Çепĕççĕн янăрарĕç юррисем...

28 ноября 2022 10:00

Раççейри Халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕнче «Руслан» Культура çуртĕнче «Сăрнай» чăваш халăх юрă ансамблĕн пĕтĕмлетÿ концерчĕ иртрĕ.
Ку çул коллектив йĕркеленнĕренпе 8 çул çитнĕ. Пултарулăх ертÿçи – Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Виктор Коваленко. Ушкăн пурнăçне хутшăнакансем – чăваш культурине хисеплекенсем, чăваш халăх сăмахлăхне пуринчен мала хуракансем, тĕрлĕ тытăмра вăй хуракансем, канури çынсем.
«Сăрнай» чăваш халăх юррисене тата чăваш авторĕсемпе композиторсем çырнă хайлавсене шăрантарать. Коллектива хорпа юрлани кăна уйăрса тăмасть. Ушкăнра арçынсен тата хĕрарăмсен йышĕсем, дуэтсем, пĕччен юрăçсем пур.
Концерта хăйĕн юррисемпе автор тата юрăç Екатерина Лашманова, Çĕнĕ Ульяновскри «Чĕкеç» чăваш чĕлхипе культурин клубĕн ертÿçи, ЧР тава тивĕçлĕ артистки Зоя Рейтер тата «Космоспа» «Крещендо» хореографи ансамблĕсем илем кÿчĕç.
Мероприятин хисеплĕ хăнисем – УОЧНКА председателĕ Владимир Бабайкин, автономин ĕçтăвком пайташĕ Юрий Волынщиков. Владимир Петрович «Сăрнай» чăваш халăх юрă ансамбльне хĕрÿллĕн саламласа вăрăм ĕмĕр, çитĕнÿсем сунчĕ, унăн пултарулăх ертÿçине Виктор Андреевич Коваленкăна автономин Хисеп хутне пачĕ. «Канаш» хаçатăн пай пуçлăхĕ Елена Алексеева ушкăна юратни, юррисене ытарайманни пирки каларĕ.
– Ульяновск – нумай нациллĕ хула. Кунта вырăнти пур тĕп халăхсем çине те юратса, ăнланса пăхни савăнтарать. «Сăрнай» вара – хуламăр культурин пĕр пайĕ. Унăн юрăçисем хăйсен пултарулăхĕпе регион йăли-йĕркисене пуянлатаççĕ.
Тавтапуç çăлкуç евĕр шăнкăртатакан сассисемшĕн, ÿркенменлĕхшĕн, пĕрлĕхшĕн, – терĕ «Ниме» чăваш культура центрĕн пайташĕ Геннадий Падиров.
Куракансем артистсен хавхаланăвĕпе, пултарулăхĕпе кăмăллă юлчĕç. Вĕсем залтан кашни юрра пĕрле юрласа алă çупса ларчĕç. Тумĕсем, капăрлăхĕсем, çĕнĕрен çĕнĕ номерĕсем килентерчĕç вырсарникун пур ĕçе пăрахса канма пынă çынсене.
Эпир вара юратнă юрăçсене ăнăçу, çитĕнÿсем, тăнăçлăхпа чечек ĕмĕрĕ сунатпăр.
Александра РОМАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title