Чĕлхе – çын тĕрекĕ

19 февраля 2021 09:30

Семинар ĕçĕ паянхи лару-тăрăва кура Zoom видеоçыхăну майĕпе пычĕ. Облаçри чăваш чĕлхипе литературин тата «Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен культури» кружока ертсе пыракан вĕрентÿçĕсене семинар ĕçне лайăх ирттерме сунса УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев, облаçри чăвашсен «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Елена Мустаева, Наци культурисен центрĕн чăваш культурин пайĕн заведующийĕ Ираида Гаврилова салам сăмахĕсем каларĕç.
Олег Николаевич тăван чĕлхе учителĕсене чăвашлăх ĕçĕнче хастартарах, УОЧНКА ĕçне тачăрах çыхăнма чĕнчĕ.
– Тĕрĕслевсем хыççăн комисси иртнĕ çул облаçри чи лайăх вĕрентекен Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашри Люция Улендеева тесе йышăнчĕ. Çаплах ытти хастар учительсене область правительствин, ЧНКан хисеп хучĕсемпе, тав
çырăвĕсемпе палăртрăмăр. Пирĕн сире, вĕрентекенсем, кашни мероприятире курас килет, сирĕнпе хастартарах ĕçлес килет. Эпĕ паянхи вăхăтра шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекенсем валли учебниксем çитменнине те питĕ лайăх пĕлетĕп. Сирĕн заявкăсене Владимир Грузин патне ямалла, вара малалла УОЧНКАпа пĕрле Чăваш Республикине тухатпăр, – терĕ. «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Елена Мустаева 2009 çулта ЮНЕСКО чăваш чĕлхине пĕтсе пыракан 136 чĕлхе шутне кĕртнине аса илтерчĕ.
– Паян чăваш чĕлхин шăпи, унăн пуласлăхĕ шăпах пиртен кашнинчен килет. Вĕрентекенсем çак ĕçре питĕ пысăк вырăн йышăнаççĕ. Паллах, хальхи ашшĕ-амăшĕ ачисемпе килĕнче вырăсла калаçнă, садиксенче те вырăсла кăна пупле нĕ вăхăтра шкулти чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсене питĕ йывăр. Ют чĕлхене вĕрентнĕ пек ĕçе пуçăнма
тивет. Анчах та эсир, хисеплĕ педагогсем, тĕрлĕ майсем шыраса хамăрăн чĕлхене пĕтесрен, çĕр çинчен çухаласран сыхласа хăварасса шанатпăр. Сире çăмăл мар ĕçĕрте ăнăçусем, çитĕнÿсем сунатăп, – терĕ пĕтĕмлетсе.
Семинара хутшăнса хăйсем чăваш чĕлхипе литературин урокĕсене е кружок ĕçне мĕнлерех йĕркелени, унта мĕнле çĕнĕлĕхсемпе усă курни пирки çак вĕрентÿçĕсем каласа пачĕç: И.В. Мещанова (Ульяновск, 46-мĕш шкул, кружок), Т.В. Рупасова (Барăш районĕ, Ĕшке шкулĕ, предмет), Л.П. Иванова (Тереньга районĕ, Скугареевка шкулĕ, кружок), Н.А. Няга (Чăнлă районĕ, Кивĕ Улхашри Совет Союзĕн Геройĕ Н.Г. Князькин ячĕллĕ шкул, предмет), Т.В. Аппанова, С.И. Мигукова (Чăнлă районĕ, Вăта Тимĕрçенти Совет Союзĕн Геройĕ Е.Т. Воробьев ячĕллĕ шкул, предмет), Л.В.
Улендеева (Чăнлă районĕ, Çĕнĕ Улхаш шкулĕ, предмет), А.И. Грузина (Чăнлă районĕ,Тутар Каши шкулĕ, предмет), Л.С. Улюкина (Ульяновск районĕ, Унтăрти вăтам шкул, кружок), Н.М. Сайгушева (Чăнлă районĕ, Ирçелĕнчи вăтам
шкул, предмет). Кашни вĕрентекен хăйĕн ĕçĕнче ачасене урокра интереслĕ пултăр тесе тăрăшать, çĕнĕ мелсем шырать. Анчах пурне те пĕр пулăм пĕрлештерет: паянхи çĕнĕ технологисем, компьютер, интернет уроксемпе кружок ĕçĕсене интереслĕрех те тухăçлăрах ирттерме май параççĕ. Апла пулин те ачан ăс-тăнне, кăмăлне, чунне сиплекенни класс умĕнче тăракан вĕрентекен кăна. Учительсенчен ытларахăшĕ кружок ĕçне проектсен мелĕсене кĕртсе ашшĕ-амăшĕпе асламăш-кукамăшĕсене явăçтарни пысăк тухăç панине палăртрĕ.
Çĕнĕ технологисене сÿтсе явнă май вĕрентекенсем хăйсене канăçсăрлантаракан ытти ыйтусене те çĕклерĕç. Тĕслĕхрен, хăш чухне тăван чĕлхене ăса хывас ĕçре ашшĕ-амăшĕ чăрмав пулса тăрать.
Юлашкинчен семинар ĕçне пĕтĕмлетрĕç, резолюци йышăнчĕç.

Елена ТРОЯНСКАЯ.


Фото

Location for : Listing Title