Чăваш Ен тулашĕнчи чи пултаруллă пике

24 января 2021 12:44

Чăваш наци конгресĕнче "Раççей чăваш пики-2020" конкурсра "Чăваш Ен тулашĕнчи чи пултаруллă пике" номинацире çĕнтернĕ Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăнакан пике, Алина Борисова пулчĕ. Унпа пĕрле амăшĕ, тăванĕсем пĕрле хавхалантарма килчĕç. Ҫӗнтерӳҫӗ-пике амӑшӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Анат-Чаткас ялӗнчен, ҫавӑнпа та вӗсем Чӑваш Еншӗн тунсӑхласа республикӑна час-часах килеҫҫӗ.
Алина ҫемйи Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхаш ялĕнче пурăнать, хӗр ку ялти вăтам пĕлÿ паракан шкулăн 10 класĕнче вĕренет.
Пултаруллă пикене ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров саламларĕ, номинацире çĕнтернĕшĕн тата конкурсра хутшăннăшăн Диплом парса чыс турĕ, парнепе хавхалантарчĕ.

Фото

Location for : Listing Title