Чĕмпĕр Ен çыравçисен черетлĕ номерĕ тухрĕ

09 декабря 2021 09:16

Хаклă вулаканăмăрсем, сире тата тепĕр çĕнĕ хыпарпа паллаштарма васкатпăр: типографире тин çеç Чĕмпĕр Ен çыравçисен «Канаш» хаçатпа УОЧНКА çумĕнчи «Атăл юрри» илемлĕ литературăпа публицистика альманахĕ кун çути курчĕ. Обществăлла редколлеги 5 (7) номере Çĕнĕ чăваш алфавитне тунăранпа 150 çул çитнине халалланă.
Çĕнĕ кăларăм 122 страницăран, «Поэзи», «Проза», «Çамрăк хунав», «Публицистика», «Таврапĕлÿ», «Юрă-кĕвĕ» пайсенчен тăрать. Альманаха вырăнти 27 çыравçăн илемлĕ хайлавĕсем кĕнĕ.

– Чи малтан УОЧНКА председательне Олег Мустаева «Атăл юррине» пичетлеме укçа куçарнăшăн чĕререн тав сăмахĕ калатпăр. Материалсене вăхăтра тăратнăшăн регионти чăваш писателĕсен «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕсене тав тăватăп. «Пĕрлĕхре – вăй», – тенĕ. Пĕрле çеç эпир çырнисен пуххине кăлараятпăр, 32-мĕш çул «Канаш» хаçат историне çыраятпăр. Сирĕн хавхалантарăвна туйни хăй мĕне тăрать. «Канаш» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем маттур, вĕсемсĕр кăларăм кун çути курас çук, – терĕ тĕп редактор Елена Мустаева альманахăн хăтлавĕ раштавăн 25-мĕшĕнче «Содружество» халăхсен вулавăшĕнче (Верхнеполевая урамĕ, 13-мĕш çурт) пулнине пĕлтерсе.

Хамăр корр.

Фото

Location for : Listing Title