Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕ тĕнчери хастар чăвашсене пуçтарчĕ

24 июня 2021 08:53

Йăлана кĕнĕ йĕркене пăсмасăр, ЧНК Уставĕпе килĕшÿллĕн çулталăкра пĕрре иртекен Мăн Канаш ларăвĕ çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче пуçтарăнчĕ.

Шупашкарти Туслăх Çуртне Раççей регионĕсенчи, Чăваш Ен районĕсенчи ЧНК уйрăмĕсен тата Шупашкар хулинчи Мăн Канаш пайташĕсем пуçтарăнчĕç. Унсăр пуçне ларăва чĕннĕ хаклă хăнасем те çитрĕç.
Кăçал кăшăл вирус чирĕн хăрушлăхне пула ют çĕршывсенче пурăнакан Мăн Канаш пайташĕсем килме май тупаймарĕç. Пĕр Беларуç çĕршывĕнчен тата Казахстанран кăна унти чăваш наци культура автономийĕн ертÿçисем Алексей Александров тата Елена Софронова çитейрĕҫ.
Пурпĕрех çĕр ытла Мăн Канаш пайташĕнчен çурри ытла ларура пулчĕç. Кворумĕ паллах çителĕклĕ. Ун çинчен Мăн Канаша уçнă май ЧНК президенчĕ Николай Угаслов пĕлтерчĕ.
Ларăва килнĕ хастарсене Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова тата Раççей Патшалăх Думин депутачĕ, Федераллă чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи Леонид Черкесов саламларĕç. Вĕсем Чăваш наци конгресĕн тĕнчипех саланнă хамăр халăха пĕрлештерес, чĕлхене, культурăпа йăла-йĕркене упрас ĕçри пĕлтерĕшĕ пирки каларĕç, уйрăмах регионсенчен килсе çитнĕ чăвашлăхшăн çунакан çынсене çак пархатарлă ĕçшĕн тав турĕç. Светлана Анатольевна Тутар Республикин, Самар тата Чĕмпĕр облаçĕнчи чăваш автономийĕсен ертÿçисене çав тăрăхри чăваш ялĕсенчи вулавăшсене парнелеме чăваш литератури уйăрни çинчен ĕнентерекен сертификатсем пачĕ. Çак кĕнекесене Чăваш наци библиотеки хăйĕн 150 çулне паллă тунă май уйăрса панă.
Светлана Каликовăпа Николай Угаслов Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнипе кăларнă юбилей медалĕсемпе конгресс хăщ-пĕр хастарĕсене тата Чăваш Ен тулашĕнчи чăваш автномисен ертÿçисене чысларĕç.
ЧНК президенчĕ Мăн Канаша килнĕ пайташсем умĕнче конгресс 2020-2021 çулсенче пурнăçланă ĕçсем çинчен пĕтĕмлетсе каласа пачĕ, малашнехи ĕçсене палăртрĕ. Çулталǎкри ĕç-хĕле пĕтĕмлетсен, чăннипех те, йăвăрлăха пăхмасăр конгресс тулли хăватпа ĕçлени курăнать. 2020-мĕш çулта Чăваш автономийĕн 100 çулне тата Аслă Çĕнтерӳ тунăранпа 75 çул çитнине уявланă май, ĕç калăпăшĕ тата та пĕлтерĕшлĕ пулнă. Çавăнпа та ăна йĕркелекенсем яваплăха лайăх туйса, мероприятисене тĕплĕн хатĕрленсе, çӳлти шайра ирттерме тăрăшнă.
«Тăван халăхшăн тăрăшакансем алла-аллăн тытăнса вăй хурсассăн тин чăваш чĕлхин шăпине лайăхлатма пулать. Пĕтĕмпех хамăртан килет. Çак глобализаци текен тапхăрта тăван чĕлхемĕрĕн пĕлтерĕшĕпе сумне ÿстерме тата упраса хăварма май килнĕ таран вăй-хал тупасчĕ.
Тăван чĕлхе çынсене пĕрлĕх туйăмĕ парсах тăтăр, наци культурин аталанăвне паха витĕм кÿтĕр. Пуян та çепĕç чĕлхен халăха пĕрлештерекен вăйĕ ÿссех пытăр. Пултарулăхпа çирĕп сывлăх ан иксĕлччĕр. Чăвашлăха çирĕплетес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума чăтăмлăх, тăван чĕлхешĕн тăрăшма вăй-хал сунатăп»,- терĕ ЧНК президенчĕ Николай Угаслов.
Унăн докладне сÿтсе явнă май тухса калаçакансем те çителĕклех пулчĕç. Сăмахран, Питĕр хулинчен килнĕ Валериан Гаврилов çитес Аслă Пухура Мăн Канаша юстици министерствинче регистрациленнĕ организацисен представителĕсене кăна илме, тата çак ушкăна çирĕм пиллĕк процент 35 çула çитмен чăваш çамрăкĕсене кĕртме сĕнчĕ.
Беларуç çĕршывĕнчен килнĕ Алексей Александров, Тюмень тăрăхĕнчи Николай Герасимов, Пушкăртри Владимир Яковлев, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Олег Мустаев тата ыттисем те конгресс ĕçне тата та витĕмлĕрех тумалли сĕнÿсемпе тухса калаçрĕç.
Мăн Канашра çитес кĕркунне, юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче XI Аслă Пухăва пуçтарăнасси, ун валли миçе делегат суйламалли квота çинчен тата конгресăн аслă форумĕн Кун йĕркин проекчĕ çинчен сÿтсе явса йышăнусем турĕç.
ЧНК вице-президенчĕ Петр Васильевич Ивантаев пурнăçран уйрăлнă пирки ун вырăнне Юрий Александрович Зорина суйларĕç. Малтанхи пекех малалла президента 5 вице-президент пулăшса пырĕç.
Мăн Канаша вĕҫленĕ май Николай Угаслов пурне те сывлăха упрама, чăвашлăхшăн кар тăрса пĕрле ĕçлеме сунчĕ. Тепĕр кун вара Акатуйра пĕрле савăнма хавхалантарчĕ.

ЧНК пресс-служби.

Фото

Location for : Listing Title