«Эревет» – 35 çулта

08 апреля 2021 11:00

Пушăн 31-мĕшĕнче «Руслан» Культура керменĕнче «Ман çĕршыв юррисем» концерт иртрĕ.
Ансамбль 1986 çулта Культура çурчĕн пĕрремĕш директорĕн, РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Виктор Коваленкăн пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ. 1984 çулта тин çеç уçăлнă учрежденире пуçлăх тĕрлĕ ансамбльсем-ушкăнсем пухассипе ĕçлеме пуçлать. Ытти халăхсеннипе пĕрле чăвашсен коллективне те йĕркелес тесе Виктор Андреевич специалист шырама пуçлать, хавхаланнăскер Мирный поселокра хор ертсе пыракан Николай Косырева чĕнсе илет. «Эреветĕн» пĕрремĕш пултарулăх ертÿçи – Николай Федорович Косырев.
«Руслан» Культура керменĕ çумĕнчи чăваш халăх юрă ансамблĕ ак миçе çул ĕнтĕ тулли пурнăçпа пурăнать, куракансене хăйĕн чаплă концерчĕсемпе савăнтарать, наци культурине сыхласа хăварас, аталантарас,
чăваш юррине халăх хушшинче сарас ĕçе пысăк тÿпе хывать.
Юлашки 10 çулта коллектива Ульяновск облаçĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ÿнер ĕçченĕ Станислав Толстов музыкçă ертсе пырать. Станислав Петрович нумай юрă авторĕ. Паллă композитор кĕвĕленĕ хайлавсене чăваш культурин профессиллĕ артисчĕсем, илемлĕ пултарулăх коллективĕсем шăрантараççĕ.
Коллектива çавра çулпа саламлама пысăк хăнасем килсе çитнĕ: Ульяновск хулин культурăпа халăх канăвне йĕркелекен управлени пуçлăхĕн çумĕ Юлия Фомичева, УОЧНКА председателĕн çумĕ Владимир Бабайкин, «Ниме» чăваш культура центрĕн председателĕ Герман Мадюков, Çĕнĕ хулари «Сăрнай» юрă ансамблĕн ертÿçи Виктор Коваленко тата ыттисем. Сцена çинче юбилярсене, ертÿçипе унта хутшăнакансене, Тав çырăвĕсем, Хисеп хучĕсем парса чысларĕç.
Уяв концертне чăваш эстрада çăлтăрĕсем пуянлатрĕç. Вĕсем «Эревете» тата ульяновецсене юбилейпе саламласа çепĕç юрăсем, эпир юратакан, 35 çул сцена çине тухакан эреветçĕсем савăнăçне пĕрле пайлама килнĕ ентешĕсене чăваш чĕлхине, наци культурине сума суса хатĕрленĕ ырă каç парнелерĕç.

Александра РОМАНОВА.
Архивран илнĕ тата автор
сăнÿкерчĕкĕсем.

Галерея

Location for : Listing Title