чĕлхи

Тĕтреллĕ Висла леш енче çÿреп-и,

Кĕретĕп-и Карпат ту чакăлне,

Ăçта кайсассăн те, илтетĕп эпĕ

Тăван чĕлхемĕн тунсăх сассине.


Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм,

Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.

Санпа ман халăх чунĕ те илемĕ

Çÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе.


Юрланă чух сассу хитре те уçă:

Итлет вăрман та хир те янраса.

Чулсем çинчи канми-тăми çăлкуçĕ

Юхса йăпаннă пек сассу таса.


Екки ярса ачашшăн калаçмалăх

Çулла çап-çутă уйăх шевлинчен

Туса сана шăратнă манăн халăх,

Сана шăварнă шăпчăк юрринче.


Анчах та халăхăн çилли хаяррăн

Чĕре тулли йÿçсе тапса тухсан,

Чăваш чĕлхи, чĕлхемĕм, шĕл кăваррăн

Çунать вăю та сан, юрру та сан.


Сана хăрушă кунсенче касмалăх,

Йыхравлăн кĕрлеме кĕрешÿре

Хĕвелĕн çуттипе туптанă халăх,

Сана савса шăратнă çиçĕмре.


Сана йăваш теме кам хăюлланĕ,

Сана кам хурлĕ халĕ çĕр çинче, –

Итлерĕм эпĕ, гварди капитанĕ,

Сана вутри Воронеж хирĕнче.


Çулла – тусан, хĕлле – юр юнлă, тарăн,

Ялсем те хуласем çинче хĕлхем.

Танкра та нÿрлĕ окопра тăнларăм

Тĕреклĕ сассуна, тăван чĕлхем!


Орел та Прага, Киев та Варшава,

Белград та, Будапешт та, Порт-Артур...

Татти-сыпписĕр пычĕ вăрçă шавĕ.

Унта чăваш чĕлхин те пайĕ пур.


Тăван чĕлхемĕмçĕм, тăванлă эсĕ

Пуян та çирĕп вырăс чĕлхипе.

Инкек те терт, асап та хур пĕлмесĕр

Янра та савăн аслă пиччÿпе!


Тăшман тесен – çиллен, кĕрле кĕр те кĕр,

Туссем тесе – сар кайăкла ян-ян.

Хитре сассу та шухăшу ĕрчетĕр,

Кĕрхи уйри илем пек пул пуян!


Сана паян тиркевлĕ хурлаканĕ

Ăçта кам пултăр пысăк çĕр çинче, –

Мухтатăп эпĕ, гварди капитанĕ,

Сана хĕвел пек уйăх умĕнче.

Фото

Location for : Listing Title