Чăвашкассинче Юпа лартнă

21 декабря 2020 11:18

Чăвашкассинче Юпа лартнă

Вырсарникун Чăнлă районĕнчи тĕне кĕмен чăвашсен ялĕнче Юпа лартнă. Ăна Иван Яковлев уçнă шкул-музей картинче вырнаçтарнă.

Мешехесене туса ирттерессипе йĕркеленĕ чыслава УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев, Чăнлă район администраци пуçлăхĕ Геннадий Мулянов, Чăвашкассинчи хисеплĕ таврапĕлÿçĕ тата вĕрентекен Василий Селендеев, УОЧНКАн Засвияжски районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Анатолий Сайдяшев, хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, чăваш халăх академикĕ Владимир Ярухин, Зинаида Портнова (Сăр районĕ), Еленăпа Анатолий Уресметов усламçăсем, Шăрттанлă районĕнчи (Пенза облаçĕнчи) Итĕм-Кура ялĕнчен килнĕ хăна Михаил Васильев тата ытти хастарсем хутшăннă.

Мероприятие ĕлĕкхи чăваш йăлисене тĕпе хурса ирттернĕ. Владимир Ярухин кĕлĕ тунă. Чăваш Туррисенчен хĕвел ăшши, ырлăх, сывлăх, пурлăх, юрату ыйтнă, чир-чĕртен, усалсенчен хÿтĕлеме тархасланă.

Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Олег Мустаев Чăвашкасси хастарĕсене Люция Улендеевăна, Галина Жуковăна. Сергей Сорокина ЧНК Хисеп хутне парса чысланă.

Юпа авторĕ – Анатолий Сайдяшев, юман йывăçа касса кăларса хатĕрлекенĕ – Чăвашкасси çынни Геннадий Сайдяшев.

– Киремет Юпи музей экспоначĕ вырăнне йышăнчĕ. Аваллăх управçи патне выртакан çулпа малашне туристсен маршрутне йĕркелесшĕн. Çынсем Чăвашкассинчи этнографи музейĕпе паллашма çÿреччĕр, - терĕ Анатолий Сайдяшев.

Фото

Location for : Listing Title