Чăнлă – 6 теçетке çулта

15 августа 2022 09:00

Чăнлă районĕнчи промышленность центрне никĕсленĕренпе 60 çул çитнĕ.
Иртнĕ шăматкун сумлă хăнасем, паллă ентешсем, сахăр кăларакансен поселокĕнче ĕçлесе пурăнакансем «Чăнлăри ăшă каç» юбилей чыславне хутшăннă.
Савăнăçлă мероприяти питĕ аван тиртнĕ. Тава тивĕçлĕ çынсене «Чăнлă районĕ» муниципаллă пĕрлĕх администраци ертÿçин Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене тата Чăнлă хула тăрăхĕн пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене парса хавхалантарнă. Таисия Воронкова, Оксана Васина, Нелля Романова, Александр Фуражкин, Ирина Щеголькова, Ирина Романова, Альбина Милюкова тата ыттисем Тав хутне главасен аллинчен илме тивĕçлĕ пулнă. «Тав сире, хисеплĕ чăнлăсем, тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн», – тенĕ вырăнти муниципаллă пĕрлĕх администраци ертÿçипе хула тăрăхĕнчи депутатсен канашĕн председателĕ Андрей Лашинпа Олег Трифонов.
1-мĕш класа каякансем, Кирилл Фомин, Сафира Хайретдинова, Мария Козлова, «Шкула пуçтарăнма пулăш» акци шайĕнче Патшалăх Думин депутачĕн Владислав Третьякăн парнисене – рюкзаксем тата канцеляри таварĕсем – илме тивĕçнĕ.
– Поселок юбилейне палăртнă çĕре хутшăннă çынсене – ĕçченлĕхпе ÿркенменлĕхшĕн, уяв ирттĕр тесе тăрăшнă меценат-спонсорсене – ырă кăмăлшăн, артистсемпе культура ĕçченĕсене (Тутар Кашинчи юрă ушкăнне, Каша мухтавне Сергей Мутина, Покровскинчен килнĕ Евгений Курылева, Йĕпе Пăкăрлăри «Фантазия» юрă ансамблĕпе Чăнлăри культурăпа спорт центрĕн пултаруллă ачисене – «Услада» ушкăна, Елена Сухановăна...) – илемлĕ концертшăн чĕререн тав тăватăп.
Çак кун тĕлне хатĕрленĕ куравсемпе (çав шутрах Чăнлă историйĕпе те) хавхаланса паллашрăм, маçтăр-классем епле иртнине, тĕрлĕ конкурссем йĕркеленине сăнарăм – Чăнлăпа, унăн яваплă çыннисемпе мухтантăм, – тенĕ Геннадий Мулянов юбилярсене саламласа.
Чăнлăри ăшă каç сцена çинчен вырăнти авторсен сăввисене вуланă, ал ăстисен тата çамрăк художниксен куравĕсемпе паллашнă. Юбилярсене саламлама килнисем ăшă сăмахсем каланă.
– Ку уяв рабочи поселок çыннисен кăна мар, 1967 çулта Ульяновскри сахăр заводне никĕслекенсен, çĕнĕ пурнăç тăвакансен уявĕ те. Чăнлă – районти кăна мар, облаçри чи çамрăк поселоксенчен пĕри. Вăл 90 çул каялла питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ чукун çул юппине тунипе çĕкленсе ларнă. Паян та ĕçчен чăнлăсем. Çĕнĕ ĕмĕрте те тĕрлĕ наци çыннисем çирĕп туслăха туптаса пурăнаççĕ, – тенĕ усламçă тата фермер Николай Афанасьев.

(Хамăр корр.)
Наталья Голубева сăнÿкерчĕкĕсем.

Фото

Location for : Listing Title