Ульяновскра тăван чĕлхепе литература вĕрентÿçисен йăлана кĕнĕ форумĕ иртрĕ.
Ăна Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланă. Тутар культура центрне министрсемпе учительсем, обществăлла юхăмсен хастарĕсем, наци чĕлхисен инспекторĕсем, учительсем пуçтарăннăччĕ. Фойере куравсем ĕçлерĕç. Чăваш наци апачĕпе Чăнлă районĕнчи Кунтикав вăтам шкулĕ хăналарĕ.
Ĕçлĕ пухăва Ульяновск облаçĕн губернаторĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Коробко уçрĕ. Александр Михайлович вырăнти халăхсем калаçакан чĕлхесем Раççей мулĕ пулнине çирĕплетрĕ, вĕрентекенсене вĕсен çăмăл мар, анчах та хавхалануллă, сăваплă ĕçĕнче ăнăçу сунчĕ. Чи пултаруллă тăван чĕлхе вĕрентÿçисем, кружоксен, факультативсен ертÿçисем тÿре аллинчен сумлă наградăсем илме тивĕçлĕ пулчĕç. Чăвашсенчен губернаторăн Тав çырăвне Ульяновскри 20-мĕш ача сачĕн воспитателĕ Ирина Антонова тивĕçрĕ.
Вырăнти ăспарупа çут ĕç министрĕ Наталья Семенова тăван чĕлхепе литературăна, культурăна вĕрентес лару-тăру облаçра еплерех шайра пулнипе паллаштарчĕ.
– Мĕн каласси – темиçе чĕлхе пĕлекен ачасем ыттисенчен самай ăслăрах, тавçăруллăрах. Тăван чĕлхене паян киле ачасем илсе пыраççĕ. Ача сачĕсенче, шкулсенче вĕренекенсем юрă-сăвă, конкурссем, квестсем урлă ашшĕ-амăшне тăван сăмахсене аса илтереççĕ. Çакна кура аслисем тăван чĕлхене юратма пуçлани суя сăмах мар, чăнлăх. Пирĕн çамрăк ăру – информаци культурин элчисем. Калăр-ха мана: интернетра çынсене тăван чĕлхепе кăсăклантарса яракан япаласем нумай-и?
Икĕ алăри пÿрнесемпе шутласа кăларма пулать. Куçарусемпе начар ĕçлетпĕр эпир, интереслĕ хайлавсене, юмах-халапсене вулакан патне çитерместпĕр. Тата тепĕр самант: тÿресем хула центрĕнчи лавкка ячĕсене, ют чĕлхепе çырнă афишăсене вырăс сăмахĕпе улăштарма палăртни. Влаçрисем вырăс чĕлхин тасалăхĕ пирки шухăшлани савăнтарать. Ачасем маттур пирĕн. Чи пултаруллисем тăван чăваш, тутар, мордва, вырăс чĕлхисемпе муниципаллă, регионсем хушшинчи олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Учительсем маттур. Вĕсенчен тĕслĕх илмелли нумай, – терĕ Наталья Владимировна. – Педагогпа наставник çулталăкĕнче губернатор хушăвĕпе «Чи лайăх тăван чĕлхе вĕрентекенĕ» профессиллĕ ăсталăх конкурсĕн преми фондне ÿстертĕмĕр. Çавна май кăçалтан пур номинацире те çĕнтерÿçĕсене 100 пин тенкĕпе хавхалантарĕç. Профильлĕ ведомство пуçлăхĕ каланă тăрăх, ку вĕренÿ çулĕнче этнокультура компоненчĕ облаçри 90 пин шкул ачине пырса тивĕ. Çав шутран 8 пинĕ – шкулчченхи учреждение çÿрекен маттурсем. Тăван вырăс, чăваш, тутар, ирçе чĕлхисене вĕсем вĕренÿ занятийĕсенче кăна мар, шкул тулашĕнчи мероприятисенче те ăса хываççĕ.
Мускавран килнĕ хăна, ашшĕ-амăшсен наци ассоциацийĕн ертÿçи Алексей Гусев, питĕ çивĕч ыйтусене хускатрĕ. Шел, паянхи ачасен тата учительсен шухăшлавĕ ашшĕ-амăшĕннинчен пач уйрăлса тăрать. Çакă уйрăмах тĕпчевçе канăçсăрлантарать.
– Тăван чĕлхене вĕрентме чаракан аслисем хăйсем мĕнле пысăк йăнăш тунине ăнланмаççĕ. Тĕрĕссипе, вĕсем туслăх, патриотизм ăнлавсем çине те тĕпренчĕкĕсенчен урăхларах, ансăртарах тавракурăмпа пăхаççĕ. Паян пирĕн мĕнпур вăя ачасене аслашшĕ-асламăшĕн, кукашшĕ-кукамăшĕн чĕлхи ним тума кирлĕ мар теекен ашшĕ-амăшĕпе ĕçлесси çине хумалла. Вĕсене тăна кĕртме тăрăшмалла, – терĕ Алексей Владимирович.
Николай Архангельский атте шкулпа чиркÿ çыхăнăвĕ, кăмăл-сипет тасалăхĕ, чун пархатарĕ çинчен ĕненмелле каларĕ. Раççей вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем православи педагогикипе таччăн паллашни савăнтарать протоирее.
Облаçри мăсăльмансен пĕрлĕхĕн çынни Ильдар Сафиуллин муфтий ыранхи куна пирĕн паянах калăпламаллине, ачасене ырра çеç вĕрентмеллине каларĕ. Тĕп халăхсен туслăхĕпе мăнаçланать иккен вăл.
Чăваш Енпе Тутарстан Республикисенчи вĕренÿ институчĕсен ертÿçисем Юрий Исаевпа Ильгиз Халиков Ульяновск облаçĕнче тăван чĕлхене еплерех пысăк тимлĕх уйăрнине палăртса хăварчĕç, тĕпрен илсен Атăлçи халăхĕсен культурипе йăлийĕркине аталантарассипе сыхласа хăварасси çинче чарăнса тăчĕç.
– Чĕмпĕр-Ульяновск – çырулăх сăпки. 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче чăвашсен этнопедагогикине Иван Яковлев пуçарса янă. Чăваш букварьне никĕсленĕ, чăваш культурипе ÿнерне, литературине аталантаракан, малалла çак пĕлĕве халăх хушшине илсе каякан педагогсене, çыравçăсене, ăсчахсене хатĕрленĕ, –терĕ Юрий Николаевич.
Специалистсене паян тата хула центрĕсенчи вывескăсенчи ют чĕлхе сăмахĕсем тĕрлĕ тĕспе йăлтăртатни килĕшмест иккен. Облаçри чăваш, тутар, мордва наципе культура автономийĕсен председателĕсем сцена çинчен хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç. Вĕсем те 2000 çултанпа тĕнчере Тăван чĕлхе кунне паллă тунипе кăмăллă.
– Чăваш тата ытти чĕлхесене вĕрентессине чи малтан, паллах, ашшĕ-амăшĕн тимлĕх уйăрмалла. Паянлăха çак ĕçе ытларах учительсем илсе пыраççĕ. Пĕрлешсе, таса кăмăлпа, йĕркеллĕ вăй хурсан кăна тăван чĕлхене упраса хăварма пултарăпăр. Чĕлхе аталанăвĕ – халăх чунĕн тĕкĕрĕ, – терĕ УОЧНКА пуçлăхĕ Владимир Бабайкин.
Елена АЛЕКСЕЕВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Your Wishlist : Locations
Welcome to TownHub.