Чăваш чĕлхи кунĕ – Тури Террасăра

18 февраля 2021 10:11

Кăшăлвирус инфекцине пула иртнĕ çулхи тата кăçалхи нумай мероприяти инçеткурăм мелĕпе иртсе пычĕ. Онлайн форматпа уява килте ларсах хутшăнма пулать паллах, анчах унта чунлăх, хăватлăх çукки, кун пек уявсенчен малалла пурăнма вăй илейменни кансĕрлет.
Паяна «Аврора» кинотеатра туллин юсаса пĕтереймен-ха. Анчах хола тирпей-илем кĕртнĕ. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче коммерсантсен аллине лекнĕ культура вучахне халĕ хула пурлăхне каялла тавăрнă. Çак ĕçре пирĕн ентешĕн, Ульяновск хула думин депутачĕн Петр Столяровăн тÿпи те пысăк. «Аврора» Çĕнĕ хулари «Руслан» ККЦ тытăмне кĕрет. Тĕпрен юсаса пĕтерсен вăл Тури Террасăри кăна мар, Атăлăн сулахай енче пурăнакан тĕп халăхсен канупа культура центрĕ пулмалла. «Аврорăри» пĕрремĕш мероприятие шăпах чăвашсем йĕркелени те çакна
çирĕплетет. Хальлĕхе çынсен пĕрле ытлашши нумай пухăнма юрамасть-ха. Роспотребнадзор çирĕплетнĕ
йĕркене те хытă пăхăнса тăчĕç уява йĕркелекен «Руслан» канупа культура центрĕн ертÿçисем.
Чăваш чĕлхи кунне Çĕнĕ хулари «Ниме» культура центрĕн (ертÿçи Г.Д. Мадюков), УОЧНКАн Заволжски районĕнчи уйрăмĕн (ертÿçи А.В. Сайдяшев), «Янра, хут купăс» клубăн (ертÿçи Н.Г. Назарова), УОЧНКАн хĕрарăмсен комитечĕн (ертÿçи Е.Л. Уресметова) пайташĕсем, уйрăм хастарсем – Н.Н. Кирюшин, В.Е. Ярухин таврапĕлÿçĕсем, Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашран килсе çитнĕ чăваш тумĕн маçтăрĕ Т. Серебрякова тăрăшнипе çапла чаплă ирттерме пултарчĕç. Вĕсем пурте фойере чăваш капăрлăхĕпе тумĕсен, апат-çимĕçĕн, ĕçмин, хатĕр-хĕтĕрĕн куравне йĕркеленĕ. Николай Кирюшинăн авалхи укçасен, тĕрлĕ шайлă наградăсен, сăнÿкерчĕксен пуххи нумайăшне тĕлĕнтерчĕ. Владимир Ярухинăн чăваш халăхĕн, несĕлсен пуянлăхĕн историйĕпе çыхăннă тата хăй кăларнă кĕнекесен куравĕ умĕнчен те çын татăлмарĕ.Татьяна Серебрякова илсе килнĕ капăрлăхсене нумайăшĕ тăхăнса пăхрĕ. Елена Уресметова яланхи пекех чăваш ĕçми-çимин, савăтсапин, килте усă курмалли ытти япаласен пуян коллекцине илсе килнĕ.
Пухăннисем умĕнче салам сăмахĕсем каласа мероприятие Ульяновск хула Думин депутачĕ П.К.Столяров уçрĕ. Вăл «Аврора» центрĕн малашлăхĕпе кĕскен паллаштарчĕ, Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕпе саламларĕ, Чĕмпĕр чăвашĕсем чи сăваплă вырăнта пурăннине, шăп кунта çĕнĕ çырулăхра çĕнĕ алфавит хатĕрленине, кунта пирĕн халăхăмăрăн мăнаçлăхĕ,Патриархĕ Иван Яковлев ĕçлесе пурăннине, вăл шкул уçса пин-пин чăваш интеллигентне вĕрентсе кăларнине каларĕ.
«Ниме» чăваш культура центрĕн ертÿçи Г.Д. Мадюков пурне те чăваш чĕлхипе пĕр пулса пирĕн несĕлĕмĕрсем пиншер çул упраса хальхи вăхăта çитернĕ тăван чĕлхене пĕтерме парас марччĕ тесе чĕнсе каларĕ.
«Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Елена Мустаева та уявпа саламласа тăван чĕлхе темине малалла
тăсрĕ. Чăвашла калаçма, вулама, ачасене те çакнах хăнăхтарма чĕнчĕ. Чăваш чĕлхине сыхласа хăварас ĕçе пурне те кар тăрса хутшăнма, çакна «Канаш» хаçатпа пĕрле пурнăçласан аван пулмаллине пĕлтерчĕ. Пурне те облаçри пĕртен-пĕр чăваш хаçатне çырăнса илме ыйтрĕ.
Уяв илемлĕ концертпа малалла тăсăлчĕ. Çĕнĕ хулари «Руслан» ККЦ çумĕнчи «Эревет» (пултарулăх ертÿçи С. Толстов), «Сăрнай» (В. Коваленко), «Палнай» (В. Сымова) тата Чукун çул районĕнчи «Илем» (А. Чурбанов) ансамбльсем куракансене илемлĕ халăх юрри-ташшипе килентерчĕç. Артистсем куракансен кăмăлне тупрĕç. Пухăннă чăвашсем çакна тăвăллăн алă çупса пĕлтерчĕç.
Надежда ДАНИЛИНА.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Фото

Location for : Listing Title