Чĕмпĕр тата Çĕнe Спасск Митрополичĕ Лонгин Чĕмпĕр епархийĕнчи сăваплa клирăна, чиркÿсенчи тÿрĕ кăмăллă иноксемпе инокинясене тата Христос тĕнне ĕненекен мĕн пур тăванăмарсене Христос чĕрĕлсе тăнă кун е Мункун ячĕпе саламлăнă çыру

30 апреля 2021 08:00

Чăн тĕне тытса пурăнакан хаклă аттемĕрсем, Иисус Христос чиркĕвĕн пастырĕсем, тÿр кăмăллă иноксемпе инокинясем, Турра ĕненекен тăванăмăрсем!

Эпир каллех Иисус Христос Туррăмăр тĕнчене çăлнă уява кĕтсе илме тата пĕр-пĕрне святой апостол сăмахĕсемпе
«ХРИСТОС ЧĔРĔЛНĔ!» – тесе саламлама пултаратпăр.
Христос чĕрĕлсе тăнă кун – праçниксен праçникĕ, тĕнчене çăлнă кун, кирек мĕнле хуйхăран та хăтăлни, этем пурнăçĕ малтанхи çынсем çылăха кĕнинчен пуçласа унпа çыхăннă. Çыншăн чи хăрушши – çылăх, чир-чĕрпе инкек, вилĕм – ăна Иисус Христос хĕрес çумне Хăй ирĕкĕпе пăталаннипе тата мухтавлă чĕрĕлсе тăнипе çĕнтернĕ.
«Христос чĕрĕлсе тăчĕ те – пирĕн пурăнăç хăвата тухрĕ; Христос чĕрĕлсе тăчĕ те – пĕр вилнĕ çын та тупăкра юлмарĕ! » Христос чĕрĕлсе тăчĕ те – пĕтĕм этемлĕх тĕнчи Унпа пĕрле чĕрĕлнĕ.
Иккĕмĕш çул ĕнте эпир пандемия лару-тăрăвĕнче пурăнатпăр тата Христос чĕрĕлсе тăнă куна уявлатпăр. Çаплах-ха пирĕнпе юнашар нумай çынсем чирлеççĕ, камтăр йывăр чир хыççăн Турă патне ăсанать. Тĕнчери нумай çĕршывсенче Христос тĕнне ĕненекенсем Христос чĕрĕлсе тăнă кун ячĕпе ирттерекен кĕлĕсенче пулаймарĕç. Эпир час-часах мĕншĕн-ха Иисус Христос пирĕншĕн çакăн пек йывăр вăхăтсем туса хучĕ тесе ыйтатпăр. Анчах та Христос тĕнне ĕненекенсемшĕн çакнашкал лура-тăрура Турра çывăхрах пулас тесен, пирĕн мĕне вĕренесси çинчен шухăшлани усăллăрах пулать. Паллах, чи малтанах пирĕн хамăрăн Пурнăç пуçлăхне час-часах аса илмелле, хамăрăн çывăх çыннăмăрсемшĕн, тата çывăх маррисемшĕн те, мĕнпур этемлĕхшĕн ăна кĕлĕ тумалла. Иккĕмĕшĕнчен, çакăн пек инкекре эпир ыттисене пулăшма пултаратпăр. Енчен те эпир пĕр-пĕрне юрататпăр пулсан, – тет апостол, – Турă, унăн юратăвĕ пирĕнпе пĕрле пулать .
Кунта, çĕр çинче, пурăннă чухне пирĕн Турра тата пĕр-пĕрне юратма вĕренмелле. Святой аттемĕрсем çывăх çынна хисеплемелле кăна мар, ăна юратса хисеплемелле теççĕ, мĕншĕн тесен кашни çынра Турă сăнĕ. Пĕр-пĕрне хисеплеме вĕренмелле, урăхла каласан, теприн нушине курмалла, тепĕр чухне хăвăн ĕçÿсене пăрахса ăна пулăшма тăрăшмалла. Çывăх çынна кÿрентерес марччĕ, пачах урăхла – унăн чун-чĕри лăпкăлăхпа тата канăçлăхпа тултăр тесе тăрăшасчĕ. Çакă çемьери хутшăнусенче уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен ăçта юратупа канăçлăх унта савăнăçпа телей. Эпĕ пурне те акă мĕн сунасшăн: Христос чĕрĕлсе тăнă куна аса илни, Христос тĕнне ĕненкенсен, пурнăçне палăрттăр, пирĕн Турăран мĕн-тĕр ыйтма кăна мар, çаплах пире çăлнăшăн, ĕмĕрлĕх пурнăçшăн ăна яланах тав тума вĕренмелле.
Хаклă тăванăмăрсем! Сире пурне те тепĕр хут Христос чĕрĕлсе тăнă аслă та сăваплă уяв ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп, тата Вăл чĕрĕлсе тăнипе сирĕнпе пĕрле савăнатăп. Сире пурне те çирĕп сывлăх сунатăп. Турă сире пурнăçăрта яланах пулăшса пытăр. Çак уяв савăнăçĕ пирĕн чун-чĕрене нумайччен ăшăтса тăтăр, чунсене çăлассишĕн тăрăшас туйăм, нихăçан та ан иксĕлтĕр. Тупăкра мухтавлăн чĕрĕлсе тăнă, пурнăç панă Христос пирĕн ĕçсене вырăна хурса йышăнтăр, тата пире ĕмĕрлĕх пурнăçа юрăхлă çынсем пулма пулăштăр.
Христос чăннипех чĕрĕлнĕ!

Турă ырăлăхĕпе Чĕмпĕр тата Çĕнĕ Спасск Митрополичĕ сăваплă Лонгин.
Чĕмпĕр хули, 2021 çул.

Фото

Location for : Listing Title