Дипломсем илнĕ

01 апреля 2021 11:11

Конкурса Чăваш, Пушкăртстан, Тутарстан Республикисенчен, Самар, Саратов, Ульяновск облаçĕсенчен, СанктПетербург хулисенчен тата ытти нумайнумай вырăнти музыкçăсем хутшăннă.
Çĕнтерÿçĕсене «Академический вокал», «Изобразительное и декоративноприкладное творчество», «Народное пение», «Народные инструменты», «Оркестровые инструменты», «Фортепиано», «Хореография», «Художественное слово», «Эстрадный вокал» номинацисенче палăртнă.
Ульяновск облаçĕнчен конкурса Çĕнĕ хулари «Руслан» культура учрежденийĕ çумĕнчи чăвашсен «Эревет» халăх коллективĕ хутшăннă. Ушкăнăн пултарулăх ертÿçи – Ульяновск облаçĕнчи тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Станислав Толстов.
Сумлă жюри (А.В. Савадерова – профессор, Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнчи хор дирижерĕсемпе халăх юррисен кафедрин заведующийĕ, Т.А. Мачкасова – Самарти культура институчĕн доценчĕ) хак панă май «Эревет» ансамблĕн хăйнеевĕрлĕхне палăртнă. Вĕсене 10-мĕш çул-ÿсĕм категорийĕнче, халăх юррисен номинацийĕнче 2-мĕш пусăмлă лауреатăн дипломне парса хавхалантарнă. Халăх ушкăнне ертсе пыракан Станислав Петрович Толстов уйрăм чыслава тивĕçнĕ.
Вăл фестиваль-конкурсран «Лучший преподаватель» номинацире диплом илсе таврăннă. «Сире педагогикăри вышкайсăр талантшăн, пысăк профессионализмшăн, Раççей культурипе искусствине пулăшса аталантарнă çĕрти ырми-канми ĕçшĕн, суйлса илнĕ çулпа çирĕп пынишĕн, профессие парăннăшăн тав тăватпăр. Сирĕн пек çынсем вĕренекенсене те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ патне кармашма хистеççĕ», – тенĕ дипломра.

Дана СВЕТЛОВА.

Фото

Location for : Listing Title