Чăваш чĕлхине сыхласа хăварасчĕ

14 февраля 2023 08:00

Ульяновскри 57-мĕш шкулта регионта пурăнакан тĕп халăхсен тăван чĕлхипе литературине вĕрентекен учительсен (вырăс чĕлхипе пĕрле) «Халăхсен пĕрлĕхне çирĕплетмелли витĕмлĕ вăйсенчен пĕри – культура урлă пĕр-пĕринпе хутшăнни» форум шайĕнче «Тĕпчев ĕçĕ – тăван чăваш чĕлхине вĕренмелли тата сыхласа хăвармалли мелсенчен пĕри» регионсем хушшинчи семинар иртрĕ.
Унăн ĕçне шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсем, кĕçĕн классен учителĕсем, чăваш чĕлхине кружок тата факультатив, урок мелĕсемпе илсе пыракансем тата Чăваш Республикинчи вĕрентÿ институчĕн ректорĕпе специалисчĕсем хутшăнчĕç. Мероприятие Ульяновск облаçĕнчи вĕренÿ аталанăвĕн институчĕ йĕркеленĕ, тĕп модераторĕ çак институтăн тĕп специалисчĕ Владимир Грузин.
Семинара салам сăмахĕсем каласа вĕренÿ аталанăвĕн институчĕн директорĕн çумĕ Артем Наумов уçрĕ. Вăл паян тăван чĕлхене вĕренес ыйту çивĕч тăнине, ăна патшалăх учрежденийĕсемпе пĕрле общество организацийĕсем те пысăк тимлĕх уйăрмаллине каларĕ. Çак ĕçре тăрăшса вăй хуракансене Ульяновскри 15-мĕш «Гномик» ача сачĕн воспитательне Ирина Кащицинăна, 57-мĕш шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Светлана Конахинăна, Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Ирина Лоханниковăна – облаçри вĕренÿпе ăслăлăх министерствин Тав çырăвĕпе палăртрĕ.
УОЧНКА ятĕнчен ĕçтăвкомра хĕрарăмсен комитетне ертсе пыракан Елена Уресметова сăмах илчĕ. Вăл Владимир Бабайкин председатель саламне çитерчĕ, пурне те чăваш чĕлхине упрас ĕçре тăрăшса ĕçленĕшĕн тав турĕ. УОЧНКА ятĕнчен пултаруллисене Тав çырăвĕпе палăртса хăй те пушă вăхăтра Ульяновскри 79-мĕш шкулта чăваш кружокне илсе пынине каларĕ.
УОЧНКА Тав çырăвне Чăнлă районĕнчи Тутар Кашин шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Татьяна Альшейкина, çак районти Анат Тимĕрçен шкулĕн директорĕ, кĕçĕн классен учителĕ Галина Алжикова, Ульяновск районĕнчи Бирючевка шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине илсе пыракан Олеся Терехина, Майна районĕнчи Тагай шкулĕнчи вырăс чĕлхипе литературин учителĕ Лариса Ухливанова тивĕçрĕç. Саламсен ярăмне Чăваш Республикинчи вĕрентÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев тăсрĕ. Вăл вĕрентÿ министерствин Тав çырăвĕпе 57-мĕш шкулти директорăн çумне Ольга Терехинăна, Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенти чăваш чĕлхипе литературин вĕрентÿçине Светлана Телеевăна, 20-мĕш «Искринка» ача сачĕн воспитательне Оксана Бойцовăна чысларĕ.
57-мĕш шкул директорĕ Наталья Николенко, Ульяновскри вĕрентÿ управленийĕн тĕп специалисчĕ Изабелла Маева, нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центрти чăваш пайĕн заведующийĕ Ираида Гаврилова, «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Елена Мустаева семинара хутшăннă вĕренÿ тытăмĕн ĕçченĕсене ку тĕлпулура ăнăçу сунчĕç. «Ульяновскри 57-мĕш шкул – облаçра чăваш чĕлхине вĕрентекенсен тĕп инноваци лапамĕ. Çакăншăн вăл вăхăтри автономи председателĕ Олег Мустаев нумай тăрăшрĕ, шкул дирекцийĕпе чăваш чĕлхин вĕрентекенне пулăшу аллине тăсрĕ. Халĕ шкул аталанса пырать, кунта чăвашла вĕренекен ачасен шучĕ ÿссех пырать. Вĕсем эпир ирттерекен культура мероприятийĕсенче, олимпиадăсемпе тĕрлĕ конкурссенче малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ», – терĕ Ираида Васильевна. Семинар ĕçĕн кăна мар, пĕтĕм чăвашăн девизĕ Олег Мустаевăн афоризмĕ: «Сывă пултăр аслă та мăнаçлă, вăйлă та хăватлă, ăслă, пур енчен те пултаруллă ырă та паттăр чăваш халăхĕ!» пулса тăтăрччĕ тесе вĕçлерĕ сăмахне «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ.
«2023 çул чăвашсемшĕн И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнипе палăрса тăрать. Иван Яковлевич ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă. Унăн чапĕ халăх хушшинче паянхи кун та иксĕлмест.
Чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелени, кĕнекесем пичетлеме пуçлани, чăваш ачисем валли шкулсем уçни халăх кун-çулĕнче питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халĕ вăл çырса хăварнă халала тимлĕ итлер, ĕмĕрлĕх ăса хывма тăрăшар», – сĕнчĕ семинар ĕçне ертсе пынă май Владимир Грузин. Халала пурте ура çине тăрса итлерĕç.
Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнчен килсе çитнĕ пултаруллă юрăçăсем – Регина Еремеева, Сергей Мутин, Олеся Тушкина хăйсен илемлĕ те çепĕç сассисемпе семинар ĕçне хутшăннисене темиçешер юрă шăрантарса чăннипех савăнтарчĕç. Малалла семинара килнĕ 50 яхăн педагог тăватă секцине пайланса ĕçлерĕ.
Пĕрремĕш секцире шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕн специалисчĕсем пухăнчĕç, иккĕмĕшĕнче – пуçламăш классене вĕрентекенсем, виççĕмĕшпе тăваттăмĕшĕнче – чăваш чĕлхипе литературине тĕрлĕ майсемпе вĕрентекенсем. Семинарта «Чăваш тĕррисен çĕршывĕнче», «Йывăçран – теттесем», «Шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенче этнокультура пĕлĕвĕ парасси», «Орнаментри хĕвел паллисем», «Урок хыççăнхи занятисенче тăван чĕлхене сыхласа хăвармалли майсем», «Тăван чĕлхе патне – пултарулăх урлă», «Чăваш чĕлхи урокĕнчи çĕнĕ технологисем», «Халăх сăмахлăхĕ. Тĕпчев ĕçĕ», «Халăх культури урлă ачасене патриотла воспитани парасси», «Ĕлĕкхи чăваш кил-çурчĕ», «Чăваш халăх культури» тата ытти нумай темăпа калаçрĕç.
Надежда ДАНИЛИНА.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.



Фото

Location for : Listing Title