Раççей тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, прозаик, сăвăç, куçаруçă, композитор, РФ, Ульяновск облаçĕн тата ЧР Профессиллĕ писательсен союзĕсен пайташĕ Валентина Игнатьева-Тарават пулман шкул таврара юлман та пулĕ.
Хальхинче çыравçă Çĕпрел районĕнчи Алешкин-Саплăк вăтам шкулĕнче йĕркеленĕ «Тăван çĕршыва юратнипе» музыкăпа литература каçĕн хăни.
Валентина Николаевна кÿршĕллĕ Тутарстан Республикине хăй ертсе пыракан «Шанăç» халăх юрă коллективĕпе, «Чĕрем ачасемшĕн тапать» программăпа пынă.
Мероприятие муниципаллă пĕрлĕхри шкулсенчен, Çĕпрелти техникумран яш-кĕрĕм, вĕрентекенсем хутшăннă. Ачасем Валентина Тарават хайлавĕсене вуланă, сăвă çырас ăсталăхпа паллашнă. Литература уявĕнче автор юррисем çеç шăраннă.
Тĕлпулăвăн 2-мĕш пайĕнче çыравçă-композитор хăйĕн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе çыхăннă халиччен пĕлмен интереслĕ пулăмсемпе паллаштарнă.
3-мĕш пайĕнче «Шанăç» ансамбль юрланă. Лидия Симендеева, Надежда Разинова тата Нина Трифонова солисткăсем А.С. Чебанова аса илсе В.Н. Тарават хайланă юрăсене юрланă. (Анатолий Сафронович, Çĕпрел районĕнче çуралнăскер, ку тăрăхра зоотехникра вăй хунă. Кайран вара ĕмĕрне Аслă Нагаткинăра ĕмĕрленĕ, паллă драматург, сăвăç пулса тăнă. Чăваш драма театрĕ лартнă «Праски инке хĕр парать», «Праски инке мăнукне авлантарать» спектакльсене кам пĕлмест?) Литература каçĕнчен çак кун никам та парнесĕр кайман. Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданинĕ, паллă çыравçă пурне те автограф çырса хăйĕн кĕнекине парнеленĕ.
– Çакăн евĕр куçа-куçăн калаçусем кăна тăван чĕлхепе унăн пуян йăли-йĕркине сыхласа хăварма пултараççĕ. Савăнтăм. Мана каллех ака уйăхĕнче районта ирттерме палăртакан пысăк мероприятие йыхăрчĕç. Ăна И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халаллĕç ентешсем. Кайма тăрăшăп, – терĕ Валентина Николаевна тулли кăмăлпа таврăнсан.
Алена АЛЕКСЕЕВА.
р. Игнатьев сăнÿкерчĕкĕ.

Your Wishlist : Locations
Welcome to TownHub.