Чӑваш Наци Конгресӗ конкурс ирттерет.

02 февраля 2021 10:47

«Çĕнĕ хум» литература пултарулăх конкурсĕн йĕрки ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕ-сен тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш наци конгресĕ, ЧР наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ И.Я. Яковлев çĕнĕ чăваш алфавитне тунă-ранпа 150 çул, «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа 100 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература пултарулăх конкурсне ирттереççĕ. Конкурса Раççей Федерацийĕн регионĕсен тата ЧР пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсен 7-11-мĕш класĕсенче, професси вĕренĕвĕн учрежденийĕсенче (колледжсемпе техникумсенче), аслă шкулсенче вĕренекенсене хутшăнма чĕнеççĕ. Конкурс 2021 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать.

Конкурс йĕрки Çамрăк чăваш çыравçисен ирĕклĕ е сĕннĕ темăпа литература хайлавĕсем çырса конкурса хутшăнма юрать. Калав, очерк, çыру, интервью, эссе, сăвă çырма сĕннĕ темăсем: «И.Я. Яковлевăн «Халалне» мĕнле ăнланатăп тата йышăнатăп»; «Ман пурнăç тĕрекĕ»; «Иван Яковлев патне çыру çыратăп»; «И.Я. Яковлев çинчен калас сăмахăм»; «Çыруллă халăхăн чĕлхи çухалмасть»; «Иван Яковлевича палăк лартнă пулăттăм»; «Тěрěс калаçасси тата çырасси – пирěн тивěç»; «Иван Яковлевăн çутă сăнарĕ çамрăксен чĕ-ринче упранать». Конкурс комиссийĕ литературăн тĕрлĕ жанрĕпе чăвашла çырнă ал çыру хайлавĕсене йышăнать. Литература хайлавĕсенче Аслă Вĕрентÿçĕн сăн-сăпачĕпе пархатарлă ĕçĕ-хĕлне кăтартмалла, хăвăрăн ăшри шухăшпа кăмăл-туйăма уçса памалла. Проза хайлавĕсен калăпăшĕ 5-6 страницăран ытла, сăвăсен хисепĕ 3-рен кая пулмалла мар. Хайлавсене компьютерпа А4 форматлă шурă хут листи çине Times New Roman шрифтпа, 12 №-лĕ пысăкăшпа, 1,5 йĕрке хушшипе, сулахай енчен хĕррине (поля) 2,5 см, сылтăм енчен – 1,5 см хăварса пичетлемелле. Çамрăк авторсен литература хайлавĕсенче конкурсăн номинаци ятне, хăйсен хушаматне, ятне тата ашшĕ ятне, хăш шкулта (колледжра е аслă шкулта), миçемĕш класра (ушкăнра, курсра) вĕреннине, район (хула), республика (область, край) ятне чăвашла тата вырăсла çырмалла. Пултарулăх ăмăртăвне хатĕрлекенěн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, кĕсье телефонĕн номерне кăтартмалла. Компьютерпа чăвашла пичетленĕ хайлавсене 2021 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен «Литература конкурсне» паллăпа çак адреспа йышăнаççĕ: 428032, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10-мĕш çурт, Чăваш наци конгресĕ. Телефон: 62-35-61. Электрон почти: conqress21@mail.ru


Фото

Location for : Listing Title