Чăваш çĕвви – тĕрĕсен патши

02 декабря 2021 08:26

Мероприятие УОЧНКА председателĕн çумĕ Владимир Бабайкин салам сăмахĕсемпе уçрĕ. Вăл чăваш культурине, этеплĕхне сыхласа хăварма пулăшнăшăн вĕрентÿ аталанăвĕн институчĕн директорне Сергей Алексеевич Андреева Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕпе, 57-мĕш шкулăн директорне Наталья Алексеевна Николенкона УОЧНКАн Тав хучĕпе тата хаклă парнесемпе тав турĕ.
Чыслав мешехине тăсса Владимир Бабайкин нумаях пулмасть иртнĕ «Çĕр пин тĕрĕ» конкурс-куравăн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене çут ĕçпе воспитани министерствин дипломĕсемпе чысларĕ.
Вĕсен списокне «Канаш» хаçатăн 45-мĕш номерĕнче панăччĕ.
Фестиваль программи анлă пулчĕ. Ульяновскри тĕрĕ ăсти тата модельер Наталья Новоселец хăйĕн ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Вăл çамрăксене, вĕрентекенсене чăваштĕррин вăрттăнлăхĕсем çинчен, тĕрĕ элеменчĕсен пĕлтерĕшĕсем çинчен каласа ăнлантарчĕ. Нинель Ургалкина чăваш тĕррине халалласа çырнă прозăллă сăвăсене вуларĕ.
Маçтăр-класс ирттернĕ вăхăтра та мĕншĕн кашни хĕрачан тĕрлеме пĕлмеллине, чăваш çĕвви мĕнпур тĕрĕсен патши, чăвашсен кăна 65 тĕрĕ тĕсĕ пулнине ĕненмелле каларĕ. «Ухмах тĕрĕ» текен çăмăлах мар çĕвве кашнине тÿрех алла илме йывăр пулчĕ.
Саламсен ярăмне 57-мĕш шкул директорĕ Н.А. Николенко тăсрĕ. Вăл хăйсен шкулĕнче В.В. Грузин ĕçлеме пуçланăранпа чăвашла вĕренме кăмăл тăвакан ачасен шучĕ ÿссе пынине палăртрĕ. Автономине, чăваш культура центрне пулăшса пынăшăн тав турĕ. Вăл çут ĕçпе воспитани министерствипе вĕренÿ аталанăвĕн институчĕн дипломĕпе тĕрĕ конкурсне хутшăнса пултарулăхĕпе савăнтарнă хăйсен шкулĕнче вĕренекенсене саламларĕ: Мария Герасимовăна, Мария Антиповăна, Юлия Беловăна, Виктория Гончаровăна, Никита Шайдукова.
Ку ачасем пурте Владимир Грузин ертсе пыракан чăваш чĕлхипе литературин кружокне çÿреççĕ, облаçри, регионсем хушшинчи конкурссемпе олимпиадăсенче те хастарлăх кăтартаççĕ.
Фестивале юрă-ташă илем кÿчĕ. Мария Ямщикова, Мария Герасимова уçă сассисемпе чăваш юррисене шăрантарса пурин кăмăлне те çĕклерĕç.
Мероприятие вĕçлесе вĕренÿ аталанăвĕн институчĕн тĕп специалисчĕ Владимир Грузин тав сăмахĕсем каларĕ. И.Я. Яковлев çутта кăлараканăмăрăн: «Турă пулăштăр, сыхлатăр сире пурнăçри йывăр çулсенче», – сăмахĕсемпе фестивале хупрĕ.

Елена ТРОЯНСКАЯ.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Фото

Location for : Listing Title